Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

самантлӑха (тĕпĕ: самантлӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӗске шинель тата шӗвӗр тӑрӑллӑ каска тӑхӑнса янӑ нимӗҫ салтакӗ окопсем тӗлӗнче самантлӑха пӗтӗм кӗлеткине кӑтартса ура ҫине тӑчӗ те ҫавӑнтах каялла пӗшкӗнсе лӑпчӑнчӗ.

Над окопами за секунду встал во весь рост и вновь упал немец в короткой шинели и острошипой каске.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ӑна пӗр самантлӑха Аксинья ҫӳҫӗн ӳсӗртсе яракан ырӑ шӑрши юхса килнӗ пек туйӑнать.

Ему кажется, что он на секунду ощутил дурнопьянный, тончайший аромат Аксиньиных волос.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кле-кле-кле-кле-вззи-и-и! — пӗрремӗш ҫурма рота салтакӗсен пуҫӗсем ҫийӗн, сывлӑша пӑрапа пӑраласа шӑтарнӑ пек, ҫивӗччӗн шӑхӑра-шӑхӑра, хӑрушла ахлатса вӗҫеҫҫӗ снарядсем; унтан пӗр самантлӑха шӑп пулса килет те, хаплатса ҫурӑлнӑ сасӑсем таҫта инҫетре, Стаход шывӗ урлӑ каҫмалли кӗпер ҫывӑхӗнче, илтӗнсе каяҫҫӗ: бах!.. бах!..

Кле-кле-кле-кле-вззи-и-и! — заквохтали с нарастающей силой снаряды, как буравом, высверливая воздух, со скрежетом проносясь над головами солдат первой полуроты; мгновение тишины — и далеко, возле переправы через Стоход, облегчающий гул разрывов: бах!.. бах!..

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Рота командирӗн хулӑнах мар уҫӑ сасси самантлӑха шӑпланчӗ, унтан, аяккарах кайса пынӑ май, пушшех хуллентерех илтӗнчӗ.

 — Баритон ротного на минуту умолк и, отдаляясь, зазвучал еще тише.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫавӑнпа та Бунчук хӑйӗн ҫӑмламас пӳрнисене шинель кӗсйинчи наганӗн картлӑ-картлӑ аври ҫумӗнчен пӗр самантлӑха та вӗҫертмерӗ.

Поэтому-то волосатые пальцы Бунчука и грели неотрывно рубчатую рукоять нагана в кармане шинели.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Самантлӑха уҫса янӑ алӑкран ҫил вӑркӑшса кӗрсе алӑк умӗнче ҫунтарнӑ хут кӗлӗсене ҫулласа кайрӗ, мӑкӑрланса ҫунакан краҫҫын лампине сӳнтерчӗ.

В распахнутую на секунду дверь ворвался ветер, разметал серый пепел, оставшийся от сожженных у порога бумаг, потушил чадившую лампочку.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Офицерсем пурӑнакан ҫӗр пӳрте кӗмелли алӑк умӗнче самантлӑха лутра пӳллӗ тӑлпан офицер чарӑнса тӑчӗ.

У входа в одну из офицерских землянок на минуту задержался приземистый офицер.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ун хыҫҫӑн пыракан лав ҫинче туллиех хӗрарӑм пулнӑ, вӗсем патне тинерех ҫеҫ Митька Кушнарев куҫса ларнӑ та, кунта вара хӗрӳ калаҫу, кулӑ, шӳт туни пӗр самантлӑха та шӑпланмасть.

На соседней подводе, где ехали одни женщины и куда недавно перебрался Митька Кушнарев, не умолкал веселый разговор, шутки и смех.

XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

«Малтан пӗр самантлӑха Федор Лукич патне кӗрсе тухатӑп та Кондратьев патне каятӑп», — тесе шухӑшларӗ те Сергей, Рубцов-Емницкие урӑх калаҫса тӑма кирлӗ те мар иккенне систерсе, лашине ура кӗлипе тӗксе уттарчӗ.

«Сперва заеду на минутку к Федору Лукичу, а потом уже к Кондратьеву», — подумал Сергей и, давая понять Рубцову-Емницкому, что им говорить больше не о чем, тронул каблуками коня.

XXI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Сергей пӗр самантлӑха килне кӗрсе ҫӗнӗ кительпе бриджи тӑхӑнчӗ, амӑшне апат ҫиес килмест тесе, чӑх-чӗп фермине тухса чупрӗ.

что он только на минутку забежал домой, надел новенький китель, бриджи и, заверив мать, что ужинать не хочет, побежал на птичник…

X сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Григорий пӗр самантлӑха хӑйне те темӗнле сивӗ ҫапнине тата кӑкринче темӗн чакнине туйса илчӗ; кун пек туйӑм унӑн пӗрремӗш хут атакӑна кӗнӗ чух пулнӑччӗ.

Григорий на мгновение ощутил холодок и покалывание в груди; такое чувство являлось в первый момент атаки.

23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑл пӗр самантлӑха хӑй шухӑшӗнчен хӑй хӑраса чӗтресе ӳкрӗ, анчах та каллех атакӑн хӑрушӑ картинӗсем, хӑй вилнӗ лаши ҫинчен тӑрсан, каллех пульӑсем касса кайнипе ҫӗре персе анни куҫ умне тухса тӑчӗҫ.

Он на минуту ужаснулся своим мыслям, но воображение вновь вылепило страшную картину атаки и того момента, когда он поднялся с убитого коня и упал, срезанный пулями.

22 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Эпӗ самантлӑха ҫеҫ.

Я на минутку.

22 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑл сайра хутра кӑна тута хӗррисемпе кулса, ейӗлсе илкелет, кулнӑ чух куҫӗсем ҫемҫелмеҫҫӗ, хӑйсен тӗксӗм ҫутине самантлӑха та ҫухатмаҫҫӗ.

Улыбался он редко, излучинами губ, глаза от улыбки не мягчели, неприступно сохраняли неяркий свой блеск.

15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫӗр ҫине ӳкнӗ чух питӗ хытӑ ҫапӑннипе пӗр самантлӑха ӑнӗ килсе кӗчӗ те вӑл куҫӗсене уҫрӗ, анчах вӗсене юн кӳлленсе хупласа хучӗ.

Жестокий толчок при падении на секунду вернул его к действительности, он открыл глаза; омывая, их залила кровь.

13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Унӑн ури пӗр самантлӑха йӗнер пускӑчине ҫухатрӗ.

Нога его на секунду потеряла стремя.

13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Алӑкран ӳкнӗ ҫутӑ пӗр самантлӑха Григорий куҫӗсене шартарса ячӗ, вӑл куҫне аллаппипе картларӗ те, витен тӗттӗм кӗтессинче шӑв-шав вӑйланнине илтсе, каялла ҫаврӑнчӗ.

Свет, плеснувшийся Григорию в глаза из двери, на секунду ослепил его, он заслонил глаза ладонью и повернулся, заслышав усилившийся шум в темном углу конюшни.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пӗтӗм ӑша пӑтратса каса-каса кайса ыратасси, пӗр самантлӑха лӑпланнӑ хыҫҫӑн, Аксинйӑна ҫӗнӗрен, малтанхинчен вунӑ хут вӑйлӑрах, лӑскама пуҫларӗ.

Боль, на минуту отпустившая Аксинью, вернулась удесятеренно сильная.

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Аксинйӑн урӑм-сурӑм, ахӑрашу патнех ҫитнӗ ахлатӑвӗ самантлӑха татӑлчӗ.

Аксинья на минуту оборвала сплошной, поднявшийся до визга вой.

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Наталья пӗр самантлӑха аслашшӗ пӳлӗмӗнче чарӑнса тӑчӗ.

Наталья на минуту задержалась в дедовой горнице.

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех