Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫапӑҫӑва (тĕпĕ: ҫапӑҫу) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Ҫапӑҫӑва кӗтӗм, ку ҫырӑва пӗрремӗш хут вилӗм аллинчен хӑтӑлса тухнӑ хыҫҫӑн ҫыратӑп»…

Куҫарса пулӑш

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ятман ку хушӑра куҫне хупрӗ те асар-писеррӗн урса тӑракан вӑрҫӑ хирне, хӑй пулнӑ юлашки ҫапӑҫӑва аса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

«Фронта каякансенчен теприсем ҫапӑҫӑва та кӗреймеҫҫӗ тесе калаҫаҫҫӗ, ҫитичченех бомба айне пулса вилеҫҫӗ, тет. Фронталла каякан эшелонсене нимӗҫ питӗ тапӑнать, теҫҫӗ. Михала тӗлне ан килтӗрччӗ ку», — пӗрре ҫеҫ мар шухӑшларӗ вӑл ӑшӗнче.

Куҫарса пулӑш

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Инкеке, хула ҫывӑхӗнче вырӑс ҫарӗсем пулмарӗҫ, вӗсем Хусана илеймесӗр Ту енчи ҫӗр-шывалла тухса кайнӑ иккен, воеводӑн вара тем пысӑкӑш ҫара хирӗҫ пӗччен ҫапӑҫӑва кӗме лекрӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Вырӑссем тухса кайсан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑрҫӑ ӗҫне начар мар пӗлекенскер, Мускав ҫине темнҫе хут походпа килсе курнӑскер, вӑл ӑнланмасӑр тӑма пултараймарӗ: унӑн вырӑссемпе ҫапӑҫӑва кӗме хӑват ҫитмест.

Куҫарса пулӑш

12. Чурук-су айлӑмӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тем тесен те Ока хӗррине вырӑссенчен маларах ҫитмеллеччӗ, вара вӑл леш енне каҫса кайма, пысӑк ҫара ҫапӑҫӑва хатӗрлесе тӑратма ӗлкӗретчӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Чурук-су айлӑмӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Шӑрт-март пулчӗ Иминь, ҫапӑҫӑва пачах хутшӑнмассипе хӑратрӗ, паян кун та тутине усса ҫӳрет-ха.

Куҫарса пулӑш

12. Чурук-су айлӑмӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сафа-Гирейӗн пӗчӗк йышне ҫавӑнтах тӗшӗрсе тӑкрӗҫ, чӑрсӑрланса ҫапӑҫӑва кӗнӗ княҫсене чиксе пӑрахрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

5. Кавар // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Утӑ уйӑхӗн 10-мӗш кунӗнче Черемисинов ытти пин-пин ҫынпа пӗрле ҫапӑҫӑва кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Йывӑр ҫулталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Черемисинов пек пӗчӗк те ятсӑр-шывсӑр ҫынсене унта чӗнмерӗҫ, анчах вӗсем хӳшӗре мӗн ҫинчен сӑмах пынине пур пӗр лайӑх пӗлсе тӑчӗҫ: Бельскипе Глинский тата вӗсен ҫывӑх ҫыннисем ҫапӑҫӑва камӑн малтан кӗресси пирки тавлашаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Йывӑр ҫулталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пирӗн мӑн асаттесемпе асаннесем хӑйсен пурнӑҫне шеллемесӗр тӑшманпа хаяр ҫапӑҫӑва кӗнӗ, тӑнӑҫ пурнӑҫ парнеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Синкер кунсене асра тытса... // Л. НИКИФОРОВА. http://alikovopress.ru/sinker-kunsene-as ... yitsa.html

Ӗлӗкхи ҫапӑҫӑва кӑтартрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Хӗрӗх пӗр ҫул ӗҫлерӗм те пенсие тухрӑм» // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2022/09/23/%d1%85e%d1 ... 80a%d0%bc/

«Ҫапӑҫӑва» тухиччен лайӑх хатӗрленмелле.

Нужна хорошая подготовка перед предстоящим «боем».

45-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Вӑл киличчен ҫапӑҫӑва кӗпи хамӑр ҫара пӗтерсе тӑкни кӑна пулать.

Куҫарса пулӑш

15. Хусан хапхи умӗнче.. // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Юлашкинчен, тӳсӗмлӗхне ҫухатнӑ Бельский воеводӑсене ҫапӑҫӑва хатӗрленме хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

15. Хусан хапхи умӗнче.. // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӗсем ҫапӑҫӑва хатӗрленеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

15. Хусан хапхи умӗнче.. // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ку ҫапӑҫӑва Атӑлпа иртекен ҫар киммисем хутшӑнмарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

15. Хусан хапхи умӗнче.. // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Анчах та Тукая кунта ҫапӑҫӑва хӑваласа янӑ Сахиб-Гирей ӑҫта пытанса тӑрать-ши халь?

Куҫарса пулӑш

5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӑй вӑл воеводӑна Керженец тӗлӗнче Хусан ҫыннисен калама ҫук пысӑк ҫарне тӗл пултӑм тесе хыпарларӗ, воевода кимӗсем ҫинче пулнӑ воинсенчен ҫакна пӗлчӗ: хан тутарсемпе ҫапӑҫӑва кӗмен те иккен, вӗсене курнӑ-курманах пӗтӗм кимӗсене ҫӳлелле ишме хушнӑ.

Куҫарса пулӑш

5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ман часрах ҫапӑҫӑва кӗрес килет, князь.

Куҫарса пулӑш

5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех