Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пӗлӗтӗн симӗсрех тӗслӗ аял енӗ кӗленче тӗслӗ пулса каять те лимон тӗслӗ сий пулса тӑрать, ун ҫине вара пӗлӗтӗн ҫӳлти сийне ҫитичченех тӗттӗм-кӑвак тӗслӗ ҫивӗч те ҫинҫе йӑрӑм выртать; ҫав ярӑм ҫинче, чӗтренсе те хӗмленсе, тинӗс ҫийӗпе ирӗклӗн ярӑнакан, ҫӑмламас пайӑркаллӑ ирхи пысӑк ҫӑлтӑр хӗмленсе те чӗтренсе ҫунать.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Унӑн симӗсрех, ӑвӑс тӗслӗ пичӗ, пуҫ таврашӗсем кӑвакки тата яланах тенӗ пек ҫутӑлса тӑракан куҫӗсем ку ҫын сывӑ мар, пит чирли ҫинчен каланӑ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Унӑн симӗсрех куҫӗ тинкерсе те вичкӗннӗн пӑхса ҫутӑлса тӑчӗ.
XVII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
— Штаба ӑсататӑп, — терӗ Шалов, ҫӗтӗк-ҫатӑк симӗсрех шинеллӗ нимӗҫсене пӑхса ҫавӑрӑнса.
X // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Лида симӗсрех тӗслӗ хулӑм стакан ӑшне спирт тултарчӗ.
X // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Катӑлнӑ тӗлте пӑр симӗсрех тӗслӗ пулнӑ, хурарах шыв, чӗрӗ чунлӑ пекех юхса, хусканса, вылянса тӑнӑ.Разрез льда был зеленоватый, темная вода переливалась, двигалась, как живая.
V // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Вакӑ хӗррисем симӗсрех тӗслӗ пулнӑ, тӗксӗмрех шыв чӗрӗ шыв пекех хумханкаласа, хусканса, юхса ирӗкелле тухнӑ, унтан каллех пӑр айӗнче ҫухалнӑ, хӑйӗн вӑрӑм ҫулӗпе шӑнкӑртатса кайнӑ.
V // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Вӑл ӗнтӗ ку Миша пирки пулӗ, халӗ ӗнтӗ пурне те пӗлнӗ, амӑшне тытнӑ, вӗсем патне пырса кӗнӗ ҫак симӗсрех шинеллӗ ҫын штыкпа ун пиччӗшӗн масар шӑтӑкне алтма тытӑнать пулӗ, тесе шутларӗ.
III // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Шартлама сивӗ, кивӗ атӑ витӗр кӗрсе кайса, пӳрнесенчен ҫыртнӑ, ҫуллахи симӗсрех шинель витӗр кӗрсе шӑнтнӑ, куҫӗсенчен чӗпӗтнӗ.
I // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Пуҫне каҫӑртса, вӑл Мефодий старик парнеленӗ симӗсрех те яп-яка шӑхличпе вылять.Закинув голову, он наигрывал на зеленоватом отшлифованном рожке, подаренном ему стариком Мефодием.
7. Алеша сӑрчӗ ҫинче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Аялта пӗр турат та ҫук, унта ҫеҫ, ҫӳлте, кӑвак тӳпере хӗвел ҫутатакан сарӑрах-хӗрлӗ вулӑсем тӑрринче, симӗсрех ҫӗлӗксем силленсе тӑраҫҫӗ.
5. Ҫул-йӗр // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Тӗксӗмрех ҫутӑра ҫынсен кӗлеткисем, симӗсрех сывлӑшра ишнӗ пек, пӗр сас-чӗвсӗр куҫкаласа ҫӳрерӗҫ.
4. Фрося сӑрчӗн хӗрринче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Йӗри-тавра тӗттӗм, пӗр малта ҫеҫ кӑшт кӑна палӑракан темӗнле симӗсрех тӗс курӑнать.
1. Виҫҫӗн // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Вӑл пӗрмаях хӑйӗн вӗтӗ шурӑ шӑлне шӗвӗр вӗҫлӗ сарӑ шӑрпӑкпа чакалать, унӑн пысӑк мар симӗсрех куҫӗ ачашшӑн кулса тӑрать, сасси кӑмӑллӑн янӑрать.
XIX // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Эпӗ пиҫсе ҫитнӗ ҫӗр ҫырли, халлӗхе симӗсрех виноградпа хӑмла ҫырли нумай тупрӑм, йӗплӗ ҫырла тӗвӗленме кӑна тытӑннӑ-ха.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Шыв тӗпӗнчен симӗсрех ҫутӑ шыв курӑкӗсем курӑнаҫҫӗ.
Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.
Маччаран ҫакӑнса тӑракан лампочкӑна сӳнтернӗ, апла пулсан та Гек таврашӗнчи япаласем: ҫитти витнӗ пӗчӗк сӗтел ҫинчи чӗтресе ларакан стакан та, халь симӗсрех тӗслӗ курӑнакан сарӑ апельсин та, ҫывӑракан амӑшӗн пичӗ те сенкеррӗн ҫуталса тӑраҫҫӗ.
Чукпа Гек // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 105–140 с.
Унӑн сарлака ҫамкаллӑ, ҫӳлелле лаптак та аялалла шӗвӗрӗлчӗк сӑмсаллӑ, пысӑк та симӗсрех куҫлӑ тата усӑнса тӑракан сарӑ бакенбардлӑ вӑрӑм, хыткан пичӗ лӑпкӑ кулӑпа чӗрӗлет те — вӑл ҫын хӑйне хӑй шаннине, унӑн ӑсне палӑртса тӑрать.
II // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Парӑсӗсене хытах карӑнтарман кимӗсем хуллен шӑваҫҫӗ, симӗсрех хумсем, кӑшт ҫӗкленсе, шӑрӑлтатса иртеҫҫӗ.
I // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
Пысӑках мар факел, урайне чиксе лартнӑскер, пӳлӗме симӗсрех тӗспе ҫутатать.Небольшой факел, воткнутый в пол, горел зеленоватым огнем и один освещал комнату.
X // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 64–83 с.