Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кашни сăмах пирĕн базăра пур.
кашни (тĕпĕ: кашни) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чылайӑшӗ палӑртнӑ тӑрӑх, кашни ҫулах ҫав шӑтӑксене тепӗр хут тума тивет.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн ҫулсем мӗншӗн начар? // Софья Савнеш. http://chuvash.org/blogs/comments/2697.html

Кашни ҫул шӑтӑка сапланин усси пур-и?

Куҫарса пулӑш

Пирӗн ҫулсем мӗншӗн начар? // Софья Савнеш. http://chuvash.org/blogs/comments/2697.html

Ку ӳкерчӗке кашни ҫулах куратпӑр-ҫке.

Этот рисунок каждый год же видим.

Пирӗн ҫулсем мӗншӗн начар? // Софья Савнеш. http://chuvash.org/blogs/comments/2697.html

Чӑннипе, кашни ҫуркуннех шӑтӑк-ҫурӑксене хуплама тивет.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн ҫулсем мӗншӗн начар? // Софья Савнеш. http://chuvash.org/blogs/comments/2697.html

Ӑслӑлӑх пӗрлӗхӗн кашни ӗҫченнех ҫирӗп сывлӑх тата пултарулӑхра ӑнӑҫу, ҫутӑ шухӑшсемпе пысӑк ҫитӗнӳсем, ырлӑхпа телей сунатӑп!

Желаю всем представителям научного сообщества крепкого здоровья и успехов в творчестве, ярких идей и высоких достижений, счастья и благополучия!

Раҫҫей ӑслӑлӑхӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&l ... id=1577767

Наукӑпа тӗпчев ӗҫӗ-хӗлӗ валли тата ӑслӑлӑх проекчӗсене пурнӑҫлама бюджет укҫи-тенкине ятлӑ-сумлӑ экспертсен хаклавне тӗпе хурса кашни ҫулах конкурс мелӗпе уйӑрса параҫҫӗ.

Ежегодно через конкурсные механизмы на основе оценок авторитетных экспертов направляются бюджетные средства на финансирование научно-исследовательской деятельности и реализацию научных проектов.

Раҫҫей ӑслӑлӑхӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&l ... id=1577767

Ӑслӑлӑх пӗрлӗхне кӗрекен кашни ҫыннах ҫирӗп сывлӑх, пултарулӑх шыравӗнче ӑнӑҫусем, ҫӗнӗ открытисем, телей тата ырлӑх сунатӑп!

Желаю всем представителям научного сообщества крепкого здоровья, удачи в творческом поиске, новых открытий, счастья и благополучия!

Раҫҫей ӑслӑлӑхӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2014) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&t ... id=2703196

Кашни ҫулах пирӗн тӗпчевҫӗсем наука тата техника енӗпе палӑртнӑ патшалӑх премийӗсене тивӗҫеҫҫӗ, регионти тата пӗтӗм Раҫҫейри конкурссен ҫӗнтерӳҫисем пулса тӑраҫҫӗ.

Ежегодно наши исследователи становятся лауреатами государственных премий в области науки и техники, побеждают в региональных и всероссийских конкурсах.

Раҫҫей ӑслӑлӑхӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2016) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&t ... id=3196749

Республикӑри кашни пиллӗкмӗш предприяти ҫӗнӗ йышши тавар туса кӑларать.

Каждое пятое предприятие Чувашии выпускает инновационную продукцию.

Раҫҫей ӑслӑлӑхӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2016) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&t ... id=3196749

Иртнӗ тапхӑрта Журналистсен пӗрлӗхӗн активӗ ҫине таянса тунӑ кашни пысӑкрах ӗҫ-проект куҫ умне тухать.

Куҫарса пулӑш

Иксӗлми талант, пултаруллӑ ертӳҫӗ // Анатолий ТИМОФЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Халӗ кашни хуҫа хӑйӗн командипе мухтанма тӑрӑшни ҫинчен вӗҫӗмсӗрех илтетпӗр-ха.

Куҫарса пулӑш

Иксӗлми талант, пултаруллӑ ертӳҫӗ // Анатолий ТИМОФЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

- Эпир сире ачаранпах пӗлетпӗр, Кашни утӑмӑр пирӗн куҫ умӗнче.

- Мы вас знаем с детства, каждый ваш шаг перед нами.

Иксӗлми талант, пултаруллӑ ертӳҫӗ // Анатолий ТИМОФЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Ҫавӑнпа та кашни ялтах чан ҫапмалли вырӑнсем, шыв управӗ /водоем/ пулмалла.

Куҫарса пулӑш

Шыв-шур, пушар ан кӑтарттӑр шар // В.КИРИЛЛОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Кашни ялтах чрезвычайлӑ лару-тӑру сиксе тухсан тӳлевсӗр шӑнкӑравламалли автомат-телефонсем вырнаҫтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Шыв-шур, пушар ан кӑтарттӑр шар // В.КИРИЛЛОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Аслӑ Пӑла Тимеш ял тӑрӑхӗнче пурӑнакан хӑш-пӗр хуҫалӑхсем кашни ҫул тенӗ пекех ҫурхи шыв кил-ҫурта кӗрсе сиен кӳнипе нуша кураҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Шыв-шур, пушар ан кӑтарттӑр шар // В.КИРИЛЛОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Ҫурхи шыв-шур кашни ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗнчен яваплӑх ыйтать.

Куҫарса пулӑш

Шыв-шур, пушар ан кӑтарттӑр шар // В.КИРИЛЛОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Строительство нормисемпе йӗркисем тӑрӑх кашни кӑмака требованисене тивӗҫтермелле.

По строительным нормам каждая печь должна соответствовать требованиям.

Кӑмакасене юсавлӑ тытар // С.САРДАЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Кашни литртан пире 2 тенкӗ кӑна юлать.

Куҫарса пулӑш

Сӗт хакӗ мӗншӗн чакать? // Лариса АЛЕКСЕЕВА. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Хальхи вӑ-хӑтра малтанхи пекех йӗркене ҫирӗп пӑхӑнмасан та кашни ир гимнастика тӑвать ватӑ.

Хотя в настоящее время старец и не сильно, как раньше, придерживается нормам, но каждое утро делает гимнастику.

Сывлӑхне ҫапла ҫирӗплетнӗ // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

40 литр кӗрекен бидонсемпе кашни кунах «кӗрешнӗ».

Куҫарса пулӑш

«Хресчен сассипе» - чӗрӗк ӗмӗр // Александр МАКАРОВ. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех