Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӑмӑллӑн сăмах пирĕн базăра пур.
ҫӑмӑллӑн (тĕпĕ: ҫӑмӑллӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫил тинӗс шывне ҫӑмӑллӑн кӑтрашкалантарса вӗрет.

Ветер чуть-чуть рябил поверхность моря.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫӑмӑллӑн ҫӳрекен Роберт ӗҫе хӑйӗнчен ҫитӗнерех панӑ та вӑйлӑрах, анчах меслетне пӗлеймен юлташӗсенчен ҫӑмӑлтарах тӑвать.

Ловкий и подвижной Роберт справлялся с работой лучше, чем его более сильные, но неумелые взрослые товарищи.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Вӑл — йывӑрлӑхран чи хӑравҫӑлла, чи ҫӑмӑллӑн тухмалли меслет анчах.

Это самый трусливый и легкий выход из положения.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

— Халӗ ӗнтӗ киле ҫитнӗпе пӗрех, — терӗ Анна ҫӑмӑллӑн.

— Вот мы почти и дома, — облегченно сказала Анна.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

— Э, эпӗ сире кансӗрлетӗп-ҫке, — ответлерӗ пани тап-таса вырас чӗлхипе, хӑй ҫав вӑхӑтрах диван ҫинчен ҫӑмӑллӑн сиксе тӑчӗ, Корчагинпа ҫуммӑнах тенӗ пек пырса тӑчӗ.

— Ах да, я ведь вам мешаю, — на чистом русском языке ответила пани и легко поднялась с дивана, встав почти рядом с Корчагиным.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Упа саррисен айӗнче уҫӑ та сулхӑн, ҫавӑнпа пурте ҫӑмӑллӑн сывласа ячӗҫ.

В тени папоротников царила приятная прохлада, и все облегчённо вздохнули.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Хуп-хура япала туратран-турат ҫине, йывӑҫран-йывӑҫ ҫине куҫпа пӑхса ӗненмелле мар ҫӑмӑллӑн сиксе ҫӳрет.

Перескакивавшая с ветки на ветку и с дерева на дерево с непостижимой ловкостью.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫав пакша евӗрлӗ пӗчӗкҫӗ чӗрчун йывӑҫран йывӑҫ ҫине епле ҫӑмӑллӑн сиксе ҫӳренине пӑхса тӑма та кӑмӑллӑ.

Приятно было видеть, с какой лёгкостью и грацией это маленькое животное, похожее на белку, прыгает по вершинам деревьев.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ольбинет нимӗн ӑнланмасӑр итлет; палламан ҫынни куҫ хупса илмеллӗх те чарӑнса тӑмасӑр, пӗр япала ҫинчен калаҫса тӑнӑ ҫӗртех, тепӗр ӗҫ ҫине тӗлӗнмелле ҫӑмӑллӑн куҫса кайса, вӗҫӗ-хӗррисӗр сӳтӗлет.

Ольбинет слушал, ничего не понимая; незнакомец же не умолкал ни на мгновение, с удивительной лёгкостью перескакивая от одной темы к другой.

Улттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Вӑл ҫӑмӑллӑн амантӑм, час сывалатӑп, киле пыратӑп, — тесе ҫырать; юнӗ ытла нумай юхнӑ унӑн, халӗ мамӑк пек шуралса кайнӑ.

Он пишет, что легко ранен, скоро выздоровеет и приедет; он потерял много крови, бледен, как вата, еще очень слаб.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Йӗнер ҫинчен ҫӑмӑллӑн сиксе анса, командир ларакансем патне пычӗ.

Легко спрыгнув с седла, командир подошел к сидящим.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Черняк хӑрах урипе йӗнер пускӑчӗ ҫине пусрӗ, лаши ҫине ҫӑмӑллӑн сиксе ларчӗ.

Черняк вложил ногу в стремя, легко вспрыгнул в седло.

Улттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Ротӑсен умӗнче ҫӗнӗ хаки тӗслӗ костюм тӑхӑннӑ старшинасем, уҫӑлса ҫӳреме тухнӑ пек, аллисенчи туйисемпе сулкаласа, ҫӑмӑллӑн утса пыраҫҫӗ.

Впереди рот, одетые в новенькие цвета хаки костюмы, непринужденно шагали старшины, как на прогулке, помахивая тросточками.

Улттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Ҫӳлтен пусма тӑрах тата такам ҫӑмӑллӑн чупса анни илтӗнчӗ.

Сверху по лестнице еще кто-то сбегал поспешными, легкими шагами.

Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

«Тытса хӗртмесӗрех иртсе каять пулас», ҫӑмӑллӑн сывласа илчӗ Павка.

«Обойдется, видно, без припарки», — облегченно вздохнул Павка.

Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Лешсем ҫӑмӑллӑн сывласа, хӑвӑрт ларчӗҫ.

Те быстро сели, облегченно вздохнув.

Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Павлик ҫӑмӑллӑн сиккелесе килет.

Снова вприпрыжку прибегает Павлик.

Пӗрремӗш курӑну // Арсений Тарасов. Килти архив

Ҫав тери ҫӑмӑллӑн калать, старик урисем хӑйсемех сиккелеме пуҫӑнчӗҫ.

Да так задорно, что ноги сами в пляс пустились.

Юрӑпи // Галина Матвеева. Суслин, Д. Ю. Юрӑпи: этнографи юмахӗ: [кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли] / Дмитрий Суслин. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2014. — 64 с.

— Хӗрӗх тӑватӑп, — шанчӑклӑн каларӗ те Владик, хӗрелсе кайнӑ Иоська аллинчен винтовкӑна ҫӑмӑллӑн илчӗ.

— Сорок выбью, — уверенно заявил Владик и легко взял из рук покрасневшего Иоськи винтовку.

Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.

— Хӑваласа ҫит! — тесе Эмине кӑшкӑрчӗ те, вӑл пысӑк йывӑр панулмине ҫӑмӑллӑн та меллӗн ҫӳлелле ывӑткаласа, каллех аллипе яра яра тыткаласа.

— Доганай! — гортанно крикнула Эмине, ловко подбрасывая и подхватывая тяжёлое яблоко.

Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех