Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

текелесе (тĕпĕ: текеле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сергей, акӑ ку сана, — текелесе, Сахар икӗ пакур тӑсса пачӗ, виҫҫӗмӗшӗ ҫине таянса, хӑй крыльца ҫине сиксе хӑпарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Мелани ӑна ӑнланчӗ, кунта хӗрарӑм та пур-ха текелесе турхан умне пырса ӑна пуҫ тайрӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Мамич-Бердей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Мӗнле япала вӑл — тимӗр чӗлхи? — текелесе те ҫӗре анчӗ вӑл, те кантура кӗчӗ — куҫран ҫухалчӗ.

Но все же спросил: — Это что еще за «язык железа»? — и незаметно исчез с крыльца — то ли нырнул в контору, то ли сбежал.

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Пупӗ-качки ҫӑва патне, супрӗҫ унпа чисти, — текелесе Янтул малалла утрӗ.

— Да вы уж мне все глаза протыкали этим попом! — уже беззлобно бросил Яндул и проследовал к дому Фекчы.

Кутӑн шалҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Иртсе каять вӑл, — текелесе ҫӗре анчӗ те Ваҫук ҫул хӗррине тухрӗ.

Пройдет, — Вазюк спрыгнул с телеги и пошел обочиной дороги.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вӗсен ури сассипе шалти пӳртрен пӗр хӗрӗх патнелле ҫывхарнӑ сарӑ вырӑс утса тухса хӗр еннелле аллине тӑсрӗ те: «Йӑван пиччӳ пулатӑп. Пирӗн ыттисем мунчана кайнӑ-ха. Эпӗ ҫывӑрма хатӗрленнӗччӗ те, кунта хӑвӑрах хуҫа пулӑр», — текелесе каялла кӗрех кайрӗ.

На звук их шагов из передней половины вышел русский мужчина лет сорока и протянул девушке руку: — Здравствуйте, я дядя Иван. Домашние мои в бане моются. А я вот собрался подремать, так что будьте тут сами хозяевами, — и ушел.

Трактирти хӗр // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫамрӑк ҫын ӳкетленӗҫем хӗр: «Э, халь ман вӑхӑт ҫук-ҫке, эпӗ ӗҫри ҫын, ыйтса ҫеҫ тухрӑм. Хуҫа вӑрҫма пултарать», — текелесе пат татсах хирӗҫлеме тытӑнчӗ, анчах хӑй ҫӑмӑллӑнах каччӑпа юнашар шалалла утса кайрӗ.

Девушка, продолжая отговариваться, мол, хозяин отпустил на минутку, боюсь — заругает, тем не менее пошла вслед за парнем.

Трактирти хӗр // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ӑшӑтсанах сада тухатӑп ҫывӑрма… — текелесе картиш алӑк хӑлӑпӗнчен тытнӑччӗ кӑна Петӗр — тӑпах чарӑнса тӑчӗ.

В саду я сплю, как потеплеет… — Педер вдруг остановился:

Туссем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ивук куншӑн ҫилленмелле-ши, ҫилленмелле мар-ши текелесе пынӑ хушӑра вӗсем ял тӗлне ҫитрӗҫ.

Пока Ивук раздумывал, сердиться ему на своего работника или радоваться, подъехали к деревне.

Ҫӗрлехи ҫул // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Эпӗ курмарӑм-ҫке сана? — текелесе юри вӑхӑт ирттерсе тӑчӗ Ивук.

— Что-то я тебя не приметил? — Ивук нарочно делал вид, будто не верит Шахруну,

Ҫӗрлехи ҫул // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

«Кай, пӑрӑн кунтан, — текелесе старик хӗрарӑм аллинчи ҫӗтӗке туртса илет, ун еннелле ҫурӑмӗпе ҫаврӑнса тӑрать.

— Иди, иди, — старик вырвал из рук женщины тряпку, повернулся к ней спиной.

Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Хай айӑплӑ, — текелесе Ивук аллисене хире-хирӗҫ пиншак ҫанни ӑшне чикет.

— Сам виноват, — говорит Ивук, ежась еще больше, и, скрестив руки, засовывает их в пиджак.

«Пӗр ялсем» // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Ара, усрамасӑр, пурӑнтӑр… — текелесе карчӑк хӗрӗн ҫамкине пырса тытса пӑхать.

— Пускай живет, дочка, я разве против, пускай живет… — старушка заботливо потрогала лоб дочери.

Мариҫ вилӗмӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Калаҫса ларма килнисем «ан чӑрман, эпир ҫинӗ, тавтапуҫ» текелесе ҫӑварӗсене чӗлӗм хыпрӗҫ, пӗр Мулкач Терушӗ ҫеҫ сӗтел хушшине кӗрсе ларчӗ, яшкине мухта-мухта кил хуҫисенчен малтан ҫиме тытӑнчӗ.

Но все отказались, мол, дома уж поужинали, вот и засмолили теперь трубки; один Теруш уселся за стол и, нахваливая еду, раньше хозяев взялся за ложку.

Ҫӗвӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫывӑрасчӗ кӑнтӑрлаччен», — текелесе Чӗкеҫ кӑмака умӗнче ҫиллессӗн каптӑртаттарать.

Нет бы спать до обеда, — ворчит Чегесь, копошась возле печки.

Ҫӗвӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Мӗн? — текелесе вӑл тӑмасӑрах каялла ҫаврӑнчӗ.

Что?.. — не вставая, обернулся он.

Палламан ҫын // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Эпӗ-и? — текелесе Ивук ҫирӗк ҫумне таянса ларать.

— Я-то? — Ивук самодовольно откидывается к стволу ольхи.

Шыв хӗрринче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Кантуртисем хушаҫҫӗ», — текелесе Хушаҫҫӗ Петӗрӗ тинех пӳртелле утрӗ.

Волостные власти велят, — еще раз торопливо повторил Велят и с оглядкой засеменил к дому.

Хушаҫҫӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Ҫын анчак ҫури мар-ҫке… — текелесе старик хӑййине хӑйчикки ҫине тӑрӑнтарса хучӗ.

— Так ведь человек — он не собака, чтоб так-то с ним, — спокойно водружая лучину над лоханью, проговорил старик.

Яка Илле мунча кӗрет // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Унта ӗрескел нумай укҫа пӗтермесен те юрать пулӗ, — текелесе Ивук аллине кӗсйине чикет.

— Да тут вовсе не надо размахиваться широко, — говорит Ивук, нехотя запуская руку в карман.

Яка Илле мунча кӗрет // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех