Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хастар сăмах пирĕн базăра пур.
хастар (тĕпĕ: хастар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
2015 ҫулхи декабрьте комитет членӗсем «Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх пирки калакан федераци тата регионти саккунсенчи улшӑнусем» темӑпа иртнӗ ҫавра сӗтеле хастар хутшӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Вырӑнти влаҫ - ял ҫыннисемшӗн чи ҫывӑххи // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Ертӳҫӗсен йы-шӗнче хастар, ялпа район шӑпишӗн, тасалӑхӗпе хӑтлӑхӗшӗн, халӑхӑн пурнӑҫ условийӗсене лайӑхлатассишӗн чунтан тӑрӑшакансем ӗҫлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫченсем спортпа та туслӑ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Ҫавӑнпа та муниципалитет служащийӗн ӗҫӗ пысӑк яваплӑхлӑ та пултаруллӑ, хастар та уҫӑ кӑмӑллӑ пулма ыйтать.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫченсем спортпа та туслӑ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Асанкасси ял поселенийӗн пуҫлӑхӗ Николай Карпов вара ял урамӗсене тирпейлесси ҫинчен калаҫу пуҫарчӗ, вӑл мӗнле йӗркепе пулса пырасси пирки чарӑнса тӑчӗ, ҫак ӗҫе пурне те хастар хутшӑнма чӗнсе каларӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗрлӗ ыйтупа калаҫнӑ // Л.ШУРЯШКИНА, Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Ҫапла, 2015 ҫулхи раштав уйӑхӗнче комитет членӗсем «Федерацин тата регионӑн хӑйтытӑмлӑх ҫинчен калакан законодательствисенчи улшӑнусем ҫинчен» темӑпа иртнӗ «ҫавра сӗтел» ӗҫне те хастар хутшӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Николай Малов: «Вырӑнти влаҫ — ҫынсемшӗн чи ҫывӑххи» // Ял ӗҫченӗ. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

Ольга Крылова шӑпах ҫак йышри хастар.

Куҫарса пулӑш

Юратнӑ ӗҫ телей кӳрет // Светлана АРХИПОВА. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

18. Эй Тимофей ывӑлӑм, тахӑҫан сан ҫинчен пророкла каланипе килӗшӳллӗн, сана ҫапла канаш паратӑп: эсӗ ҫав сӑмахсемпе шайлашуллӑн хастар ҫар ҫынни пек кӗреш, 19. хӑв ӗненни тата таса чун-чӗреллӗ пулни пулӑшса пытӑр сана, хӑшӗсем таса чун-чӗререн пӑрӑнчӗҫ те, вӗсен ӗненесси те арканчӗ; 20. Именейпе Александр ҫапла пулчӗҫ.

18. Преподаю тебе, сын мой Тимофей, сообразно с бывшими о тебе пророчествами, такое завещание, чтобы ты воинствовал согласно с ними, как добрый воин, 19. имея веру и добрую совесть, которую некоторые отвергнув, потерпели кораблекрушение в вере; 20. таковы Именей и Александр,

1 Тим 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

32. Турӑ сӑмахне пӗлтермелли хастар Турӑ сӑмахне пӗлтерекене пӑхӑнать; 33. Турӑ — хирӗҫекенсенӗн Турри мар, килӗштерекенсенӗн Турри.

32. И духи пророческие послушны пророкам, 33. потому что Бог не есть Бог неустройства, но мира.

1 Кор 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

13. Ҫавӑнпа ӗнтӗ ыттисем пӗлмен чӗлхепе калаҫаканӗ ӑнлантарса вӗрентмешкӗн хастар ыйтса кӗлтутӑр: 14. эпӗ ыттисем пӗлмен чӗлхепе кӗлтунӑ чухне манӑн чунӑм кӗлтӑвать, анчах ӑсӑм усӑ кӳмесӗр тӑрать.

13. А потому, говорящий на незнакомом языке, молись о даре истолкования. 14. Ибо когда я молюсь на незнакомом языке, то хотя дух мой и молится, но ум мой остается без плода.

1 Кор 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

30. Пуринӗн те чирсенчен сыватмалли хастар пур-и?

30. Все ли имеют дары исцелений?

1 Кор 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

28. Ӗненекен ушкӑнра Турӑ хӑшне — апостол, хӑшне — пророк тата хӑшне вӗрентекен тунӑ; унтан тата хӑшне тӗлӗнмелле ӗҫсем тума хӑват панӑ, хӑшне — чирсенчен сыватма, хӑшне — пулӑшса тӑма, хӑшне — йӗрке кӳрсе тӑма, хӑшне тӗрлӗ чӗлхепе калаҫма хастар панӑ.

28. И иных Бог поставил в Церкви, во-первых, Апостолами, во-вторых, пророками, в-третьих, учителями; далее, иным дал силы чудодейственные, также дары исцелений, вспоможения, управления, разные языки.

1 Кор 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7. Усӑ кӳмешкӗн Сывлӑш кашнинех хӑйне уйрӑм хастар парать.

7. Но каждому дается проявление Духа на пользу.

1 Кор 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Хастар — тӗрлӗрен, Сывлӑш — пӗрре анчах; 5. ӗҫлесе тӑрасси те — тӗрлӗрен, Ҫӳлхуҫа вара — пӗрре анчах; 6. ӗҫсем те — тӗрлӗрен, анчах пуринче те пурне те туса тӑракан Турӑ — пӗрре анчах.

4. Дары различны, но Дух один и тот же; 5. и служения различны, а Господь один и тот же; 6. и действия различны, а Бог один и тот же, производящий все во всех.

1 Кор 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7. Манӑн пур ҫынна та хам пек тӑвас килет; анчах пурте Турӑран хӑйне кура хастар илнӗ: пӗри — пӗр тӗрлӗ, тепӗри — тепӗр тӗрлӗ.

7. Ибо желаю, чтобы все люди были, как и я; но каждый имеет свое дарование от Бога, один так, другой иначе.

1 Кор 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Хӑйӗн ҫыннисене саккунпа пророксем пама пулнӑ ырӑлӑхсемпе лӑплантарса, вӗсем хӑйсем те паттӑрла ӗҫсем тунине аса илтерсе, вӑл вӗсене хастар пулма хавхалантарнӑ.

9. Утешая их обетованиями закона и пророков, припоминая им подвиги, совершенные ими самими, он одушевил их мужеством.

2 Мак 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

27. Вӗсене ҫӗнтернӗ-парӑнтарнӑ хыҫҫӑн Иуда тӗреклӗлетнӗ Ефрон хулине хирӗҫ кайнӑ, унта Лисий тата тӗрлӗ халӑх ҫыннисем йышлӑн тӑнӑ: хӳме умӗнче тӑракан патвар ҫамрӑксем хастар ҫапӑҫнӑ; унтах темӗн чухлӗ ҫар хатӗрӗпе ҫӗмрен хатӗрлесе хунӑ пулнӑ.

27. После победы над ними и поражения, Иуда отправился против укрепленного города Ефрона, в котором имел пребывание Лисий и множество разноплеменных: сильные юноши, стоявшие пред стенами, сражались упорно; там же находились большие запасы орудий и стрел.

2 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

26. Антиоха пулӑшмашкӑн Симон ун патне икӗ пин хастар ҫын, ылтӑн-кӗмӗл тата чылай апат-ҫимӗҫ ӑсатнӑ; 27. анчах лешӗ ҫакна йышӑнма кӑмӑл туман, унччен сӑмах татнине пӑсса пӗтӗмпех сивӗннӗ унран.

26. И послал к нему Симон две тысячи избранных мужей в помощь ему, и серебро и золото, и довольно запасов; 27. но он не захотел принять это и отверг все, в чем прежде условился с ним, и отчуждился от него.

1 Мак 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

41. Ионафан ӑна хирӗҫ суйласа илнӗ маттур та вӑрҫӑ вӑрҫма хастар хӗрӗх пин ҫынпа тухнӑ, Вефсана пынӑ.

41. И вышел Ионафан навстречу ему с сорока тысячами избранных мужей, готовых к битве, и пришел в Вефсан.

1 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Тӑшман ҫарӗ тапӑртан тапранса тухнӑ та вӗсене хирӗҫ пырса тӑнӑ; утлӑ ҫарӗ икӗ ушкӑна уйӑрӑлнӑ, ҫар умӗнчен чулравҫӑсемпе ухӑҫӑсем, вӑйлӑ та хастар ҫар ҫыннисем пынӑ.

11. И двинулось войско из стана и стало против них; и разделилась конница на две части, а впереди войска шли пращники и стрельцы и все сильные передовые воины.

1 Мак 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

31. Вӗсем Идумея ҫӗрӗ урлӑ каҫса Вефсура тӗлӗнче тапӑрӑн чарӑнса тӑнӑ та нумай кун хушши ҫапӑҫнӑ, хулана ҫӗмӗрмелли сӑпрайсем лартнӑ; лешӗсем ӗнтӗ сиксе тухнӑ та вӗсене вутпа ҫунтарса янӑ, питӗ хастар ҫапӑҫнӑ.

31. И прошли они через Идумею и расположились станом против Вефсуры, и сражались много дней и устроили машины; но те сделали вылазку и сожгли их огнем и сразились мужественно.

1 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех