Шырав
Шырав ĕçĕ:
Анчах ҫав кунран пуҫласа вӗсем лӑпланма пӗлмерӗҫ.
XV сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Историрен пурте ҫакна пӗлеҫҫӗ: вӗсен темиҫе ӗмӗре пынӑ кӗрешӗвӗпе канӑҫсӑр пурӑнӑҫӗ Европӑна ҫав лӑпланма пӗлмен тӑшмансен, ӑна аркатса тӑкма шутлакан тӑшмансен тапӑнӑвӗсенчен ҫӑлса хӑварнӑ.
I // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Ун пек характерлӑ ҫынсем XV-мӗш ӗмӗрти йывӑр вӑхӑтра кӑна, ҫынсем вырӑнтан вырӑна куҫса ҫӳрес йӑлине пӑрахсах ҫитереймен ҫӗрте Европӑн пӗр кӗтессинче ҫеҫ пулма пултарнӑ; ун чухне малтанхи пурӑнӑҫ йӗркисемпе пурӑнакан пӗтӗм кӑнтӑр Российӑран хӑйӗн князӗсем тухса кайнӑ; ӑна вара лӑпланма пӗлмесӗр пыра-пыра тапӑнакан монгол вӑрӑ-хурахӗсем ҫаратса, ҫунтарса пӗтернӗ, ҫурт-йӗрсӗр тӑрса юлнӑ ҫынсем хӑюлланса ҫитнӗ; кӳршӗсем усал пулнӑ пирки тата яланах хӑрушлӑхра сехӗрленсе пурӑннӑ пирки, вӑл, ҫунса тӑракан ҫӗрех пурӑнма вырӑнаҫнӑ та, ҫак хӑрушлӑха тӳрех куҫран пӑхма хӑнӑхса ҫитнӗ, ҫӗр ҫинче шиклӗх пуррипе ҫуккине те манса кайнӑ; ҫавӑн чухне вара авалхи славян ҫыннин чӗри ҫапӑҫу хастарлӑхӗпе тулнӑ, тӗнчере вырӑс ҫутҫанталӑкӗн сарлака та ирӗк вӑйӗ — козачество пуҫланса кайнӑ; мӗнпур юханшыв тӑрӑхӗсене, юханшыв урлӑ каҫмалли вырӑнсене, ҫыран хӗрринчи сӗвек те майлӑ вырӑнсене козаксем йышӑнса тухнӑ, вӗсен шутне никам та пӗлмен; хӑюллӑ козаксем вӗсен шутне пӗлме тӑрӑшакан султана ҫапла ответлеме пултарнӑ: «кам пӗлсе ҫитерет вӗсене! вӗсем пирӗн ҫеҫенхир туллиех ларса тухнӑ; ӑҫта байрак, унта козак» (ӑҫта тӗмеске пур, унта козак та пурах).
I // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Ку ӗнтӗ вӑл лӑпланма ыйтнине пӗлтеретчӗ.
I сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
— Лӑпланма, каялла чакма та шутламастӑн-и?
Вуннӑмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
— Час пулӗ-и вӑл, Василь Иваныч? — лӑпланма пӗлмерӗ Курочкин.
Кӑвайт умӗнче // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.
— Акӑ мӗншӗн эпӗ ҫулталӑкӗпех ҫара уран ҫӳретӗп иккен! — лӑпланма пӗлмерӗ лавҫӑ.— Вот почему я круглый год босиком хожу! — не унимался возчик.
XVIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
— Бай, эсӗ мӗн калӑн ҫак ыйту ҫине? — лӑпланма пӗлмен шӳт тӑвакан.
IX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Иосиф Виссарионович хӑйӗн кӑтартӑвӗсемпе пирӗн творчествӑллӑ шухӑшсене хавхалантарса, ӳстерсе пычӗ, пире ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ ӳсӗмсем тума хушса пычӗ, мӗн тунипе лӑпланма памарӗ…
3. Семен Алексеевич Лавочкин патӗнче // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Унӑн та чӗри нихҫан та лӑпланма пӗлмест.
10. Ҫапӑҫӑва яланах хатӗр // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Эпӗ нумай вӑхӑт хушши лӑпланма пултараймарӑм, хаклӑ тусӑмшӑн хуйхӑртӑм.Я был безутешен и долго не мог примириться с мыслью, что больше не увижу дорогого Габуния.
8. Габуния лейтенантӑн паттӑр ӗҫӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Хамӑн чи лайӑх ученика — Башкирова фронта янипе лӑпланма тӑрӑшатӑп.Утешаю себя тем, что на фронт отправили моего лучшего ученика — Башкирова.
7. Инҫетри тыла // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Эпӗ темиҫе кун хушши лӑпланма пултараймарӑм, йӑнӑш тунӑшӑн хама хам ятларӑм.Несколько дней я не мог успокоиться, не мог простить себе, что допустил ошибку.
4. Вӗренӳре // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Лидия Макаровна мана пӗтӗм ӗҫ ӑнӑҫлӑнах пуласса шантарчӗ, мана лӑпланма хушрӗ.Лидия Макаровна уверяла меня, что всё будет хорошо и чтоб я не беспокоилась.
Вунӑ кун // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Вӑл чи ырӑ чӗрелисенчен пӗри, пысӑк ӑс-тӑнлӑ, лӑпланма пӗлмен паттӑр, виҫейми маттур та пултаракан ҫын.
XXII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Лӑпланма пӗлмесӗр тарӑхса икӗ сехет ытларах ҫӳренӗ хыҫҫӑн, Спартак, юлашкинчен, Криксӑн юнланса, вакланса пӗтнӗ ӳтне те тупрӗ.
XX сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Гладиаторсем Спартак тавра пуҫтарӑнса хӗпӗртесе шавлама тытӑнчӗҫ, анчах вӑл вӗсене каҫ пуличчен вӑрманта пытанса лӑпланма приказ пачӗ.
XII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Пуринчен хӑюлли Костьӑччӗ — ывӑна пӗлми утаканскерччӗ вӑл, шутланӑ ӗҫе вӗҫне ҫитермесӗр лӑпланма пултарайманскерччӗ.Бодрее всех был Костя — неутомимый ходок и вообще человек с развитой волей.
II // Николай Григорьев. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 36–48 с.
Эпӗ пӗр хушӑ чӗнмерӗм, ҫапах та лӑпланма пултараймарӑм:
6 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Вӑл хӑйӗн тусӗ вилнипе лӑпланма пӗлмесӗр кулянать, унӑн ячӗпе чыслӑхне мӑшкӑлланӑшӑн тавӑрасчӗ, тет.
VIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.