Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кашкӑр сăмах пирĕн базăра пур.
кашкӑр (тĕпĕ: кашкӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Григорий, урисемпе йӗнер йӑрани ҫине чӗввӗн тарса, кашкӑр хыҫӗнчен сӑнама тытӑннӑ, ҫил каснипе шывланса кайнӑ куҫӗнчи куҫҫульне ҫаннипе шӑлса типӗтрӗ.

Привставая на стременах, Григорий следил за ним, вытирал рукавом слезы, застилавшие нахлестанные ветром глаза.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Кашкӑр тип ҫырма виҫӗ ҫӗрелле юпленсе кайса, виҫӗ уйрӑм хушмач пек сарӑлса выртакан вырӑнтан уҫӑ хире сиксе тухрӗ те пӗр ҫӗр чалӑша яхӑн мала ӳкрӗ, унтан тахҫанах тискерленсе ларнӑ хыт курӑкпа типӗ турат курӑкӗ хушшипе чупса, шӑлтах лӗмсӗрккеленсе ҫитсе, анаталла, типӗ айлӑмалла ыткӑнса анчӗ.

Там, где сердцевина кололась на три отножины и буерак покато стекал тремя черно-сизыми рукавами, волк вышел на чистое и, выгадав с сотню саженей, шибко шел под гору в суходол, сплошь залохматевший одичалой давнишней зарослью бурьяна и сухого татарника.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий пӗр юппи урлӑ каҫрӗ те, инҫетре кашкӑр хыҫҫӑн пӑсӑрлантарса пыракан йытӑсен ушкӑнне курса, сӗвек сӑрт аяккипе вӗҫтерчӗ.

Григорий пересек поперечную отножину и помчался по пологому склону, завидев вдали черную цепку собак, гнавших волка по степи.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Тип ҫырма тӗлне сиктерсе ҫитрӗ — унта кашкӑр та, йытӑсем те ҫук.

Пока доскакал до буерака — ни волка, ни собак не было.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Кашкӑр, нимӗн тума аптранӑ пек пулса, пӗр самант хушши вырӑнтах кускаласа тӑчӗ.

Волк на минуту замялся, словно в нерешительности.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Кашкӑр, пружина ҫинчи пек сиккелесе, тӗме ҫине — тахҫанхи арлан йӑвисем патне — сиксе тухрӗ, унтан вӑрманалла ыткӑнчӗ.

Пружинисто покачиваясь, волк выскочил на кургашек — давнишнюю сурчину, — шибко пошел к лесу.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫак вӑхӑтра тӗкне тӑкма ӗлкӗреймен пӗр вараланчӑк сӑрӑ кашкӑр, ҫӑмламас пӗҫхушшиллӗскер, хӑмӑшпала чакан кӑшласа ларакан тип ҫырман лачакаллӑ тӗпӗ урлӑ каҫрӗ те, урисемпе шӑва-шӑва ӳксе, ҫӗр ҫумнелле лӑпчӑнса, хӑвӑрт чупса кайрӗ.

Пересекая хлюпкое, заросшее кугой и камышаткой днище буерака, скользя и пригибаясь к земле, быстро бежал грязно-бурый, клочковатый в пахах, невылинявший волк.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Лачака кӳлӗ хӗррине хӑйӑр ярӑмӗ пулса пырса тӗртӗнекен тӗмеске ҫине хӗлле, каҫсерен хура вӑрманта хӗл каҫакан кашкӑр ҫурисем тухаҫҫӗ те лашасене хӑратса ӳлеҫҫӗ.

Зимой на бугор, упиравшийся в леваду выпуклым песчаным мысом, ночами выходили волчьи выводки, зимовавшие в Черном лесу, выли, пугая лошадей.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Степан кӑвакарса тискерленсе кайнӑ, кашкӑр кичемлӗхӗ вӗчӗлтетнипе, ҫуркаласа пӗтернӗ кӑвак татӑксене маччаналла вӑркӑнтарса кӑна ывӑтать; шӑхӑрса тӑракан ҫивӗч хурҫӑ вӗсене сывлӑшра турам-турамӑн таткалать.

Посеревший, дикий, в волчьей своей тоске, Степан подкидывал к потолку голубенькие искромсанные шматочки; повизгивающая отточенная сталь разрубала их на лету.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Кашкӑр, хӳрине кӗвенте евӗрлӗ тӑсса ярса, кӑвак чултан каҫса тунӑ кӳлепе пек хытса тӑчӗ те, хыпаланса аяккалла сиксе ӳкрӗ, унтан Дон хӗррине хурталаса тӑракан хӑвасем ӑшнелле лӗпсӗртетрӗ.

Серый, как выточенный из самородного камня, стоял зверь, палкой вытянув хвост, потом торопко скакнул в сторону и затрусил к талам, окаймлявшим берег.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Кашкӑр юлхав юртӑпа тата темиҫе чалӑш чупса кайрӗ те леш ҫыран хӗрринчен инҫе те мар айӑккӑн ҫаврӑнса тӑчӗ.

Волк ленивой перевалкой пробежал несколько саженей и стал боком, неподалеку от того берега.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Пирӗн атаман кашкӑр мӑйҫыххи ҫыхнӑ, ав пуҫне те ҫавӑраймасть.

— У атамана-то волчий ожерелок, ишь голову не повернет.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий парнене илчӗ, Наталие, хӑйӗн кашкӑр шӑлӗсем пек шӑлӗсен йӑлтӑрккине кӑтартса, шартарсах ячӗ, унтан кулса ыйтрӗ:

Принимая подарок, Григорий ослепил ее белизною своих волчьих зубов, спросил:

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Тискер кашкӑр ҫурисем те хӑйсен амӑшне туртса ҫурас ҫук, — хӗрӗм, пӑхса илсем-и ӗнтӗ хӑвӑн киревсӗр аҫу ҫине!»

И свирепые волченята не станут рвать свою мать, дочь, хотя взгляни на преступного отца своего! —

VI // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Кашкӑр чӗреллӗ эс, усал шухӑшлӑ!

У тебя волчье сердце, а душа лукавой гадины.

III // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Кӑштах ҫил хускатнӑран ӗнтӗ, шыв ҫийӗ кӑтрашка, кашкӑр ҫӑмӗ ҫӗрле йӑлкӑшнӑ пек, пӗтӗм Днепр кӗмӗл тӗспе йӑлтӑртатса выртать.

А ветер дергал воду рябью, и весь Днепр серебрился, как волчья шерсть середи ночи.

II // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Чашкӑрса илсе, шӑлӗсене кашкӑр пек шаклаттарса, хайхи тӗлӗнмелле старик куҫран ҫухалчӗ.

И, зашипев и щелкнув, как волк, зубами, пропал чудный старик.

I // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Асамҫӑ хайхи, пуҫне каснӑ ача кӗлеткине аллисемпе ҫатӑрласа тытрӗ те, кашкӑр пек юн ӗҫме пуҫларӗ…

Ведьма, вцепившись руками в обезглавленный труп, как волк, пила из него кровь…

Пӗр чиркӳри дьяк пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Пачах ҫывӑхра, хӑлхана питӗрсе, мотор кӗрлет, гусеницӑсем чанкӑртатаҫҫӗ, тупӑ пени сывлӑша ҫурать; йӗри-тавра пӑшал пени шатӑртатать, ҫынсем тӗрлӗ сасӑпа калаҫни илтӗнет; ҫӗр пӳртӗн кашкӑр йӑви евӗрлӗ тӑвӑр алӑкӗнчен атӑ е ҫӑматӑ тӑхӑннӑ урасем чупса иртни курӑнать.

Совсем близко, оглушая, ревел мотор танка, скрежетали гусеницы, рвала воздух пушка; вокруг гремела ружейная пальба и людская разноголосица; десятки ног, то в валенках, то в сапогах, мелькали мимо узкого, открытого входа в землянку, схожего с волчьей норой.

VIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Темӗн мар, акӑ, паян вӗсене паратпӑр та — кашкӑр пекех уласа ярӗҫ!

— Ничего такого, вот, сегодня им дадим — и завоют как волки!

VI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех