Шырав
Шырав ĕçĕ:
10. Анчах ҫав хулана та куҫарса кайнӑ, вӑл тыткӑна лекнӗ; унӑн пӗчӗк ачисене те пӗтӗм урам тӑваткӑлӗнче ҫапа-ҫапа вӗлерсе хӑварнӑ; унӑн чаплӑ ҫыннисем пирки вара шӑпа сиктернӗ, аслӑ улпучӗсене пурне те тимӗрпе сӑнчӑрланӑ.
Наум 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Мӗншӗн тесен Турӑ калӗ те акӑ, пысӑк ҫуртсем ҫурмаран ҫурӑла-ҫурӑла кайӗҫ, пӗчӗк ҫуртсем ҫуркалана-ҫуркалана ишӗлсе анӗҫ.11. Ибо вот, Господь даст повеление и поразит большие дома расселинами, а малые дома - трещинами.
Ам 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ҫӗр айӗнчи никӗсрен аялти хысака ҫитиччен икӗ чике, унӑн сарлакӑшӗ пӗр чике; пысӑк хысакран пӗчӗк хысака ҫитиччен тӑватӑ чике, унӑн сарлакӑшӗ — пӗр чике.
Иез 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Анчах та вӗсем хӑйсен мӗнпур ирсӗр ӗҫӗ ҫинчен хӑйсем куҫса каякан вырӑнта пурӑнакан халӑхсене каласа паччӑр тесе, Эпӗ вӗсен пӗчӗк пайне хӗҫрен, выҫлӑхран, хӗн-сурантан сыхласа хӑварӑп; Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗҫ вара, тесе калать те.
Иез 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Эпӗ вӑл ыттисене мӗн каланине илтрӗм: ун хыҫҫӑн хулара ҫӳрӗр, вӗлерӗр; сирӗн куҫӑр ан хӗрхентӗр, ан шеллӗр; 6. ватӑ ҫынна та, яш ачапа качча кайман хӗре те, пӗчӗк ачасемпе арӑмсене те вӗлерсе тухӑр, анчах та паллӑ лартнӑ пӗр ҫынна та ан тӗкӗнӗр, Манӑн сӑваплӑ вырӑнӑмран пуҫлӑр, терӗ.
Иез 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Вӗсем ҫине Вӑл инҫетри халӑха, сӗмсӗр те урӑх тӗнлӗ халӑха, ячӗ, ӗнтӗ кусем ватӑран та именмерӗҫ, пӗчӗк ачана та хӗрхенмерӗҫ, 16. тӑлӑх арӑмран савнӑ ывӑлӗсене илсе кайрӗҫ, пӗчченскере хӗрӗсемсӗр тӑратса хӑварчӗҫ.
Вар 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Пӗчӗк ачисемпе кӑкӑр ачисем хула урамӗсенче выҫӑпа виле-виле выртнӑран ман халӑхӑмӑн хӗрӗ патне вилӗм ҫитрӗ; ҫакна курса, куҫӑм куҫҫуль юхтарса вӑйсӑрланчӗ, ӑшӑм-чиккӗм пӑлханать, чӗремӗм ҫурӑлса тухать.
Хӳх 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Хӗҫрен хӑтӑлса юлнӑ пӗчӗк йыш анчах Египет ҫӗрӗнчен Иудея ҫӗрне таврӑнӗ, вара Египета пурӑнас тесе кайнӑ Иудейӑн юлашки ҫыннисем камӑн сӑмахӗ тӳрре тухнине пӗлсе илӗҫ: Манӑн сӑмахӑм-и, вӗсен-и. 29. Эпӗ сире ҫак вырӑнта хаса парассине пӗлтерсе сире хӑват палли кӑтартатӑп: Манӑн сӑмахӑмсем тӳрре тухасса, сире вилӗм ҫитессе пӗлсех тӑрӑр.
Иер 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Паян Саваоф Ҫӳлхуҫа Турӑ, Израиль Турри, ҫапла калать: хӑвӑр патӑрта иудейсем хушшинчен упӑшкӑрсемпе арӑмӑрсене, ҫитӗнсе ҫитнӗ яшсемпе пӗчӗк ачӑрсене тӗппипе, пӗр ҫын юлмиччен пӗтерсе, 8. хӑвӑр аллӑр ӗҫӗпе, хӑвӑр пурӑнма пынӑ Египет ҫӗрӗнче ют турӑсене тӗтӗрнипе Мана ҫиллентерсе мӗншӗн хӑвӑр чунӑршӑн ҫав тӗрлӗ усал ӗҫ тӑватӑр-ха эсир — хӑвӑра пӗтерес, ҫӗр ҫинчи ытти халӑхсем умӗнче ылханпа мӑшкӑл айне пулас тесе-и?
Иер 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Пӗчӗк ача аспид йӑви ҫинчех выляса ларӗ, аллине вӑл ҫӗлен йӑвинех чикӗ.8. И младенец будет играть над норою аспида, и дитя протянет руку свою на гнездо змеи.
Ис 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ун чухне кашкӑр путекпе пӗрле пурӑнӗ, барс качака путеккипе пӗрле канса выртӗ; ӗнтӗ пӑру та, ҫамрӑк арӑслан та, вӑкӑр та пӗрле ҫӳрӗҫ, вӗсене пӗчӗк ача кӗтсе ҫӳрӗ.
Ис 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Вӑрманӗнчи йывӑҫсем сайра пӗрре тӑрса юлӗҫ, вӗсене пӗчӗк ача та шутласа тухайӗ.19. И остаток дерев леса его так будет малочислен, что дитя в состоянии будет сделать опись.
Ис 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Пысӑк ӗҫре те, пӗчӗк ӗҫре те асӑрхануллӑ пул.
Сир 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Сӑваплӑ ҫынсен пӗчӗк ачисене вӗлерме хушнӑшӑн, — пӗр ывӑлне ҫӑлса хӑварнӑ пулсассӑн та, — Эсӗ, вӗсене айӑпласа, нумай ачине пӗтертӗн, хӑйсене пурне те кӗрлевлӗ шывра путартӑн.
Ӑсл 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
141. Эпӗ пӗчӗк ҫын, мана хисепе те хумаҫҫӗ, ҫавах Эсӗ хушнӑ йӗркесене манмастӑп.
Пс 118 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Хӑвӑн тӑшманусемшӗн — тӑшмана, тавӑракана чӗнейми тумашкӑн — Эсӗ пӗчӗк ачасемпе кӑкӑр ачисенӗн чӗлхи-ҫӑварне Хӑвна мухтамалла тунӑ.
Пс 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ку — Унӑн ӗҫӗн пӗчӗк пайӗ ҫеҫ-ха!
Иов 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Манран пӗчӗк ачасем те йӗрӗнеҫҫӗ: эпӗ ура ҫине тӑнӑ чухне манран мӑшкӑлласа кулаҫҫӗ.18. Даже малые дети презирают меня: поднимаюсь, и они издеваются надо мною.
Иов 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Пӗчӗк ҫӑл юханшыв пулса тӑнӑччӗ, ҫутӑ та, хӗвел те, тулӑх шыв та пурччӗ унта: юханшывӗ Эсфире пӗлтерет, патша ӑна, суйласа илсе, патша майри турӗ.
Эсф 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Мардохей ӗнтӗ ҫакӑн пек тӗлӗк тӗлленнӗ: акӑ хӑрушӑ шӑв-шав тӑрать, аслати кӗрлет, ҫӗр чӗтрет, пурте хӑраса-сехӗрленсе ӳкнӗ; акӑ икӗ мӑн ҫӗлен шуса тухать — вӗсем пӗр-пӗринпе тытӑҫма хатӗр; вӗсем тискерле чашкӑраҫҫӗ, ҫавсен сассипе ӗнтӗ тӳрӗ пурӑнакан халӑха пӗтермешкӗн ытти пур халӑх вӑрҫа хатӗрленет; акӑ сӗм тӗттӗм кун, хуйхӑ-суйхӑ та куҫҫуль, асап та асар-писер пӑлхану ҫӗр ҫинче; пулас инкек-синкекрен шикленсе пӗтӗм тӳрӗ халӑх шуйханса ӳкет, вӗсем ӗнтӗ вилме хатӗрленсе Ҫӳлхуҫана тархаслама пуҫлаҫҫӗ; пӗчӗк ҫӑлкуҫӗнчен тапса тухнӑ евӗр, вӗсем кӑшкӑрса макӑрнинчен тулӑх та аслӑ юханшыв пулса тӑрать; ҫутӑ ҫутатса ярать, хӗвел ҫиҫсе тухать, йӑвашшисем ҫӗкленеҫҫӗ те мӑнаҫлисене пӗтереҫҫӗ, — Турӑ мӗн тума шутланине Мардохей ҫапла тӗлӗкӗнче курнӑ та кайран вӑрансассӑн, ҫак тӗлӗке чӗрине хывса, ун тӗлли-паллине каҫчен ӑнкарса илме тӑрӑшнӑ.
Эсф 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.