Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хаяррӑн сăмах пирĕн базăра пур.
хаяррӑн (тĕпĕ: хаяррӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсем хӗвелпе хаяррӑн ялтӑртатнӑ, тӗкӗнсенех ҫунтарса илессӗн туйӑннӑ.

Они жутко щерились на солнце, грозились укусить.

Паня-Ганя // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Карчӑксем сиввӗн те хаяррӑн хушса юрлаҫҫӗ.

Старухи подхватывают угрюмо и сурово:

Укахви, Дорофеевна тата ыттисем // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Полк тӑшманпа ҫапӑҫа-ҫапӑҫа юхан шыв урлӑ каҫнӑ, тепӗр енне пӗтӗмпе те виҫ-тӑватӑ ротӑ ҫеҫ каҫса вырнаҫма ӗлкӗрнӗ-ха, нимӗҫсем питӗ хаяррӑн атакӑланӑ тата персе тӑнӑ пирки малалла куҫма пултарайман.

Полк форсировал реку и зацепился за противоположный берег, за самую его кромку, всего лишь тремя-четырьмя ротами, а дальше, жестоко обстреливаемый и атакуемый немцами, продвинуться не смог.

Председатель касси // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Тумлам хӑйӗн ачашшӑн темӗн мӑкӑртатакан тутине лаша ҫӑварӗ патне ҫывхартсанах Маруська, шӑлне тискеррӗн шатӑртаттарса, вутлӑ куҫӗсене хаяррӑн ялкӑштарса илнӗ те хуҫине хул пуҫҫинчен хыттӑн ҫыртнӑ.

Едва Капля приблизил к ее морде свои вытянутые, бормочущие что-то ласковое губы, Маруська зверски оскалилась, сверкнула злым, огненным оком и больно укусила хозяину плечо.

Тумлам // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Вӑл старикрен пытанать, анчах унпа коридорта тӗл пулассинчен пӑрӑнаймасть — вара ун умне ҫӳҫӗ вирелле тӑрса кайнӑ ҫиллес пит-куҫ тухса тӑрать; ватӑ куҫсем кӑвар пек ҫунаҫҫӗ, хаяррӑн кӑшкӑрашнисемпе ылханнисем илтӗнеҫҫӗ: Маledizione! хӑрушшӑн: Соdardo! Infame traditore! тени янраса каять!

Он прячется от старика, но не может избегнуть встречи с ним в коридоре — и встает перед ним раздраженное лицо под взвившимся кверху седым хохлом; горят, как уголья, старческие глаза — и слышатся грозные восклицания и проклятия: Maledizione, слышатся даже страшные слова: Codardo! Infame traditore!

XLIII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.

Наполеон вырӑнӗнче, паллах ӗнтӗ, Панталеоне пулчӗ, ӑна вӑл питӗ тӗрӗс туса кӑтартрӗ: аллисене кӑкӑрӗ ҫине хӗреслӗ хучӗ, виҫ кӗтеслӗ шлемне куҫӗсем ҫине антарса лартрӗ — хӑй хаяррӑн та хыттӑн французла каларӗ, анчах, турӑҫӑм! мӗнле француз чӗлхипе калаҫрӗ-ха вӑл!

Наполеона представлял, разумеется, Панталеоне — и представлял очень верно: скрестил руки на груди, нахлобучил трехуголку на глаза и говорил грубо и резко, на французском, но, боже! на каком французском языке!

XIII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.

Леноре фрау ӑна хӑйӗнпе тата Панталеонепе пӗрле «трессетла» выляса пӑхма сӗнчӗ, Италире вылякан ҫак йывӑр мар карт вӑййине выляма вӗрентсе, унран темиҫе крейцер выляса илчӗ — Санин кунпа питӗ кӑмӑллӑ пулчӗ; Эмиль ыйтнипе Панталеоне Тарталья йытта вӑл мӗн тума пӗлнине тутарттарчӗ — вара Тарталья патак урлӑ сикрӗ, «калаҫрӗ», — урӑхла каласан вӗрчӗ ӗнтӗ, — чыхӑнчӗ, сӑмсипе алӑка хупрӗ, хӑй хуҫин чалӑшса кайнӑ туфлине йӑтса килчӗ, юлашкинчен тата хӑй пуҫӗ ҫине кивӗ кивер тӑхӑнтарсан, вӑл, тӑшмана сутӑннӑ Бернадотт маршал пулса, Наполеон император ӑна хаяррӑн ӳпкеленине итлесе тӑнине туса кӑтартрӗ.

Фрау Теноре предложила ему сразиться с нею и с Панталеоне в «тресетте», выучила его этой несложной итальянской карточной игре — обыграла его на несколько крейсеров — и он был очень доволен; Панталеоне, по просьбе Эмиля, заставил пуделя Тарталью проделать все свои штуки — и Тарталья прыгал через палку, «говорил», то есть лаял, чихал, запирал дверь носом, притащил стоптанную туфлю своего хозяина и, наконец, с старым кивером на голове, представлял маршала Бернадотта, подвергающегося жестоким упрекам императора Наполеона за измену.

XIII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.

Хаяррӑн тыткалаҫҫӗ хӑйсене, сӑнӗсем сивлек, кашниех Таньӑн чӗрине витӗр шӑтарас пек пӑхать, анчах куҫ сӑнни чӗре патне ҫитеймест, ӑнсӑртран алӑпа хупланӑ ҫутӑ пайӑрки пек, чӗтре-чӗтре хуҫӑлать.

Движения их грозны, лица суровы, и каждый взгляд направлен прямо в сердце Тани, но не доходит до него, он дрожит и ломается, точно луч, заслоненный внезапно рукой.

XVIII // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.

Йытӑсем тӑруках ӑна хирӗҫ ҫиллессӗн туртӑннине ҫеҫ сисрӗ те вӑл вӗсене хаяррӑн кӑшкӑрса пӑрахрӗ.

Она почувствовала только, как собаки с яростью рванулись навстречу, и закричала на них диким голосом.

XV // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.

Эпӗ кӑшт пӑхрӑм та, Полли аппа Том ҫине куҫлӑх ҫийӗн калама ҫук хаяррӑн пӑхса тӑрать.

Я выглянул, смотрю — тетя Полли высвободилась и стоит, смотрит на Тома поверх очков — да так, будто с землей сровнять его хочет.

Хӗрӗх иккӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Вӗсем ман ҫине хаяррӑн вӗрме тытӑнчӗҫ.

Ну и подняли же они лай!

Вӑтӑр иккӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Ҫак вӑхӑтра хайхи Богс текен ҫын пирӗн патӑртан юланутпа индеец пек хаяррӑн ҫухӑрашса иртсе кайрӗ.

Тут этот самый Богс промчался мимо нас верхом на лошади, с криком и воплями, как индеец:

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Михха чӗлпӗрне хытарса тытрӗ, урхамахне саламачӗпе ӑшаласа илчӗ те хаяррӑн кӑшкӑрса ячӗ:

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан сасси хаяррӑн та тӑрӑхласа кулнӑн илтӗнсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Вперед! — тесе хаяррӑн кӑшкӑрса ячӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Инсаров ун хыҫҫӑн хаяррӑн пӑхса юлчӗ.

Инсаров мрачно посмотрел ему вслед.

XXXIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Шубин шухӑшларӗ-шухӑшларӗ те, юридически ыйтусем пирки хӑй нимӗн те ӑнланмасть пулсан та, Курнатовскипе хаяррӑн тавлашма тытӑнчӗ.

Шубин подумал, подумал — и яростно заспорил с Курнатовским о юридическом вопросе, в котором ничего не смыслил.

XXIV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Инсаров питӗ хаяррӑн курӑннӑ вӗсене, ахальтен мар пулас ҫав: темскер ырӑ марри, темскер хӑрушши палӑрчӗ унӑн пит-куҫӗнче.

Инсаров казался им очень грозным, и недаром: что-то недоброе, что-то опасное выступило у него на лице.

XV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Кӑнтӑр тӗлӗнче те тӗксӗммӗн, хаяррӑн курӑнакан Царихцино замокӗн ишӗлчӗкӗ патне экипажсем ҫитсе чарӑннӑ вӑхӑтра хӗвел ҫӳле хӑпарнӑччӗ ӗнтӗ.

Солнце уже высоко стояло на безоблачной лазури, когда экипажи подкатили к развалинам Царицынского замка, мрачным и грозным даже в полдень.

XV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Шухӑшласа ҫеҫ пӑхӑр: ун патне ҫитсе кӗчӗҫ — ну, тытӑнчӗҫ тискеррӗн те хаяррӑн тавлашма, кӑшкӑрашма…

Представьте: вошли к нему — и ну кричать и спорить, да так дико, злобно…

XIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех