Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫав вӑхӑтрах ӑна таптаҫҫӗ, асаплантараҫҫӗ, — терӗ вӑл, аллине сисмесӗрех сулса; унӑн пичӗ тӗксӗмленчӗ, — пиртен пӗтӗмпех тӑпӑлтарса илчӗҫ, пӗтӗмпех: пирӗн чиркӳсене, пирӗн тивӗҫлӗхсене, пирӗн ҫӗрсене; ирсӗр турккӑсем пире кӗтӳ пек хӑваласа каяҫҫӗ, пире пусаҫҫӗ.
XIV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
— Пулма пултарать; анчах итлӗр-ха, — хушса хучӗ Инсаров татӑклӑн, ҫав вӑхӑтрах пуҫне кӑмӑллан сулса.
VII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Чылайччен пӑхрӗ вӑл аялтанах шӑвакан тӗксӗм пӗлӗт ҫине; унтан ура ҫине тӑчӗ, пичӗ ҫинчи ҫӳҫне-пуҫне вӑшт сулса каялла ячӗ, вара, хӑй те мӗншӗнне пӗлмесӗр, шӑна пуҫланӑ аллисене пӗлӗт еннелле тӑсрӗ; унтан вӑл аллисене усрӗ, вырӑнӗ ҫумне чӗркуҫленсе ларчӗ те, пичӗпе минтер ҫумне лӑпчӑнса, чӗрине капланса килнӗ туйӑмсене парӑнасшӑн мар пулса тем пек тӑрӑшсан та, чуна аптратакан темле тӗлӗнмелле вӗри куҫҫульпе макӑрса ячӗ.
VI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Вӑл хӑйӗн кӑтра пуҫне сулса илчӗ те шанчӑклӑн, хӑйне хирӗҫ тухма чӗннӗ пекех, ҫӳлелле, тӳпенелле пӑхрӗ.Он встряхнул кудрями и самоуверенно, почти с вызовом, глянул вверх, на небо.
I // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Эпӗ килӗшсе пуҫа сулса илетӗп.
1961-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Пӗри ҫеҫ, кӑштах ӑнкараканскер пулас, хаваслӑн пуҫне сулса илчӗ те эпир пӗлекен сӑмахсемпе: — Гитлер капут! Сталин — гут! — терӗ.
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Макака темшӗн ман ура айне лекрӗ, Саша, аллипе сулса ярса, ман ҫӗлӗке сирпӗнтерсе ячӗ, эп, ӑна тупас тесе, кукленсе лартӑм.
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Буньков дежурнӑй лейтенант «смирно» команда парасшӑнччӗ, анчах шкул начальникӗ ҫийӗнчех аллипе сулса пӳлчӗ: — Кирлӗ мар, кирлӗ мар, — терӗ вӑл лӑпкӑн.
1942-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Ача ӗнентерсех ҫыран тӑрӑхӗпе икӗ ҫын аллисене сулса чупса ҫӳренине куратӑп, виҫҫӗмӗшӗ ялав ҫӗклерӗ, тет.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Гленарван мӗне асӑрхаттарасшӑн пулнине хӑй ӑнланни ҫинчен Айртон пуҫне сулса пӗлтерчӗ.Айртон кивком головы показал, что он понял, что хотел подчеркнуть Гленарван своими словами.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Ӑна чи малтан курнӑ Мак-Набс чӑтса тӑраймарӗ, ӗненмесӗр вӑл аллине сулса ячӗ.Мак-Набс, первым увидевший её, не смог сдержать недоверчивого жеста.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Майор та пичӗ ҫинчи тулли кӑмӑлне палӑртса, Паганель калаҫнӑ май пуҫне сулса тӑрать.Даже майор кивал головой в такт словам Паганеля с выражением величайшего удовлетворения на лице.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Гленарван пуҫӗпе сулса килӗшни ҫинчен пӗлтерчӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Унтан, кобуртан маузерне туртса кӑларса, ӑна тахӑшӗн хаяр пичӗ тӗлӗнче сулса ячӗ.И, вырывая из кобуры маузер, полыхнул поверх чьего-то искаженного злобой лица.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Кушак пек шӑппӑн часовой патне йӑпшӑнса пычӗ те сулса ячӗ — курсант палтах ҫӗре кайса ӳкрӗ.По-кошачьи подкралась к жертве, замахнулась, и — рухнул курсант.
Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Мӗн, эсӗ ӑна палламастӑн-им? — терӗ вӑл, пуҫне хӗр еннелле сулса.
Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Калаҫаканӑн кашни сӑмахне хапӑл туса майор пуҫне сулса тӑрать.Майор кивал головой, как бы одобряя каждое слово говорившего.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
— Тепӗр тӑват-пилӗк кунтан, капитан? — терӗ Айртон, пуҫне сулса.— Через четыре-пять дней, капитан? — сказал Айртон, покачав головой.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Вильсонпа Мюльреди те пуҫӗсене сулса килӗшнине пӗлтерчӗҫ.
Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
— Смотра пуҫлар, — терӗ вӑл, пуҫне инспектор еннелле сулса.
Улттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.