Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ахӑлтатса (тĕпĕ: ахӑлтат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Арҫынсем ахӑлтатса кулса ячӗҫ.

Мужики засмеялись.

Касса татрӗ // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 11–18 стр.

Манӑн та сирӗнпе пӗрле ахӑлтатса кулас килет… — Глеб тутине чалӑшшӑн ӑшӑтса илчӗ…— Анчах, иксӗмӗр ахӑрнипе, асӑннӑ проблема пӑчланса лармасть-ҫке.

Я с удовольствием тоже посмеюсь вместе с вами… – Глеб опять великодушно улыбнулся. – Но от этого проблема как таковая не перестанет существовать.

Касса татрӗ // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 11–18 стр.

Кандидат ахӑлтатса кулса ячӗ.

Кандидат искренне засмеялся.

Касса татрӗ // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 11–18 стр.

Ҫавӑн пек кӑмӑллӑн шӳт тунине пухӑннӑ ҫынсем пурте харӑс ахӑлтатса кулса йышӑнассине вӗсем хӑйсене хӑйсем тытма пӗлни ҫеҫ чарчӗ.

Только памятуя о том, как полагается вести себя в обществе, гости смогли удержаться от поощрительного и дружного смеха при этой остроумной шутке.

34-мӗш сыпӑк. Ылтӑн юхамӗсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Унӑн хурланса каланӑ сӑмаххисем, инҫетелле ян кайса, мӑшкӑлласа ахӑлтатса кулнӑ пек илтӗннӗ.

А дальнее эхо обращало ее слова в насмешливый хохот.

31-мӗш сыпӑк. Тупӑннӑ та каллех ҫухалнӑ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Каллех тӗттӗмре ахӑлтатса кулнисем илтӗне-илтӗне кайнӑ, вӑйӑ вара ҫӗнӗрен пуҫланнӑ.

Тогда снова поднимался веселый крик, смех и возня.

29-мӗш сыпӑк. Гек тӑлӑх арӑма ҫӑлать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Пӗр самантрах вӑл картишнелле чупса тухрӗ те индеец пек, урнӑ манерлӗ хӑтланма тапратрӗ: кӑшкӑрашрӗ, ахӑлтатса кулчӗ, арҫын ачасем хыҫҫӑн хӑваласа ҫӳрерӗ, шикленмелле хӑрушшӑн хӳме урлӑ тапа-тапа сикрӗ, пуҫхӗрлӗ утса ҫӳрерӗ, — пӗр сӑмахпа каласан, тӗрлӗрен паттӑрла ӗҫсем туса хӑтланчӗ, хӑй пӗрмаях Бекки еннелле пӑхкаларӗ — вӑл пӑхать-ши, пӑхмасть-ши тесе шухӑшларӗ.

В следующее мгновение он был уже во дворе и бесновался, как индеец: вопил, хохотал, гонялся за мальчиками, прыгал через забор, рискуя сломать себе ногу или голову, ходил вверх ногами, кувыркался — словом, выделывал все, что только мог придумать, а сам все время косился исподтишка на Бекки Тэтчер: видит она это или нет.

12-мӗш сыпӑк. Кушак аҫи тата «ыратнине лӑплантаракан эмел» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Пӗлетӗн-ҫке-ха ху та: чӑваш усалпа усал пулас мар тесе хӑйне хӑй ултавлӑн лӑплантарнине илтекен шуйттан аслати сассипе ахӑлтатса кулать.

Куҫарса пулӑш

Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8

Павӑл пичче ахӑлтатса кулать.

Куҫарса пулӑш

Кӑмпара // Сувар. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

Вӗсен ҫывӑхӗнче ачасен хаваслӑ сассисем, ахӑлтатса кулнисем илтӗнеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫлеме те, канма та пӗлеҫҫӗ // Юлиан ЗАХАРОВ. «Урал сасси», 2016.06.15

23. Кулнӑ чухне айван ҫын ахӑлтатса кулать, ӑслӑ-тӑнлӑ ҫын йӑл кулса илет.

23. Глупый в смехе возвышает голос свой, а муж благоразумный едва тихо улыбнется.

Сир 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Унтан иксӗр те ахӑлтатса култӑр.

Куҫарса пулӑш

«Иринӑна хисеплесе сӑнарсем калӑплатӑп» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех