Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑрас (тĕпĕ: тӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫамрӑк армеецсем чӑн-чӑн салтаксем пек илемлӗн утса иртнине куҫ илмесӗр пӑхса тӑрас килет.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑк армеецсен вӑййисем пуҫланчӗҫ // Ангелина ИНОХОДЦЕВА. http://kasalen.ru/2023/05/19/%d2%ab%d0%b ... %97%d2%ab/

Ҫавна май пирӗн ӑсра ирӗксӗрех ҫак пулӑма «хирӗҫ тӑрас» кӑмӑл ҫуралать.

Куҫарса пулӑш

Округа чӑвашлатмалла-и? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6313.html

Ку сӑмах Таранова пуҫ тӳпинчен сӗрӗм тухаслах сехӗрлентерчӗ, юлташӗпе иккӗшӗ мӗн ҫинчен калаҫнине кам та пулин вӑрттӑн тӑнласа тӑрас пек туйӑннӑран йӗри-тавралла кӑн-кан пӑхкаларӗ:

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Пӗррехинче хайхискер иккӗшӗ калаҫнине такам итлесе тӑрас пек шиклӗн йӗри-тавра пӑхкаларӗ те шӑппӑн ҫапларах пӑшӑлтатрӗ:

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Юлашки ҫулсенче кунта тирпей-илем кӗртес, ҫулсене пӑхса тӑрас, урамсене ҫутӑпа тивӗҫтерес тата вырӑнти инфраструктурӑна аталантарас тӗлӗшпе чылай ӗҫ тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/04/21/%d0%bf%d3%9 ... %bd%d3%91/

«Чувашсетьгаз» АО Комсомольскинчи участокӗн начальникӗ Валерий Чернов халӑха ҫутҫанталӑк газӗпе хӑрушлӑхсӑр тивӗҫтерес тата газ оборудованине йӗркеллӗ тытса тӑрас ыйтӑва хускатрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кун йӗркинче — пӗлтерӗшлӗ ыйтусем // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/04/21/%d0%ba%d1%8 ... %b5%d0%bc/

Эпӗ мӗншӗн ҫапла ирсӗр тума пултарнине пӗлес тесен, манӑн пурнӑҫа, манӑн шухӑшсен мӗнпур аталанӑвне — юлашки пӗр тӑват-пилӗк ҫул хушшинчи аталанӑвне те пулни — экран ҫинчи пек пӗр сиктермесӗр курса, сӑнаса тӑрас пулатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Малтанхи ултӑ ҫул хушшинче эпӗ ӑна пӗрре те курман, хамӑн тупана асра тытса, ун умне пушӑ алӑпа тухса тӑрас мар, терӗм ҫеҫ…

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Ҫавӑнпа та пирӗн мире хуть те хӑҫан та тимлӗн сыхласа тӑрас пулать.

Куҫарса пулӑш

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

Герасим Федотович, хӑй сисмесӗрех ура ҫине тӑнӑскер, самантрах кукленсе ларчӗ: ӑна, хӑмла шалчи пек ҫӳллӗ арҫынна, уй варринче карӑнса тӑрас пулсан мӗнпур халӑх шӑтарас пек куҫлӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

…Столовӑя кӗнӗ-кӗменех буфет еннелле куҫ ывӑтрӑм: унта Глафира йӑлтӑртатса тӑрас пек туйӑнчӗ, анчах вӑл мар иккен, темле ватӑрах хӗрарӑм.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Чим-ха, — йӗри-тавралла шиклӗн пӑхкаларӗ Ира, — ытлашши ҫын куҫӗ умӗнче тӑрас мар, паркра улахрах вырӑнсем пур.

Куҫарса пулӑш

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Михаил Геннадьевич республика патшалӑх парӑмне экономика енӗпе виҫеллӗ тытса тӑрас тӗлӗшпе тимлӗ пулнине пайӑррӑн ҫирӗплетрӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ворлдскиллс» лайӑх, «Профессионалсем» те япӑх мар // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/vorldskills-laya ... -yapah-mar

Никам никама та шеллесе тӑрас ҫук кунта.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кирлӗ мар пулсан мана та шеллесех тӑрас ҫук».

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫакна курса, Укаслу чӑтаймарӗ, тек пӑхса тӑрас мар тесе, утне малалла васкатрӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Апла пулсан, мӗн кӗтсе тӑрас!

Куҫарса пулӑш

Пӑкачав парнипе сучӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл мана ӑнлантарса тӑрас темерӗ пулас, арӑмӗн пӳлӗмне ҫӗмӗрсе кӗчӗ те хайхискер кашкӑр пек аллинчен сӗтӗрсе тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Сӗнтӗрпе Шупашкар хулинчен пире хирӗҫ тӑрас шутпа килнӗ инвалидсен тинӗс командин капитанне, икӗ прапорщикне тата пӗр подпрапорщикне ҫакса вӗлернӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗнтермӗш хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Техникӑна пӑхса тӑрас, унӑн ӗмӗрне вӑрӑмлатас тӗлӗшпе пирӗн округ республика шайӗнче те лайӑх енчен палӑрса тӑнине иртнӗ ҫул хамӑр тӑрӑхра иртнӗ канашлура Чӑваш Республикин патшалӑх техника надзорӗн тӗп испекторӗ В.П.Димитриев та каланӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Юсавлӑ техникӑпа хире тухма шанчӑклӑ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d1%8e%d1%8 ... %bb%d3%91/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех