Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

иккен сăмах пирĕн базăра пур.
иккен (тĕпĕ: иккен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Эс те апла иккен

«Значит, и ты тоже!»

IV // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.

Пурпӗрех ҫывӑрса каясси пулмасть тесе эп ӑна ҫурҫӗр иртичченех тимлесе вуларӑм та сасартӑк йӗркесем хушшинче курах кайрӑм: кӗнекипех пӗр сӑмаха ҫырса тултарнӑ иккен — «ҫынна ҫын ҫиесси».

Уснуть я все равно не мог и глубоко за полночь очень внимательно читал книгу, как вдруг увидел, что между строками вся она испещрена одним словом — «людоедство».

III // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.

Пур енчен те ҫакӑ сисӗнсе тӑрать: районрисем йӑлтах аптраса ӳкнӗ иккен, унти пуҫлӑхсенчен нихӑшӗ те колхозсене тухса курӑнмаҫҫӗ, колхозран тухнисен пурлӑхӗпе мӗн тумалла? тесе ҫырса ярсан, парти райкомӗ те, Райполеводсоюз та нимӗнле ответ та памаҫҫӗ.

По всему чувствовалось, что в районе господствовала полная растерянность, никто из районного начальства в колхозах не показывался, на запросы мест о том, как быть с имуществом выходцев, ни райком партии, ни райполеводсоюз не отвечали.

29-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫакӑн пек пулса тухать те ӗнтӗ: эпӗ чи малтан каласанах — декретнӑй чиновник тата автор иккен, эпӗ колхозниксене куҫран ӳкерсе тивӗҫсӗре кӑларнӑ тата эпӗ сылтӑм оппортунистсем ҫине шыв ярса тултарнӑ, вӗсен арманне ӗҫе ярса авӑрттарнӑ пулать.

Вот и выходит, что я перво-наперво — декретный чиновник и автор, что я развенчал колхозников и что я воды налил на правых оппортунистов, пустил в ход ихнюю мельницу.

28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Чармакланса тӑчӗ иккен вӑтам хресчен!

— Раскорячился середняк!

28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех