Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑрас (тĕпĕ: тӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсене чылайччен сӑнаса пӑхса тӑрас килет.

Куҫарса пулӑш

Ал ӗҫӗ - чун киленӗҫӗ // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... un-kilenc/

Анчах ҫак хӗрачан упа патӗнче пурӑнас килмест, кукӑль-икерчӗ пӗҫерес, пӳрт-ҫуртне те тирпейлесе тӑрас килмест, — май тупса тухса тарать».

Куҫарса пулӑш

Хӗрлӗ тутӑр // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 54–56 с.

Шутларӑм-шутларӑм та, тӑрас терӗм ҫав асамлӑ станок умне.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ туссем // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 36–38 с.

Ҫак вӑхӑтра пӗр салмине пӗрмаях ҫӳлелле ывӑтса тӑрас пулать.

Куҫарса пулӑш

Чӑн ҫуркунне // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Эпӗ те хамӑн «траекторие» чиперех парӑнтартӑм, анчах палӑртнӑ турат ҫине анса тӑрас тенӗ чух манӑн ҫӑпата сырнӑ ура турат тӑрӑх чшшш! аялалла шуҫрӗ те кайрӗ, хыҫҫӑнах пӗр-пӗринпе пӗтӗҫсе ӳснӗ виҫӗ кукӑрӑҫ, качаллӑ турат хушшине пашт хӗсӗнсе ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

— Ҫук, кӗселенсе ларма юрамасть, тӑрас пулать, ӳркев ӳкерет, хастарлӑх хӑтарать, теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Владимир Сергеевич ӗҫлекенсене чарса тӑрас мар тесе нумай калаҫмарӗ, кӗскен кӑна паянхи ӗҫӗн ответлӑхӗ ҫинчен пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Хӗветӗр кукашшӗн ӗҫес кӑмӑлӗ те пурччӗ, анчах халӑх нумаййине курса унта тӑрас темерӗ, пӗр тикӗссӗн ешерсе ӳсекен йывӑҫсем ҫине киленчӗклӗн пӑхса малалла утрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӑмӑл улшӑнчӗ // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 90–95 с.

Тем пулас-килес пур, ҫуллахи шӑрӑх кунсенче вут-кӑвар енчен те сыхӑ тӑрас пулать.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

— Ҫавӑнпа алӑк хыҫӗнче итлесе тӑрас терӗн пулӗ-иҫ?

Куҫарса пулӑш

IV // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Асӑрхаттарсах тӑрас пулать ӑна.

Куҫарса пулӑш

IV // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Нӳрӗк тытӑнса тӑрас вӑйӗ ҫук унӑн, гумус шайӗ пӗчӗк.

Куҫарса пулӑш

Биологи меслечӗн пӗлтерӗшӗ пысӑк // Владимир МУТИКОВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 4 с.

Малалла вырӑнти ҫул-йӗре тытса, пӑхса тӑрас, халӑха ӗҫмелли шывпа тивӗҫтерес, центрта тасатмалли сооруженисем тӑвас ыйтусем ҫинче те чарӑнса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурте пӗрле тӑрӑшмаллине палӑртрӗҫ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/02/17/%d0%bf%d1%8 ... %97%d2%ab/

Леонард Васильевич хӑйӗн сӑмахӗсенче ҫул-йӗрсене тивӗҫлӗ шайра тытса тӑрас ыйтӑва ҫивӗч ҫӗклерӗ.

Куҫарса пулӑш

Халӑх сӗнӗвӗсене шута илмелле // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/02/07/%d1%85%d0%b ... %bb%d0%b5/

Апла пулин те малтан муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ калани ҫинче чарӑнса тӑрас килчӗ.

Куҫарса пулӑш

Йӗркелӗх, ӗҫлӗх — чи кирли // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/02/14/%d0%b9e%d1% ... %bb%d0%b8/

Государство службинче тӑрас, ҫамрӑк вӑхӑта этемле ирттерес килет-и е вилес килет?

получить государственную службу и все, чего требует молодость, или хочешь смерти?

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Анчах пирӗн хамӑр правасемшӗн ҫирӗп тӑрас пулать.

Но мы должны отстаивать свои права.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Администрацинчен аяккарах тӑрас шутпа нихҫан та вӑл шкул ӗҫӗсене хутшӑнмасть.

Стараясь держаться подальше от администрации, он вообще не вмешивался в дела школы.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Территоринчи ҫулсене тытса тӑрас тӗллевпе 2022 ҫулта 148076 тенкӗ укҫа пӑхса хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

Килӗшӳллӗ кӗтӳре кашкӑр та хӑрушӑ мар... е // А. ЕГОРОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44269-kil-s ... rush-mar-e

Мӗнле питпе вӗсен умне тӑрас ман? — тесе ӳкӗнчӗ Мухаров.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех