Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫапӑҫӑва (тĕпĕ: ҫапӑҫу) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Санӑн, Шигалей Шейх Аулиярович, тепре ҫапӑҫӑва кӗмелле пулать.

Куҫарса пулӑш

8. Новоград Свияжский // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кашни ҫапӑҫӑва ӗненӳпе кӗмеллине палӑртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ ӑру паттӑрӗсем // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11520-c- ... patt-r-sem

Юлан утпа вӗҫтерсе пынӑ чух вӑл мулкача сӑнӑпа ҫӗклесе илме пултарать, хир сысни тытнӑ чухне унпа пӗччен ҫапӑҫӑва кӗрет.

Куҫарса пулӑш

6. Пуҫа килсен — пушмак // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хура ҫи витти ҫине, ларса юлнӑ улӑм урисем кунта халь ҫеҫ вӑйлӑ тыр-пулшӑн пулса иртнӗ ҫапӑҫӑва аса илтереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Ҫапӑҫӑва кӗме ҫуран ҫара черет ҫитнӗ.

Наконец настал черед вступить в схватку пехоте.

V // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ыран пуҫласа ҫапӑҫӑва хутшӑнмалла-ҫке.

Ведь завтра предстоит сражение.

V // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Эппин, ыран ҫапӑҫӑва кӗретпӗр?

Значит, завтра им предстоит вступить в бой?..

V // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Лешӗ мухтаннӑ кӑна: «Ман салтаксем пурте ҫапӑҫӑва талпӑнаҫҫӗ, эпӗ патриотсем вӗрентсе хатӗрлетӗп», — тенӗ аслисене.

он выдавал это за патриотизм, который сумел в них воспитать.

V // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Шурча вӑрҫинче Григорьев тарӑхса ҫитнӗ чӑвашсене ҫапӑҫӑва ҫӗкленӗ тени те тӗрӗс мар.

Утверждать, что Григорьев возглавил Акрамовское восстание крестьян, тоже невозможно.

I // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хастар пулни лайӑх-ха, анчах ку ҫапӑҫӑва ан куҫтӑр.

Ваша активность – это хорошо, но лучше, чтобы она не переходила в воинственность.

46-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫын пӗтӗм шӑмшакӗпе, пӗтӗм нервипе, юлашки юн тымарӗпе ҫапӑҫӑва хатӗрленсе тӑрать.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Аманнӑ чухне ҫапӑҫӑва та пӗрле кӗтӗмӗр… —

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Манӑн ҫапӑҫӑва та темиҫе хутчен кӗрсе тухнӑ ӗнтӗ, ӑна-кӑна курма ӗлкӗрнӗ, — мӑнкӑмӑллӑн каларӗ Кӗтерне.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Натали ывӑлӗ, Тимуш, пӗр уйӑх каярах ҫеҫ ӑсатнӑскер, ҫапӑҫӑва кӗмен иккен-ха, фронт ҫывӑхӗнчи пӗр хулара лейтенанта вӗренет.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

«Ҫапӑҫӑва кӗтӗм, ку ҫырӑва пӗрремӗш хут вилӗм аллинчен хӑтӑлса тухнӑ хыҫҫӑн ҫыратӑп»…

Куҫарса пулӑш

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ятман ку хушӑра куҫне хупрӗ те асар-писеррӗн урса тӑракан вӑрҫӑ хирне, хӑй пулнӑ юлашки ҫапӑҫӑва аса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

«Фронта каякансенчен теприсем ҫапӑҫӑва та кӗреймеҫҫӗ тесе калаҫаҫҫӗ, ҫитичченех бомба айне пулса вилеҫҫӗ, тет. Фронталла каякан эшелонсене нимӗҫ питӗ тапӑнать, теҫҫӗ. Михала тӗлне ан килтӗрччӗ ку», — пӗрре ҫеҫ мар шухӑшларӗ вӑл ӑшӗнче.

Куҫарса пулӑш

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Инкеке, хула ҫывӑхӗнче вырӑс ҫарӗсем пулмарӗҫ, вӗсем Хусана илеймесӗр Ту енчи ҫӗр-шывалла тухса кайнӑ иккен, воеводӑн вара тем пысӑкӑш ҫара хирӗҫ пӗччен ҫапӑҫӑва кӗме лекрӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Вырӑссем тухса кайсан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑрҫӑ ӗҫне начар мар пӗлекенскер, Мускав ҫине темнҫе хут походпа килсе курнӑскер, вӑл ӑнланмасӑр тӑма пултараймарӗ: унӑн вырӑссемпе ҫапӑҫӑва кӗме хӑват ҫитмест.

Куҫарса пулӑш

12. Чурук-су айлӑмӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тем тесен те Ока хӗррине вырӑссенчен маларах ҫитмеллеччӗ, вара вӑл леш енне каҫса кайма, пысӑк ҫара ҫапӑҫӑва хатӗрлесе тӑратма ӗлкӗретчӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Чурук-су айлӑмӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех