Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илнӗ (тĕпĕ: ил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Половцевӑн кӗтмен ҫӗртекех, пӗр кӗске самантлӑха, кӑвар пӗҫертсе илнӗ пек ҫивӗччӗн, арҫын туйӑмӗ ҫиҫӗмленсе илчӗ, анчах вӑл хӑр-хар харлатса, хаярланса кайса, аллине минтер айне чиксе ячӗ, лаша ҫӑварне тытса уҫнӑ пек, хӗрарӑм ҫӑварне уҫма тытӑнчӗ.

В Половцеве внезапно и только на миг вспыхивает острое, как ожог, желание, но он рычит и с яростью просовывает руку под подушку, как лошади, раздирает рот женщине.

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хӑҫан эпӗ санран икӗ пӑт вырӑнне виҫҫӗ илнӗ?

Когда я с тебя три меры за две взял?

11-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Сана хӑвна тата, вӑрлӑхлӑх икӗ пӑт кивҫен илнӗ виршӗн манран виҫӗ пӑт сӑптӑрма намӑс пулмарӗ-и? — ыйтрӗ Кондрат.

— А тебе не совестно было с меня за две меры проса, какие на семена брал, три меры взять? — спросил Кондрат.

11-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хӑй, кивӗ прижим вӑхӑтӗнче, парӑмсемшӗн Трифоновӑнне пурлӑхне туртса илнӗ чухне, капла пуласси ҫинчен шухӑшласа пӑхман пулмалла ҫав.

А как сам при старом прижиме забирал за долги у Трифонова имущество, об этом не думал.

11-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Ҫынсене те лайӑх хуҫа вӑкӑрсене суйласа илнӗ пекех суйласа илес пулать.

— Людей надо так подбирать, как добрый хозяин быков.

9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Гремячири ВКП(б) ячейкин секретарӗ тата Хӗрлӗ Ялав орденӗ илнӗ М. Нагульнов.»

Секретарь гремяченской ячейки ВКП(б) и краснознаменец М. Нагульнов.

8-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Анкарти хапхи патӗнче ӑна Нагульнов хӑваласа ҫитрӗ, ҫӑра ҫӑм пусса илнӗ лапчӑк ӗнсинчен наган аврипе шаклаттарчӗ.

У ворот его догнал Нагульнов, рукоятью нагана стукнул по плоскому густоволосому затылку.

8-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тӳпемрен каҫсан, Виле варӗ патӗнче, юр ҫине выртса юлнӑ вӑкӑр тислӗкне асӑрхарӗ, лашине чарса тӑратрӗ: тислӗкӗ ҫӗнӗскер, ӑна ҫӳхе пӑр ҫурхахӗ тин кӑна карса илнӗ.

На той стороне бугра, возле Мертвого буерака, приметил на снегу бычачий помет, остановился: помет был свежий, на нем только недавно изморозью, тончайшей пленкой лег ледок.

6-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ятлаҫса илнӗ хыҫҫӑн, Нагульнов халь ӗнтӗ уттарса, енчен енне пӑхкаласа, каялла кайрӗ.

Выругавшись, Нагульнов поехал назад уже шагом, поглядывая по сторонам.

6-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Любишкинпа пӑшӑлтаткаласа илнӗ хыҫҫӑн, вӗсем выльӑх картишне кӗрсе тухрӗҫ, унтан — лупас айне тата анкартине пӑхса ҫаврӑнчӗҫ.

Пошептавшись с Любишкиным, они пошли к скотиньему базу, оттуда в сарай и на гумно.

6-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кинеми куҫҫуль витӗр тав тума тытӑнсан, Соломон уҫҫӑн кулса илнӗ те: — Тӑхта, — тенӗ, — ку кӑна мар-ха.

Когда же она со слезами стала благодарить царя, он ясно улыбнулся и сказал: — Подожди, это еще не все.

V сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Ӑна итлесе, вӑл сӑмаха ҫирӗп тытма пӗлнинчен, ҫӗнӗ кӗрӳ ҫак териех ырӑ пулнинчен питӗ тӗлӗннӗ хурах, хӗре вара тӗрӗс-тӗкел кӑларсӑ янӑ кӑна мар, тӑпӑлтарса илнӗ хаклӑ япалисене те каялла тавӑрса панӑ.

И разбойник, выслушав ее, так удивился ее верности слову и так тронулся добротой ее жениха, что не только отпустил девушку с миром, но и возвратил ей отнятые драгоценности.

V сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Анчах леш йӗкӗт кайсан нумай та тӑман, урӑх хулара авланса, урӑх хӗре качча илнӗ, кун ҫинчен ҫак пике те пӗлнӗ.

Но, уехав, он в непродолжительном времени женился в другом городе на другой девушке, и она узнала об этом.

V сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Пуҫне сулкаласа илнӗ те патша, пӗртӑвансене итлесе пӗтерсен, ҫапла каланӑ:

Царь покачал головой, выслушал их и сказал:

V сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Пулнӑ кунта ҫаплах Нафансен ывӑлӗ Азария та, — хыткан, чирлӗрех питлӗ, куҫӗсем тавра тӗттӗм ункӑсен пуснӑ, вӗчӗх, тӑрнаккай ҫын; ыр кӑмӑллӑ, сапаланчӑкрах Иосафат та, историограф; Ахелар та, Соломон килӗ-ҫурчӗн пуҫлӑхӗ; Завуф та, патша тусӗ текен ятпа ҫӳрекенскер; Соломонӑн аслӑ хӗрне — Тафафие — качча илнӗ Бен-Авинадав та; Бен-Гевер та, Васанри Аргови облаҫӗн начальникӗ, — йӗри-тавра стенасем тытса ҫавӑрнӑ, пӑхӑр сӑлӑпсемпе питӗрӗнекен хапхаллӑ утмӑл хула пӑхӑнса тӑнӑ ӑна; Ваана та, Хушай ывӑлӗ, сӑнна тахҫан вӑтӑр парасанг таран ывӑтма пултараслӑхпа чапа тухнӑскер, тата нумай-нумай ытти те.

Был также Азария, сын Нафанов, желчный высокий человек с сухим, болезненным лицом и темными кругами под глазами, и добродушный, рассеянный Иосафат, историограф, и Ахелар, начальник двора Соломонова, и Завуф, носивший высокий титул друга царя, и Бен-Авинодав, женатый на старшей дочери Соломона — Тафафии, и Бен-Гевер, начальник области Арговии, что в Васане; под его управлением находилось шестьдесят городов, окруженных стенами, с воротами на медных затворах; и Ваана, сын Хушая, некогда славившийся искусством метать копье на расстоянии тридцати парасангов, и многие другие.

V сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

— Карчӑк йӗнерлесе хучӗ пулать сана? — ыйтрӗ вӑл, чӗтрекен тутисемпе йӑл кулса, куҫхупанкисем айӗнче йӑлтӑртатса илнӗ куҫҫульне пытарма та шухӑшламасӑр.

— Оседлала тебя старуха? — спросила она, улыбаясь дрожащими губами и не пытаясь скрывать блеснувших под ресницами слез.

5-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Поярков епле вилни ҫинчен каласа панине аса илнӗ май Андрей йӑл кулса илчӗ.

Андрей улыбнулся, вспомнив рассказ о смерти Пояркова.

5-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Анне ҫавна курсан чугунтан пӗр курка вӗри сӑмала ӑсса илнӗ те мана ҫапла калать: «Хӑвала-ха ҫавна, Макарка, эпӗ пӗчӗк хапха хыҫне кайса тӑрам», тет.

Мать увидала ее, ухвати в кружку вару из чугуна и говорит мне: «Гони ее, Макарка, а я стану за калиткой».

4-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ку вӑл юнпа илнӗ

Это боль такая, что с кровью…

4-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Суранӗсем пур унӑн тата революцилле ӗҫсем тунӑшӑн ӑна награда та панӑ — кӗмӗл сехет илнӗ вӑл.

Имеет раны и отличие — серебряные часы за революционное прохождение.

4-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех