Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

больницӑна (тĕпĕ: больница) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Инкекре «Неман» автобусри 17 ҫулти пассажир шар курнӑ, ӑна больницӑна илсе кайнӑ.

В беде пострадал 17-летний пассажир из автобуса «Неман», его отвезли в больницу.

Икӗ автобус ҫапӑннӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34197.html

Тимахви телефон патне пырать те больницӑна шӑнкӑравлать, хӑвӑрт пулӑшу паракан ҫӑмӑл машинӑна халех хваттере яма ыйтать.

Куҫарса пулӑш

Ҫын ҫинчи — йывӑҫ ҫинчи // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 57–62 с.

Вӑл каялла ҫаврӑнчӗ те пӳлӗмрен тухрӗ, карчӑкран Натюша хӑш больницӑна леҫнине ыйтса пӗлчӗ, вара ҫӗр хутах унта кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

— Натюша эпир больницӑна ӑсатрӑмӑр, унӑн аппендицит пулнӑ, терӗҫ…

Куҫарса пулӑш

XVI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Такам тухса больницӑна шӑнкӑравларӗ…

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ӑна больницӑна илсе каяс тесе ыталаса юнлантӑм.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Эпӗ ӑна: — Тимафи пичче! Тимафи пичче! Эпӗ сире халех больницӑна илсе каятӑп, — тетӗп.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Вӑл чирлӗ выртнӑ чух эпӗ сайра хутра больницӑна кайса килеттӗм, кашнинчех: «Саша мӗнле-ши, тем шарламасть, вӑл та чирлемерӗ-ши?» — тесе ыйтатчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Ҫав каҫах больницӑна лекрӗм, ирхине мана операци сӗтелӗ ҫине хучӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Мӑшӑрӑм ӗҫе, ывӑлӑм вӗренме тухса кайсан, ӗлӗкхисене асилетӗп те больницӑна кайса гипс илсе килетӗп.

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Ҫитрӗм те больницӑна — шаккатӑп.

Куҫарса пулӑш

Сӑлтав, ачасемӗр, сӑлтав // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 66–73 с.

— Юмӑҫ-асамӑҫсене пула, турра асӑнса, Ишеке, Ҫӗрпӳри монастыре ҫӳренине пула, кунти чӑвашсем чир-чӗртен сывалма больницӑна ҫӳремеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Манехва // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Халех больницӑна леҫес пулать.

Куҫарса пулӑш

Манехва // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Миҫе ҫынна пулӑшу панине, больницӑна хӑвӑртрах илсе кайма май тупнине пула вилӗм аллинчен туртса кӑларнине шутласа та пӗтереймӗн.

Куҫарса пулӑш

Паянхи кун та хисепре // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/09/30/%d0%bf%d0%b ... %80%d0%b5/

Киле килме тухас умӗн Куҫма Иванч больницӑна Ятман патне ҫаврӑнса ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сана больницӑна каять терӗҫ, кайман-и-ха?

Куҫарса пулӑш

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Эсир ҫакна ҫӑмӑллӑнах Пӗрлехи патшалӑх порталӗ урлӑ харпӑр хӑй пӳлӗмӗнче тума тата районти тӗп больницӑна 8(83539)5-15-75 номерпе шӑнкӑравласа пурнӑҫлама пултаратӑр.

Куҫарса пулӑш

Тухтӑр патне вӑхӑтпа ҫырӑнмалла // А.Мариян. http://kasalen.ru/2022/11/03/%d1%82%d1%8 ... %bb%d0%b0/

Больницӑна чирлесен ҫеҫ мар, тӗрӗсленме кайни те паха.

Куҫарса пулӑш

Тухтӑр патне вӑхӑтпа ҫырӑнмалла // А.Мариян. http://kasalen.ru/2022/11/03/%d1%82%d1%8 ... %bb%d0%b0/

Пӗррехинче чӗри чарӑнса ларнӑ ҫынна леш тӗнчерен тавӑрса тенӗ пек больницӑна вӑхӑтра ҫитерсе пурнӑҫне ҫӑлса хӑварни те пулнӑ», — аса илсе каласа парать Сергей Александрович.

Куҫарса пулӑш

Ҫын сывлӑхӗшӗн кӑна мар, пурнӑҫӗшӗн те яваплӑ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9235-yn-syvl ... -te-yavapl

Пӗчӗк арҫын ачана больницӑна илсе кайнӑ.

Маленького мальчика увезли в больницу.

Ют ҫын ачине илсе кайнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/32685.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех