Шырав
Шырав ĕçĕ:
Урам еннелле икӗ чӳречеллӗ, пӳрт умӗпе тӑршшӗпех имшер хӗвелҫаврӑнӑшсем ҫитӗнсе ларнӑ ҫурт тӗлне ҫитсен, Потылихин лавҫа чарӑнма хушрӗ.
3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Пӳрчӗ пилӗк чӳречеллӗ ҫеҫ пулнӑ, вӗсем пурте урамалла тухнӑ: виҫӗ чӳречи — Самарцевсен, иккӗшӗ — Костриковсен пулнӑ.Окон в доме было пять, и все они выходили на улицу: три окошка самарцевских, два — костриковских.
Пӗрремӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
Ытти пайне — икӗ чӳречеллӗ тӑваткал пӳлӗм йышӑнать: унӑн пӗр кӗтес-синче Павелӑн кравачӗ ларать, малти кӗтесре — сӗтелпе икӗ сак.
III // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Ҫак вӑхӑтра темскер кантӑка сывлӑш варкӑшӗпе ҫапса илнӗ те, ҫывӑхранах, тепӗр енӗпе, нумай чӳречеллӗ стена иртсе кайнӑ.
VII // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Хумсем урлӑ пӗрмаях чалӑш парӑслӑ кимӗсем, пӳртӗнни пек чӳречеллӗ шурӑ пӑрахутсем, тӑррисене кӗвентесем ҫакса янӑ пӗчӗк пӑрахутсем ише-ише иртнӗ.
V // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Анлӑ чӳречеллӗ салон-вагонра ҫап-ҫутӑ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Сунарҫӑ хатӗрӗсемпе капӑрлатса тӑракан малти пӳлӗм пилӗк чӳречеллӗ зала илсе кӗрет.Передняя украшенная охотничьими трофеями и оружием, вела большой зал о пяти окнах.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Вӑл хыпарсем пӗчӗккӗ, лутра, чалӑш чӳречеллӗ, ҫырма хӗрринче темӗнле майпа тытӑнса тӑракан еврей ҫурчӗсене кӗре пуҫларӗҫ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Пасар вырӑнӗ вара самаях салху сӑнлӑ: ҫӗвӗҫӗ пӳрчӗ урамалла ум енӗпе мар, хӑрах кӗтессипе тухса ларнӑ; ӑна хирӗҫ икӗ чӳречеллӗ темле чул ҫурта вунпиллӗкмӗш ҫул ӗнтӗ хӑпартаҫҫӗ; пӑртак аяккарах тӗксӗм сӑрӑпа пылчӑк тӗслӗ сӑрланӑ хӑма килкарти курӑнать, ӑна ытти картасем евӗрлӗрех городничий хӑй ҫамрӑк чухне, апат хыҫҫӑнах ҫывӑрма выртма тата каҫ пулас умӗн типӗтнӗ крыжовник ярса вӗретнӗ шыв ӗҫме хӑнӑхса ҫитиччен, туса лартнӑ.
Кӳме // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
Акӑ ҫакӑнта, ҫара каяс умӗн, нумай вӑхӑт ларнипе хуралса кайнӑ пӗчӗк пӳртсем пурччӗ, халь ӗнтӗ сарлака чӳречеллӗ, балконлӑ, пилӗк хутлӑ ҫуртсем лараҫҫӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Сергей пӗтӗмпе те ҫакна ҫеҫ асӑрхарӗ: ӗлӗкхи пек, пӗчӗк чӳречеллӗ икӗ хутлӑ тӗксӗмтерех ҫурт, хӑмӑр алӑк, ун умӗнче чечекӗсем типсе кайнӑ пысӑк мар сквер та пушӑ тенкелсем.
4 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Чус хӑмасемпе сапса тухнӑ, кӑвак чӳречеллӗ, ҫутӑ сарӑ сӑрӑпа сӑрланӑ пӗчӗк пӳрт патӗнче Пробатов машинӑран тухрӗ, айккинелле пӑхкаласа, пӗр-ик минут кӗтсе тӑчӗ — акӑ ҫенӗкре халех алӑк хӑлтлатать те, тӑванӗсенчен кам та пулин ӑна хирӗҫ чупса тухать!
9 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Нумай чӳречеллӗ, пысӑк пӳлӗмре делегатсене ларма-тӑма та вырӑн ҫук.
VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Урампа пынӑ чух Кривцов хӑнине черепица витнӗ пысӑк чӳречеллӗ ҫурт ҫине пӑхтарчӗ.
XXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
— Станицӑра пилӗк ҫуллӑх план тӑрӑх туса лартнӑ ҫӗнӗ ҫуртсем хушшинче унӑн та шурӑ чӳречеллӗ, йӑлтӑркка черепица витнӗ пӗчӗк пӳрт пуласса курса савӑннӑ вӑл.
XXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Заявлени ҫырӑр, ӑҫта лартас тетӗр, мӗн пысӑкӑш ҫурт лартасшӑн, миҫе чӳречеллӗ, мӗн чухлӗ тӑрать вӑл, мӗн чухлӗ тата мӗнле йывӑҫ кирлӗ.
XIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Вырӑн хатӗрлесе ҫитерсен, Марфа Сергее аллинчен тытрӗ те, тӑван ывӑлне ҫавӑтнӑ пек, пӗр чӳречеллӗ пӗчӗк пӳлӗме ҫавӑтса кӗчӗ.
VI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Малтанах тӗплӗн шутласа палӑртнипе ҫав кабинетра мӗн кирлине пурне те ӳкерсе кӑтартнӑ: малта яланах ҫиеле симӗс пустав витнӗ сӗтел ларать, вӑл кирек епле пулсан та, «Т» буква евӗрлӗ; кӑштах айккинерех сӑран диван, ун патӗнчен пуҫласа икӗ еннӗпе те площаделле пӑхакан икӗ чӳречеллӗ стена ҫумне пукансем лартса тухнӑ; шыв тултарнӑ графин, телефон, район картти тата ытти ҫавӑн пек япаласене те манса хӑварман.
XXVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Хӑйне валли, паллах ӗнтӗ, тӑватӑ чӳречеллӗ чи пысӑк пӳлӗм суйласа илнӗ, унӑн балкон ҫине тухмалли алӑк та пур; юнашар пӳлӗме, ӑна малтанах кӗтмелле пулнӑ ӗнтӗ, правлени секретарьне — мӑнтӑркка та суккӑртарах Антон Антонович Бородулина лартнӑ, вӑл Родниковскинче хӑй питӗ хитре ҫырма пӗлнипе паллӑ пулнӑ; унтан вӑл агрономпа партбюро секретарьне пӗрер пӳлӗм панӑ; комсомолецсене те кӳрентермен: вӗсене валли те пысӑк пӳлӗм уйӑрнӑ.
IV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Вӑл хӑнана аллинчен тытрӗ те пӗр чӳречеллӗ пысӑк мар пӳлӗме илсе кӗчӗ.Она взяла гостью под руку и повела в небольшую комнату с одним окном,
XXII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.