Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗрӗслесе (тĕпĕ: тӗрӗсле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑйсен водителӗсем мӗнле хӑвӑртлӑхпа ҫӳренине тӗрӗслесе тӑраҫҫӗ-ши вӗсем?

Куҫарса пулӑш

Водитель ҫынсен пурнӑҫӗшӗн яваплӑ // Софья Савнеш. http://chuvash.org/blogs/comments/2893.html

— Манӑн та ҫав юхӑмра хама тӗрӗслесе пӑхас килчӗ.

- И мне захотелось проверить себя в этом направлении.

Шӳт пурнӑҫра пулӑшать // Хыпар. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Малашне ҫирӗпрех тӗрӗслесе тӑмашкӑн пӗрне — ашшӗн, теприне — амӑшӗн аллине панӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫитменнисен прависене хӳтӗлесси те - тӗп вырӑнта // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.07.28, 29 (6122) №

Вӗтӗ йышлӑ тымарлӑ, пӗчӗк улмаллӑ тӗпсене уйрӑм, лайӑх тӗрӗслесе пуҫтармалла.

Куҫарса пулӑш

Нематодaран хaтaлмаллах // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.07.28, 29№

Ҫулла ҫӗрулми кассисене тӗрӗслесе тухмалла.

Куҫарса пулӑш

Нематодaран хaтaлмаллах // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.07.28, 29№

Ҫак йывӑрлӑхсем Н.К.Демидов ҫине тиенеҫҫӗ, пурӗ 45 колхоза тӗрӗслесе тӑмалла.

Куҫарса пулӑш

Манӑҫми ырӑ ӗҫсем // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22

— Кунта пысӑк вольтлӑ хӑватлӑ электродвигательсене майӗпен хускатмалли, вӗсен ӗҫӗн хӑвӑртлӑхне йӗркелекен, хӑватне улӑштаракан ҫӗнӗ изделисем шухӑшласа кӑларӑпӑр, вӗсене тӗрӗслесе пӑхӑпӑр, сутлӑха кӑларӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ корпус уҫӑлчӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

муниципалитет контракчӗн е муниципалитетӑн тӑтӑш турттармалли маршручӗпе турттарас ӗҫе пурнӑҫланине ҫирӗплетекен свидетельствӑн Федераци саккунӗн 35 статйин 1-мӗш пайӗнче кӑтартман ытти условийӗсене пурнӑҫланине тӗрӗслесе тӑраҫҫӗ;

организуют контроль за выполнением иных, не указанных в части 1 статьи 35 Федерального закона, условий муниципального контракта или свидетельства об осуществлении перевозок по муниципальным маршрутам регулярных перевозок;

Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче автомобиль транспорчӗпе пассажирсем турттарассине йӗркелесси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

патшалӑх контракчӗн е муниципалитетсем хушшинчи тӑтӑш турттармалли маршрут тӑрӑх турттарас ӗҫе пурнӑҫланине ҫирӗплетекен свидетельствӑн Федераци саккунӗн 35 статйин 1-мӗш пайӗнче кӑтартман ытти условийӗсене пурнӑҫланине тӗрӗслесе тӑрать;

организует контроль за выполнением иных, не указанных в части 1 статьи 35 Федерального закона, условий государственного контракта или свидетельства об осуществлении перевозок по межмуниципальным маршрутам регулярных перевозок;

Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче автомобиль транспорчӗпе пассажирсем турттарассине йӗркелесси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

14. Патшалӑх контракчӗн, муниципалитет контракчӗн е тӑтӑш турттармалли маршрут тӑрӑх турттарас ӗҫе пурнӑҫланине ҫирӗплетекен свидетельствӑн Федераци саккунӗн 35 статйин 1-мӗш пайӗнче кӑтартман условийӗсене пурнӑҫланине асӑннӑ патшалӑх е муниципалитет контракчӗсене ҫирӗплетнӗ е ҫавнашкал свидетельствӑна панӑ Чӑваш Республикин ӗҫ тӑвакан влаҫӗн полномочиллӗ органӗ, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем тӗрӗслесе тӑраҫҫӗ.

14. Контроль за выполнением иных, не указанных в части 1 статьи 35 Федерального закона, условий государственного контракта, муниципального контракта или свидетельства об осуществлении перевозок по маршруту регулярных перевозок организуется уполномоченным органом исполнительной власти Чувашской Республики, органами местного самоуправления, которые заключили данный государственный или муниципальный контракт или выдали данное свидетельство.

Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче автомобиль транспорчӗпе пассажирсем турттарассине йӗркелесси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

«Поилка» ӗнене пӗтӗлентертӗм, анчах та кайран ун пирки манса кайнӑ. Вӑхӑт ҫитсен пӑрулаттартӑм. Документсене тӗрӗслесе пӑхрӑм та – эпӗ чуптарнӑ иккен ӑна!» – паян та ун чухнехи пекех хӗпӗртесе аса илчӗ Анастасия.

Куҫарса пулӑш

Автанран та иртерех тӑрать // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Чупура кӑтартусемпе мухтанаймарӗҫ пулсан та, хӗрачасем ӑмӑртӑва хутшӑнса хӑйсен вӑй-хӑватне тӗрӗслесе пӑхрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Урхамахсем – чи ҫывӑх туссем // АННА ФИЛИППОВА. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Халӑхӑн кун-ҫул тӑршшӗ те шурӑ халатлисен ӗҫӗнчен нумай килет — районти 34 пин ҫын сывлӑхне тӗрӗслесе тӑраҫҫӗ тӗп больница медикӗсем.

Куҫарса пулӑш

Муркаш больницинче - тӗрлӗ конкурс ҫӗнтерӳҫисем // Никита АНДРЕЕВ. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Хӑшӗ мӗнле ҫитӗннине, мӗн чухлӗ тупӑш пама пултарнине ҫирӗп тӗрӗслесе тӑраҫҫӗ кунта.

Там строго наблюдают за тем, какой как растет, сколько может дать прибыли.

Комисси ӗҫе хакланӑ // А.АНТОНОВА. «Каҫал Ен», 2016.07.05

— Эсӗ хӑвна темӗнле профессире те тӗрӗслесе пӑхнине пӗлетӗп.

- Знаю, что себя ты проверяла в разных профессиях.

«Йывӑрлӑх та кирлӗ - пурнӑҫ тутине туйма» // Рита АРТИ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.18, 23(945)№

— «Сехетсене тӗрӗслесе ярар та пирӗн туслӑх тата та ҫирӗплентӗр», — тесе парнелерӗм ӑна.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен тата Беларуҫ: туслӑх ҫирӗпленет // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Шывпа тивӗҫтерекен объектсен списокне тӑвӑр, вӗсен ӗҫне тӗрӗслесе тӑрӑр.

Составьте список водоснабжающих объектов, держите на контроле их работу.

Ял пурнӑҫне лайӑхлатсах пырасшӑн // Михаил СЕРЕГИН. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Ку ӗҫе Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗн ҫӗнӗ ректорӗн ҫирӗп тӗрӗслесе тӑмалла.

Эта работа должна быть под строгим контролем нового ректора Чувашской государственной сельскохозяйственной академии.

Ял пурнӑҫне лайӑхлатсах пырасшӑн // Михаил СЕРЕГИН. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

1974-1977 ҫулсенче техник-электрик пулса атомлӑ кимӗн штурмансен корпусне тӗрӗслесе тӑрать.

1974-1977 годах в должности техника-электрика становится проверяющим корпуса штурманов на атомной лодке.

Хӗр чӗрисене ҫунтарнӑ // АНАТОЛИЙ ЛЕПИН. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Владимир Вениаминович ял тӑрӑх бюджетӗнче ҫак ӗҫе пурнӑҫлама хальлӗхе укҫа-тенкӗ ҫителӗксӗррине палӑртрӗ, ыйтусене шута илсе тӗрӗслесе тӑма шантарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Министр сас-хурана сирчӗ // ЛЮБОВЬ СЕМЕНОВА, ВЕРА ШУМИЛОВА, ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех