Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗссӗрленнӗ (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Чарӑн!.. — кӑшкӑрса пӑрахрӗ ӑна Бунчук, урса кайнипе тӗссӗрленнӗ куҫӗсене мӗкӗлтеттерсе.

— Замолчи!.. — крикнул он, моргая побелевшими от бешенства глазами.

XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Телеграммӑсен пӗчӗк купине сарлака та шурӑ ал тупанӗпе типтерлӗн шӑлса тӳрлетет те, тӑртаннӑ, кӑвакарса тӗссӗрленнӗ куҫ хупаххисене ҫӗклемесӗр, ӑша кайнӑ сасӑпа калаҫма пуҫлать:

Тщательно утюжа кипку телеграмм широкой белой ладонью, не поднимая опухших, затененных синью век, глухо сказал:

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кам кирлӗ сире? — хӑравҫӑллӑн ыйтрӗ карчӑк, тӗссӗрленнӗ куҫ харшисене ал тупанӗпе картласа, пӗр вырӑнта юпа пек хытса тӑрса.

Кого вам? — встревоженно спрашивала старушка, прикладывая ладонь к выцветшим бровям, не двигаясь.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫулӑн пӗр енче темӗн талкӑш калча тӑсӑлса выртнӑ, тепӗр енче — выльӑх таптаса пӗтернӗ кукуруза тунисем, тӗссӗрленнӗ хӑмӑл е унта-кунта сӳрепе хуҫӑлса пӗтнӗ хӗвелҫаврӑнӑш тункатисем курӑннӑ.

По одну сторону дороги широким размахом простиралась зябь, по другую — тянулись то редкие, выбитые скотом будылья кукурузы, то жухлая, совсем бесцветная стерня, то редкие, сломанные и приглаженные бороной стебли подсолнуха.

X сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Хӗвел ҫинче тӗссӗрленнӗ парусина ҫил чӳхентерсе тӑнипе ҫав мӗлкесем, тӑллаттарса утса иртекен ҫынсен урисем айӗнчен хӑтӑлса тухма ӑнтӑлнӑ пек, варкӑша-варкӑша илеҫҫӗ.

Ветер, раскачивая, трепал выжженную парусину, пятна на тротуарах шевелились, рвались из-под шаркающих ног людей.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Анна Ивановна упӑшкине столовӑйра тӗл пулчӗ, ун ҫине тӗссӗрленнӗ куҫӗсемпе яланхи евӗр чӑртмаххӑн пӑхса илсе, ыйтса пӗлчӗ:

Анна Ивановна встретила мужа в столовой, скользнула по лицу его привычно равнодушным взглядом пустоцветных глаз, спросила:

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тутӑхса тӗссӗрленнӗ сарӑрах хӗрлӗ веялкӑна Пантелей Прокофьевич ӗхлете-ӗхлете Дарйӑпа пӗрле арпалӑха ҫӗклесе кӗртрӗ, ӑна кӗтессе вырнаҫтарса лартрӗ те, купаран тӑкӑннӑ арпана креплепе пуҫтарса, выльӑх картинчен тухма тӑчӗ.

Пантелей Прокофьевич, покряхтывая, внес с Дарьей в мякинник вылинявшую рыже-красную веялку, установил ее в углу, сдвинул граблями ссыпавшуюся из вороха мякину и собрался выходить.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл хӑйӗн якалса тӗссӗрленнӗ винтовкине хӑрах аллипе кӑкӗнчен тытса йӑтнӑ та мӑйӑхӗ ҫумӗнчи пар шереписене тута вӗҫӗпе ӗмсе утать.

Он нес свою отерханную винтовку, держа ее за ремень; обсасывал с усов ледяные сосульки.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Таҫта лере, ҫумӑр пӗрех май пӗрӗхсе тӑнипе тӗссӗрленнӗ тӳпере, нимӗҫсем кӑкарса хунӑ аэростат, сарӑрах кӑвак тӗслӗскер, пӗр хускалми ҫакӑнса тӑрать.

Вдали, на вылинявшем от дождей хмарном небе, желто-серым недвижным пятном висел немецкий привязной аэростат.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл вышкайсӑр, хытӑ хыпкаланма пуҫларӗ, лампа ҫутрӗ, шӑнса тӗссӗрленнӗ хулпуҫҫийӗ ҫине мамӑк тутӑр уртса ярса, пӳлӗм тӑрӑх унӑн-кунӑн чупкалама тытӑнчӗ, вучаха вут чӗртсе ячӗ.

Она проявляла чрезмерную суетливость, зажгла лампу, бегала по комнате, накинув на выхоленные матовые плечи пуховый платок, разводила на загнетке огонь.

24 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Эсӗ, каналья!.. — пуҫларӗ вӑл, тӗссӗрленнӗ мулкач тирӗ евӗр сухалне пӳрнисемпе тӑрмаласа.

— Ты, каналья!.. — начал он, комкая в пальцах бороду цвета линялой заячьей шкурки.

23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Тӗссӗрленнӗ казак картузӗн таткаланчӑк козырёкӗнчен хупӑнчӑк куҫӗсен хура хупаххисем ҫине хура мӗлке ӳкнӗ; мӗлке ӳкнипе унӑн питҫӑмартийӗсем ҫинчи пӗркеленчӗксем тарӑнрах пек курӑннӑ, кӑвак сухалӗ кӑвакӑн-симӗсӗн йӑлтӑртатнӑ.

От потрескавшегося козырька казачьей слинявшей фуражки падала на черные веки закрытых глаз черная тень; от тени морщины щек казались глубже, седая борода отливала сизью.

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Кӑшт унта-кунта тӗрткеленсенех вӑл кровать ҫине тӗшӗрӗлсе аннӑ та, тӗссӗрленнӗ сарӑ тутине ҫип пек туртӑнтарса, асаппа тискерленсе кайнӑ куҫӗсемпе мачча ҫине пӑхса, йынӑшма тытӑннӑ, чӑмӑркка пек хутланса пӗкӗрӗлнӗ.

Посуетившись, падала на кровать и, вытянув в нитку блеклую желтень губ, глядя в потолок звереющими от боли глазами, стонала, сжималась в комок.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пушшипе наянӑн сулкаласа, Дорофей пӗрмаях Прохор ҫине пӑха-пӑха илчӗ, ҫавӑн чухне кучерӑн куҫӗсем йӑлтӑртатрӗҫ, унӑн тачка тути темле сӑмахсене кӑларса ывӑтасшӑн пулчӗ; чарӑннӑ калаҫу халь-халь пуҫланасса кӗтмеллеччӗ, анчах ку тӗлте тачанка сӑрт ҫине улӑхрӗ те, кучерпа тачанка ҫинче ларса пыракансен куҫӗ умне ҫак тӗссӗрленнӗ, лӑпланнӑ ҫеҫенхирте вӗсем нихӑҫан курма ӗмӗтленмен япала тухса тӑчӗ…

Лениво размахивая кнутом, Дорофей все время смотрел на Прохора, и тогда у кучера заблестели глаза, и его толстые губы хотели выкинуть какие-то слова; надо было ожидать, что прерванная речь вот-вот должна была продолжиться, но тут тачанка взобралась на холм т перед кучером и сидящим на тачанке людям перед глазами предстало то, что они никогда не мечтали увидеть в тихой и обесцвеченной степи…

IV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Ҫак ҫын симӗс тумтир айӗнчен («совет разведчикӗсен ҫуллахи боевой форми» тесе тавҫӑрса илнӗ группенфюрер) красноармеецсен тӗссӗрленнӗ гимнастёркине тӑхӑннӑ, ун хулпуҫҫийӗсем ҫинче совет сержанчӗн погонӗсем пулнӑ.

Под зеленой одеждой («боевая летняя форма советских разведчиков», — определил группенфюрер) была надета выцветшая красноармейская гимнастерка с погонами советского младшего сержанта.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Ҫак вӑрҫӑри вырӑнӑн пуҫ вӗҫӗнче пысӑках мар, вӑрах вӑхӑт хушши тарпа тата йӗпе-сапапа исленсе тӗссӗрленнӗ салтак хутаҫӗ выртнӑ.

У изголовья этой военной постели лежал небольшой, потемневший от времени, пота и непогоды вещевой мешок.

Улттӑмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Травкинӑн куҫӗсем ҫывӑракан пӗчӗк ачанни пек, кӑштах уҫӑ пулнӑ, тӗссӗрленнӗ гимнастёркине вӑл йӳле янӑ, сӑн-пичӗ ҫинче вара темӗнле хытӑ кӳренӳ хытса ларнӑ пек пулнӑ.

Глаза Травкина были полуоткрыты, как у спящего ребенка, выцветшая гимнастерка расстегнута, а на лице застыло выражение горькой обиды.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Капитан ун ҫине ҫав тери тинкерсе, хӗвелпе тӗссӗрленнӗ куҫхарши айӗн ҫилӗллӗ, янкӑр кӑвак куҫӗсемпе пӑхрӗ.

Капитан смотрел на него гневно сводя под опущенными бровями жарко засиневшие глаза.

XII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Халиччен кӗртен пытанса ларнӑ ӳсентӑрансем тӗссӗрленнӗ, ҫу кунӗсен юлашки сӑрӗсене те пуҫтарса кайнӑ-мӗн вӑл.

Все, что еще жило, хоронясь от нее на полях, похитила с них последние краски лета.

VIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Силанти мучи чӗтрекен пуҫне тытсарах чарнӑ, ватӑлнипе тӗссӗрленнӗ куҫӗсемпе аран-аран Ерофей Кузьмича тӗллесе пӑхнӑ.

Дед Силантий попридержал трясучую голову, с трудом уставил на Ерофея Кузьмича поблекшие от старости глаза.

IV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех