Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑрас (тĕпĕ: тӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Леонард Васильевич хӑйӗн сӑмахӗсенче ҫул-йӗрсене тивӗҫлӗ шайра тытса тӑрас ыйтӑва ҫивӗч ҫӗклерӗ.

Куҫарса пулӑш

Халӑх сӗнӗвӗсене шута илмелле // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/02/07/%d1%85%d0%b ... %bb%d0%b5/

Апла пулин те малтан муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ калани ҫинче чарӑнса тӑрас килчӗ.

Куҫарса пулӑш

Йӗркелӗх, ӗҫлӗх — чи кирли // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/02/14/%d0%b9e%d1% ... %bb%d0%b8/

Государство службинче тӑрас, ҫамрӑк вӑхӑта этемле ирттерес килет-и е вилес килет?

получить государственную службу и все, чего требует молодость, или хочешь смерти?

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Анчах пирӗн хамӑр правасемшӗн ҫирӗп тӑрас пулать.

Но мы должны отстаивать свои права.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Администрацинчен аяккарах тӑрас шутпа нихҫан та вӑл шкул ӗҫӗсене хутшӑнмасть.

Стараясь держаться подальше от администрации, он вообще не вмешивался в дела школы.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Территоринчи ҫулсене тытса тӑрас тӗллевпе 2022 ҫулта 148076 тенкӗ укҫа пӑхса хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

Килӗшӳллӗ кӗтӳре кашкӑр та хӑрушӑ мар... е // А. ЕГОРОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44269-kil-s ... rush-mar-e

Мӗнле питпе вӗсен умне тӑрас ман? — тесе ӳкӗнчӗ Мухаров.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Натюш Кавказа кайнӑранпа ӑна пӳрт пушанса юлнӑн туйӑнать, пӳлӗмре пӗр сехет те пӗччен тӑрас килмест.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Колхоз пулман пулсан, ура ҫине тӑрас ҫын марччӗ эпир.

Куҫарса пулӑш

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Пӗр шутласан, пӳрт ҫине улӑм витесси халӗ черепица е шифер витнинчен те хакла ларать: улӑма ӑна улӑштарсах, ҫӗнетсех тӑрас пулать, вӑл ҫӗрсех пырать…

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Мӗншӗн кӑштах кӗтсе тӑрас темерӗр?

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Коррупцие хирӗҫ тӑрас тӗлӗшпе ӗҫлесе 7 преступление учета илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Саккунлӑхшӑн тӑрӑшасси — тӗп тӗллев // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/01/20/%d1%81%d0%b ... %b5%d0%b2/

Тӑмалла-и ун хуралта, тӑрас ҫук-и?

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

«Ҫапла, ҫапла, — терӗ хайхи ку, — эпӗ инҫетрисем, киле таврӑнма укҫа ҫитмест, ҫавӑнпе сехете сутма шутларӑм. Илместӗн-и, йӳнех паратӑп. Пасарта та сутма пулӗччӗ те, куншӑнах кӗрсе тӑрас килмест. Усламҫӑсен аллине пама та хӗрхенетӗп», — терӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ӑна нимӗн те пӗр вырӑнта чарса тӑрас ҫук.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Лашасене тӑварса тӑрас мар, — сӗнчӗ Макҫӑм.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫынсем ӑнланса иличчен: — Эй, кам урапи ку? Атьӑр, тиес! Парома тытса тӑрас мар! — текелесе шавлӑн калаҫса, Макҫӑм урапана туртинчен ярса тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кумӑш сӗнни тата хӑвӑртрах ура ҫине тӑрас килни Ҫтаппана парӑнтарчӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Самай вӑхӑт ним шарламасӑр выртнӑ хыҫҫӑн тин: — Темех пулман та, Ҫтаппан, тӑрас пулать пулӗ, — тесе шӑналӑк айӗнчен тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫӑхан, Ҫтаппана аякранах курса тӑрас тенӗ пек, хырӑн чи ҫӳлти туратти ҫине хӑпарса ларнӑ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех