Шырав
Шырав ĕçĕ:
10. Вефиль священникӗ Амасия вара Израиль патши Иеровоам патне ҫапла калама ҫын ячӗ: Амос Израиль ӑрӑвӗсене сана хирӗҫ пӑлхатса ҫӳрет; унӑн пӗр сӑмахне те ҫӗр чӑтса тӑраймӗ.
Ам 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Эпӗ каларӑм вара: эй Ҫӳлхуҫа Туррӑм! чарсамччӗ; Иаков мӗнле чӑтса тӑрайӗ? вӑл пӗчӗкҫеҫҫӗ-ҫке, терӗм.5. И сказал я: Господи Боже! останови; как устоит Иаков? он очень мал.
Ам 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫапла пулчӗ: хӗрлӗ шӑрчӑк ҫӗр ҫинчи курӑка ҫисе пӗтерсен, эпӗ каларӑм: эй Ҫӳлхуҫа Туррӑм! хӗрхенсемччӗ; Иаков мӗнле чӑтса тӑрайӗ? вӑл пӗчӗкҫеҫҫӗ-ҫке, терӗм.
Ам 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫӳлхуҫамӑр Хӑйӗн ҫарӗ умӗнче сас парӗ: Унӑн ҫарӗ шутсӑр йышлӑ, Унӑн сӑмахне тӑвакан питех те хӑватлӑ; Ҫӳлхуҫамӑр кунӗ аслӑ та питӗ хӑрушӑ, кам чӑтса тӑрайӗ ӑна?
Иоиль 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Эй ачамсем! хӑвӑра Турӑран ҫитнӗ ҫилле чӑтса ирттерӗр: сана тӑшман хӗсӗрлерӗ, анчах эсӗ кӗҫех вӑл пӗтнине курӑн, ун мӑйӗ ҫине урупа пусӑн.
Вар 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Тара тытнӑ ҫарҫисем — самӑртнӑ вӑкӑрсем пек — вӗсем каялла ҫаврӑнчӗҫ, пурте тараҫҫӗ, чӑтса тӑраймарӗҫ: ӗнтӗ вӗсен пӗтес кунӗ ҫитрӗ, вӗсене хаса парас кун ҫитрӗ.
Иер 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Чӑтса тӑраймарӗ — ӑна Ҫӳлхуҫа йӑвантарчӗ.
Иер 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Хуйхӑ ҫитрӗ мана! асапланатӑп, суранӑм чӑтма ҫук ыратать, ӑшӑмра: «чӑтса ирттерӗп-ха» тесе шухӑшланӑччӗ; 20. анчах чатӑрӑм пушанса юлчӗ, вӗренӗмсем татӑлса пӗтрӗҫ; ачамсем мана пӑрахса кайрӗҫ, вӗсем ҫук ӗнтӗ: чатӑрӑма лартакан та, ӑна каракан та ҫук, 21. мӗншӗн тесессӗн кӗтӳҫӗсем ӑссӑрланса кайрӗҫ, Ҫӳлхуҫана шырамарӗҫ, ҫавӑнпа ӑнӑҫсӑр вӗсем, вӗсен пӗтӗм кӗтӗвӗ саланса пӗтнӗ.
Иер 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ҫӳлхуҫа вӑраха ямӗ, чӑтса тӑмӗ, хӗрхенӳсӗр ҫынсенӗн шӑмми-шаккине ҫапса ҫӗмӗрӗ; 20. халӑхсене те хирӗҫ тавӑрӗ Вӑл, пусмӑрлакансен эшкерне пӗтерсе тӑкӗ, йӗркесӗр патшасен туйине аркатӗ, 21. кашни ҫынна ӗҫне кура, тунӑ ӗҫӗсемшӗн, ӗмӗчӗ-шухӑшӗсемшӗн тавӑрса парӗ, 22. Хӑй халӑхне Турӑ тивӗҫлипе сут тӑвӗ, вӗсене Хӑйӗн ырӑлӑхӗпе савӑнтарӗ.
Сир 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Вӑхӑтлӑха вӑл санпала пӗрле пулӗ, эсӗ сулӑнса кайсассӑнах — чӑтса тӑраймӗ: 15. тӑшман сана чӗлхипе ырлӗ, йӑпатӗ, ӑшӗнче вара хӑвна шӑтӑка сирпӗтме хӗртӗнсе тӑрӗ; куҫҫулӗпе йӗрӗ сан умӑнта, май килсессӗн — юнна ӗҫсе тӑранаймӗ.
Сир 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Эй Ҫӳлхуҫа, Эсӗ ҫылӑхлӑ ӗҫсене шута илес пулсассӑн, эй Ҫӳлхуҫа! кам чӑтса тӑрайӗ?3. Если Ты, Господи, будешь замечать беззакония, - Господи! кто устоит?
Пс 129 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫывӑх ҫынни ҫинчен вӑрттӑн элек паракана пӗтерӗп; ҫӳлтен пӑхакана, мӑнаҫлӑ чӗреллине чӑтса тӑмӑп.5. Тайно клевещущего на ближнего своего изгоню; гордого очами и надменного сердцем не потерплю.
Пс 100 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Эсӗ — хӑрушӑ, Эсӗ ҫилленнӗ вӑхӑтра Санӑн умӑнта кам чӑтса тӑрайӗ?8. Ты страшен, и кто устоит пред лицем Твоим во время гнева Твоего?
Пс 75 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Хӑшӗ — ҫар урапипе, хӑшӗ учӗпе мухтанать, эпир вара Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑрӑн ячӗпе мухтанатпӑр: 9. вӗсем чӑтса тӑраймарӗҫ, ӳксе пӗтрӗҫ, эпир сиксе тӑтӑмӑр, чанк тӑратпӑр.
Пс 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ӑна хирӗҫ тӑма пултаракан хӑюҫах ҫук; Ман умра кам чӑтса тӑрайтӑр вара?2. Нет столь отважного, который осмелился бы потревожить его; кто же может устоять перед Моим лицем?
Иов 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫавӑн чухне Артаксеркс патшан пӗтӗм ҫӗрӗнчи хуласенче иудейсем хӑйсене усал сунакансене пӗтерме пӗрле пуҫтарӑннӑ; вӗсен умӗнче никам та чӑтса тӑрайман, мӗншӗн тесессӗн халӑхсем пурте вӗсенчен хӑраса-сехӗрленсе ӳкнӗ.
Эсф 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Патша Эсфирь енне ылтӑн туйине тӑснӑ; Эсфирь ура ҫине тӑнӑ та патша умӗнче каланӑ: 5. патша хирӗҫ мар пулсассӑн, эпӗ патша умӗнче кӑмӑллӑ пултӑм пулсассӑн, ҫак ӗҫ патша сӑнӗ умӗнче тӳрӗ ӗҫ пулсассӑн, эпӗ унӑн куҫне килӗшетӗп пулсассӑн, Аман — Амадаф ывӑлӗ, Агаг ҫынни — пӗтӗм патша ҫӗрне салатнӑ хута, иудейсене вӗлерме хушса ҫырнӑ хута, каялла тавӑрмалла тесе ҫырса ятӑрччӗ; 6. ара, ман халӑхӑма кӗтекен инкек-синкеке мӗнле курса тӑраяс манӑн, тӑванӑмсем вилнине мӗнле чӑтса тӑраяс? тенӗ.
Эсф 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Эпир акӑ, унӑн тарҫисем, ҫав халӑха пӗр ҫынна пӗтернӗ пек пӗтерсе тӑкӑпӑр, вӗсем пирӗн утсен хӑватне чӑтса тӑраймӗҫ.3. Но мы, рабы его, поразим их, как одного человека, и не устоять им против силы наших коней.
Иудифь 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ӗнтӗ Савея ҫӗрӗн майра патши Соломонӑн пӗтӗм ӑслӑлӑхне курнӑ, вӑл туса лартнӑ ҫурта, 4. ун сӗтелӗ ҫинчи ӗҫме-ҫимене, ун чурисем пурӑнакан ҫуртсене, ун кӗрнеклӗ тарҫисене, вӗсенӗн ҫипуҫне, ӑна эрех парса тӑраканӗсемпе вӗсенӗн ҫипуҫне, вӑл Турӑ Ҫуртне ҫӳрекен ҫула курсан шалтах тӗлӗннӗ, вара, урӑх чӑтса тӑма хал ҫитереймесӗр, 5. патшана ҫапла каланӑ: эпӗ хамӑн ҫӗрӗмре сан ӗҫӳсемпе ӑслӑлӑху ҫинчен мӗн илтнийӗ тӗрӗсех иккен, тенӗ, 6. анчах эпӗ хам килсе хам куҫӑмпа куриччен ҫакӑн ҫинчен сӑмахпа каланине ӗненменччӗ.
2 Ҫулс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вара, урӑх чӑтса тӑма хал ҫитереймесӗр, 6. патшана ҫапла каланӑ: эпӗ хамӑн ҫӗрӗмре сан ӗҫӳсемпе сан ӑслӑлӑху ҫинчен мӗн илтнийӗ тӗрӗсех иккен, тенӗ, 7. анчах эпӗ хам килсе хам куҫӑмпа куриччен сӑмахпа каланине ӗненменччӗ; халӗ пӑхатӑп та — сӑмах вӗҫҫӗн мана ҫуррине те каламан: ӑслӑлӑхупа пуянлӑху санӑн эпӗ илтнинчен пысӑкрах-мӗн.
3 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.