Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

больницӑна (тĕпĕ: больница) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Больницӑна вырӑнти вӑхӑтпа вунвиҫӗ сехетре илсе килнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

— Тен, санӑн, Аня, больницӑна кайма та вӑхӑт?

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Вӑл суллахи вӑхӑтра больницӑна газ кӗртнӗ чух кунта ӗҫленӗ ҫын пулнӑ — ун чухне вӑл кунта ӑҫтан кӗмелли-тухмаллине те, ӑҫта мӗн пуррине те пит лайӑх ас туса юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

3. Больницӑран шӑнкӑравлаҫҫӗ… // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Больницӑна вӑрӑсем кӗрсе кайни ҫинчен пӗлтерсенех, вӑл хӑйӗнпе пӗрле дежурнӑй помощникне Яковлев сержанта тата комсомол хула комитечӗ ҫумӗнчи оперативлӑ группа членне Кузнецова (ку группа членӗсем час-часах милицире дежурствӑра пулаҫҫӗ) илнӗ те, часрах машина ҫине ларса, тепӗр пилӗк-ултӑ минутран больницӑна ыткӑнса ҫитнӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Больницӑран шӑнкӑравлаҫҫӗ… // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Кам пасара, кам больницӑна

Куҫарса пулӑш

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Ун чухне ӑна пӗрлӗхен татма Сардимировпа пӗрле пӗччен ярас ҫукчӗ, машина ҫине хамӑн та кӗрсе лармаллаччӗ: «Энтрикасси ҫывӑхӗнчи юманлӑха пӗрлӗхен ҫиме ҫитиччен малтан Аркаш сывлӑхне пӗлме больницӑна кайса килӗпӗр», — тесе ӳкӗтлемеллеччӗ, хамӑн сӑмах ҫинех тӑмаллаччӗ, эпӗ вара кил карти варринчи тунката пек тӑрса юлтӑм.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Халь Елен кашни эрнере тенӗ пекех больницӑна килсе ҫӳрет те, ӑна тепӗр чух куҫран пӑхма намӑс пек.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

…Декабрь уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Шупашкара кайсан Аркаш патне больницӑна кӗтӗм.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Больницӑна тесен пыратӑп, вӑрмана — ҫук.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Юрӗ, эс каланӑ — эп тӑвӑп, пӗр-пӗр ырӑ кун больницӑна ҫитсе килӗп, — килӗшенҫи пулчӗ Глафира.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Ун-кун ҫинчен калаҫса вӑхӑта ирттермелле мар, больницӑна хӑвӑртрах каймалла сан, — сӗнтӗм эпӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Мӗншӗн килейменнине пӗлсен сире хӗрхеннипе макӑртӑм, анчах больницӑна пыма хӑюлӑх ҫитереймерӗм.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Халӗ те ак больницӑна килмесӗр чӑтайман вӑл, ҫитсе ларнӑ кунта.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

— Тамарӑна больницӑна илсе кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Владимир Сергеевич выртакан больницӑна Ревлен Петрович каҫ пуласпа ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

12 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Владимир Сергеевича больницӑна хучӗҫ.

Куҫарса пулӑш

12 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Канаш районӗнче пурӑнакан 60 ҫулти арҫын нумаях пулмасть больницӑна лекнӗ.

60-летний мужчина из Канашского района недавно попал в больницу.

Кӳршӗ хӗрарӑмӗ укҫасӑр хӑварнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34398.html

Мӗн чухлӗ кулянмарӗ пулӗ Лена, тӑн ҫухатнӑ Ванюка больницӑна леҫнине пӗлсен, мӗн чухлӗ куҫҫулӗ тӑкмарӗ пулӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

— Да-а-а, аннӳне Шупашкарти больницӑна леҫнине пӗлтӗм-ха эпӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Лена хӗрсене амӑшне Шупашкарти больницӑна куҫарнине пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех