Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Темиҫе сăмах пирĕн базăра пур.
Темиҫе (тĕпĕ: темиҫе) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мина хунӑ темиҫе уй, пилӗк таран юр ашса ту тӑррине хӑпартӑмӑр.

Несколько заминированных полей, выгребая снег до пояса поднялись на верхушку горы.

Хӑрасан та каялла чакман // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№

Апла пулин те вӑрҫӑ вучӗ витӗр тухнисене сурансем, кӑвак беретпа тельняшка, темиҫе сӑнӳкерчӗк, «Хӑюлӑхшӑн» медаль тата Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ, тирпейлӗ пуҫтарса хунӑ сержант пакунӗсем сӑртлӑ-туллӑ ҫӗршыв ҫинчен манма памаҫҫӗ.

И все же не дают забыть о горной стране, прошедшим через огонь войны о ранах, голубой берет с тельняшкой, несколько фотографий, медаль "За отвагу" и орден Красной Звезды, аккуратно сложенные сержантские погоны.

Хӑрасан та каялла чакман // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№

Ҫак кунран «тулли праваллӑ» кадет пулса тӑнӑ пиллӗкмӗшсем хӑйсен шкулӗн ырӑ йӑлисене малалла тӑссан темиҫе ҫултан ҫарпа ҫыхӑннӑ аслӑ вӗренӳ заведенине те кӗрейӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗршыва усӑ кӳрекен ҫын пулса ӳсӗр // Ирина ПУШКИНА. http://hypar.ru/ru/node/15764

Чӑваш Енре юхӑма темиҫе ҫул каяллах чӗртсе тӑратнӑ, чӑвашсен отрячӗсем курӑмлӑ ҫитӗнӳсемпе палӑрма та ӗлкӗрнӗ.

Куҫарса пулӑш

Студотрядсен юхӑмӗ ҫӗнӗрен йӑл илет // Ирина Пушкина. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№

Виҫӗреш вара республикӑра ҫулталӑкне темиҫе ҫемьере ҫеҫ ҫуралать.

А тройняшки в республике в год рождаются только в нескольких семьях.

Вӑрнар районӗнче виҫӗреш ҫуралнӑ // Софья Савнеш. http://chuvash.org/news/11612.html

Анчах та темиҫе ҫул каялла вӗсен килне хӑрушӑ инкек пырса кӗнӗ, йывӑр чир ывӑлӗн Анатолин пурнӑҫне сарӑмсӑр татать.

Куҫарса пулӑш

«Арапуҫ кӗперӗ пӗрлештерчӗ...» // Виктория Вышинская. http://hypar.ru/ru/node/15771

Анчах та кунти ҫурт темиҫе ҫемье валли ытла та тӑвӑр пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Арапуҫ кӗперӗ пӗрлештерчӗ...» // Виктория Вышинская. http://hypar.ru/ru/node/15771

Темиҫе кунран вилчӗ», - инкек ӗнер пулса иртнӗ пек ыратакан чунне хытарса каласа парать Альтюк аппа.

Куҫарса пулӑш

«Арапуҫ кӗперӗ пӗрлештерчӗ...» // Виктория Вышинская. http://hypar.ru/ru/node/15771

Огнянов пайтах курнӑ-ха ун пек литературӑна, вӑл та пулин, темиҫе страница вуласа тухнӑ хыҫҫӑн, куҫ сиктерми пӑхакан пулчӗ.

Даже Огнянов, более искушенный в литературе, увлекся, просмотрев несколько страниц, и не мог уже оторвать от них глаз.

XIII. Брошюра // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Рада пӗчӗккӗлех тӑлӑха тӑрса юлнӑ, халь ак темиҫе ҫул хушши ӗнтӗ Ровоама хаджи патӗнче ӗҫлесе пурӑнать.

Рада осталась сиротой в раннем детстве и вот уже много лет была воспитанницей Хаджи Ровоамы.

XI. Рада пӑшӑрханӑвӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вӑл тӗрӗс хыпарсене тӳрре кӑларать, суйисене пӑрахӑҫлать; хӑш чухне юри сӑмах та сарать, вара темиҫе кунлӑха хӗр-манахсен пӳҫӗсене ҫавӑрӑть, пыра киле ҫав сӑмах мӑнастиртен тухса та сарӑлать.

Она подтверждала достоверные новости и опровергала ложные; она умышленно распускала слухи, которые несколько дней служили духовной пищей монахиням и постепенно просачивались за пределы монастыря.

X. Хӗрарӑмсен мӑнастирӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Унпа пӗрле тата темиҫе советник та хулари паллӑрах ҫынсем пурччӗ; кунта мана темле протокол вуласа пачӗҫ, эп нимӗн те ӑнланмарӑм.

Вместе с ним заседало несколько советников и видным горожан; мне прочитали какой-то протокол, в котором я ничегоне понял.

IX. Ӑнлантарса пани // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Питӗрсе илнӗ пӳлӗмре ҫапла тӑватӑ сехетсем лартрӗҫ пуль, ҫав сехетсем мана темиҫе ҫул пек туйӑнчӗҫ.

Взаперти я просидел часа четыре, и эти часы показались мне годами.

IX. Ӑнлантарса пани // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Эпӗ Российӑн пӗтӗм обществӑлла тытӑмне крепостной право мӗнле сиен кӳни ҫинчен «Тribune»-не темиҫе статья ҫырса патӑм.

Я написал несколько статей в «Tribune» о влиянии крепостного права на все общественное устройство России.

XX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Питӗ асапланчӗ вӑл, темиҫе ҫул хӑйне килӗшмен пурнӑҫпа пурӑнчӗ.

Столько страдала и столько лет была лишена жизни, какая ей была нужна.

XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ку вӑл темиҫе хут калаҫса пӑхсанах курӑнать…

Это видно из нескольких разговоров.

XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

— «Тен, ӗҫӗп те; мӗншӗн ҫапла темиҫе кун пымарӑр-ха эсир?»

— Пожалуй; да что ж вы столько дней не были?

XVI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Старик малтан ҫакӑн пек иккӗленсе тӑнӑ, анчах Бьюмонт, вӗсем патне ҫӳреме пуҫласан тата икӗ эрнерен, ӑна: завода туянасси тепӗр темиҫе кунсӑр пулмасть, тенӗ хыҫҫӑн ҫав иккӗленӳ иртсе кайнӑ; тен, ун чухлӗ те тӑрӑнмасть пулӗ-ха, тенӗ вӑл: вӗсем, Лотер мистера кӗтмесен те, кирлӗ условисене эрнесӗр туса пӗтереймен пулӗччӗҫ; Лотер мистер вара Петербургра тӑватӑ кунтанах пулать.

Если у старика было еще какое-нибудь сомнение в этом, оно исчезло, когда Бьюмонт, недели через две после того как начал бывать у них, сказал ему, что, может быть, покупка завода задержится на несколько дней; впрочем, едва ли от этого будет задержка: вероятно, они, и не дожидаясь мистера Лотера, не составили бы окончательных условий раньше недели, а мистер Лотер будет в Петербурге через четыре дня.

XIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

— Апла пулсан, сиртен m-m Кирсанова ҫинчен нумай япала пӗлӗп тесе шутласа, ку хутӗнче эпӗ йӑнӑшрӑм; анчах эпӗ сиртен хӑпмастӑп: тата темиҫе кунтан сиртен ун ҫинчен каллех ыйтма тытӑнӑп.

— Итак, на этот раз я обманулся в ожидании много узнать от вас о m-me Кирсановой; но я не отстану от вас: через несколько дней я опять стану расспрашивать вас о ней.

XII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

— Ку вӑл тахҫанах пулнӑ; ун чухне вӑл авланманччӗ те-ха; эпӗ йывӑр чирлесе ӳкнӗччӗ, — вӑл темиҫе хутчен килчӗ те мана ҫӑлса хӑварчӗ.

— Это было давно, он тогда еще не был женат; я была очень больна, — он приезжал несколько раз и спас меня.

XI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех