Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тенӗ (тĕпĕ: те) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑй ӑшӗнче: «Урӑх ҫаврӑнса пӑхмастӑп»,— тенӗ.

И решила больше не оглядываться.

18 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Пӗртӑвансем хӑйсен ӑс-тӑнне тупӑшса тенӗ пек кӑтартрӗҫ.

Родные братья старались показать свой ум состязаясь друг с другом.

Куславккари йӗкӗрешсем «Лучше всех» кӑларӑмра пулнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/24733.html

— Эпӗ санпа килӗшетӗп, нумай ӗҫсем хамӑр тӑвас тенӗ пек пулса пымаҫҫӗ-ха пирӗн, — терӗ вӑл, утнӑ май пуҫне сулласа.

— Да, я согласен с тобой, многое еще идет у нас не так, как бы нам хотелось, — покачивая в такт шагам головою, говорил он.

16 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Хӗл канӑҫсӑр иртнӗ — кашни каҫ тенӗ пек яла пушар ҫутатнӑ.

Зима выдалась тревожная — чуть не каждую ночь озаряли деревню пожары.

16 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ҫавӑнпа Пробатов ӑна ӳкӗтлеме пӑрахнӑ — вӑхӑт ҫитсен, хӑех ыйтӗ ак, тенӗ.

Пробатов тогда перестал его донимать: придет время, сим запросится.

16 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Совет влаҫӗ шӑпах пурне те лайӑх пурнӑҫ туса пама ҫуралнӑ! — тенӗ Пробатов вӗрентсе, ҫирӗппӗн.

— Советская власть для того и родилась, чтобы всем хорошую жизнь сделать! — нравоучительно и строго сказал Пробатов.

16 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Хам тӗллӗн, — тенӗ те учитель, сӑмах ним мар япала ҫинчен пынӑ пек, йӑл кулса илнӗ.

— Сам по себе, — сказал учитель и даже заулыбался, словно речь шла невесть о каких пустяках.

16 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Кун пек ан пултӑр тенӗ евӗр васкавлӑн хушса хучӗ:

И, словно желая сгладить впечатление, поспешно добавил:

16 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Тата астӑвӑр, — тимлӗрех итлеттерес тенӗ пек, Пробатов шӗвӗр пӳрнине ҫӗклерӗ.

— И помните, — Пробатов поднял указательный палец, как бы приковывая внимание.

15 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Бахолдин ҫапла иртсе кайнӑ япалана кӑмӑлланине Коробин айванла хӑтланни тесе шутланӑ, ун ҫинчен вӑл Бахолдина темиҫе хут уҫҫӑнах каланӑ, анчах лешӗ, ассӑн сывласа, яланах: «Эх, васькӑ, ку флигеле эпӗ хам тунӑ-ҫке, хам алӑсемпе, ӑнланатӑн-и? — тенӗ. — Миҫе ача чунӗ ӑшӑннӑ кунта, мӗн чухлӗ ҫын аслӑ пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тухнӑ кунтан».

Такую привязанность к прошлому Коробин считал чудачеством, не раз откровенно высказывал это Бахолдину, но тот, вздыхая, обычно отвечал: «Я же, батенька мой, этот флигелек сам строил, своими руками, понимаете? Сколько тут детских душ отогрелось, сколько людей отсюда в большую жизнь ушло!»

14 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Саввушкӑ председателӗн ҫак йӑлине пӗлнӗ, — вӑл хӑйӗн аллине лекнӗ ҫынсене васкамасӑр, мӑшкӑлласа ыйта-ыйта суптарма юратнӑ, ҫавӑнпа Саввушкӑ хӑй ӑшӗнче: чӗннинчен чӗнменни, тенӗ.

Саввушке была известна эта манера председателя — неторопливо, с издевкой изматывать тех, кто попадался ему в руки, поэтому он считал за лучшее отмалчиваться.

12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Тӑван облаҫӗнче обком секретарьне суйланӑ хыҫҫӑн Иван Фомич амӑшне пӗрмаях хӑй патне, хулана, куҫма ӳкӗтленӗ, анчах амӑшӗ килӗшмен — мӗн тӑвас унта манан, тенӗ.

Как только Иван Фомич стал секретарем в родной области, он начал уговаривать мать перебраться к нему в город, но она отказывалась — что ей там делать?

9 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Кайран вара эпир пӗтӗм ӗҫ хамӑр тӑвас тенӗ пек пулса пыманнинчен тӗлӗнетпӗр, — шухӑшларӗ Пробатов.

«А потом мы удивляемся, почему все идет не так, как бы нам хотелось, — размышлял Пробатов.

8 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ҫавӑнпа мар-и-ха облаҫри, районсенчи пур канашлусенче те тенӗ пекех яланах пӗрисен пит-куҫӗсем вӗлтлете-вӗлтлете иртнӗ, пурне те йӑлӑхтарса ҫитернӗ «штатри» ораторсем туха-туха калаҫнӑ?

Не потому ли почти на всех областных и районных совещаниях всегда мелькали одни и те же лица, выступали одни и те же наскучившие всем «штатные» ораторы?

8 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Пробатов кирек ӑҫта кайсан та, Васильев яланах унпа пӗрле ҫӳренӗ, хӑйне сыхласа ҫӳрекен ҫынна вӑл та, обком секретарӗсенчен хӑш-пӗрисем пек, шӳт туса «комиссар», тенӗ.

Васильев был постоянным спутником Пробатова во всех поездках, и, как все другие секретари обкомов, Пробатов в шутку называл охраняющего его человека «комиссаром».

8 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вӑл вӗсене нумай пулмасть пулса иртнӗ Пленум ҫинчен, вӗсем текех ахаль ӗҫлес ҫукки ҫинчен каласа кӑтартнӑ, сире райком секретарӗ совет влаҫӗпе хӑратма пӑхнине чӗре патне ан илӗр, тенӗ.

Он рассказал им и о недавнем Пленуме, о том, что с этого дня они не будут больше работать «за палочку», что они не должны всерьез принимать слова секретаря райкома, пытавшегося их запугать с помощью Советской власти.

8 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

«Ҫапла, ку деятель яланах пӗр хӑйӗн хулӑн сассипе ҫеҫ тытӑнса тӑнӑ ӗнтӗ, ҫынсене хӑй хыҫҫӑн ертсе пыма ҫавӑ ҫителӗклӗ тенӗ, ӗнтӗ», — кӑмӑлсӑррӑн шухӑшланӑ Пробатов, хуллен хӗрарӑмсене шӑпланма ыйтса.

«Да, этот деятель держался все годы одним своим зычным голосом и считал, что этого вполне достаточно, чтобы вести за собой людей!» — уже неприязненно подумал Пробатов и тихо попросил доярок успокоиться.

8 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Пробатов шӳтлесе ирттерсе яма тӑрӑшнӑ, мана лайӑхрах тӑн кӗртес тесе пӗрер чышса илес теместӗр-и, тенӗ, анчах вырӑнсӑр шӳт тунипе вӑл вӗсене хӑйӗнчен пистернӗ ҫеҫ.

Пробатов попробовал было отшутиться, спросив, не собираются ли они для большей убедительности стукнуть его разок-другой, но неуместным балагурством лишь оттолкнул их.

8 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вӑл хӑйне тыткаланинчен: манӑн тӳсӗмлӗх ҫителӗклӗ-ха, эпӗ никама пӳлме те, чарма та шутламастӑп — кашни мӗн калас тет, ҫавна пӗтӗмпех каласа кӑтарттӑр тенӗ пек туйӑнчӗ.

Всем своим поведением он как бы говорил, что запасся достаточным терпением и не намерен никого ни прерывать, ни останавливать — пусть каждый высказывает все, что считает нужным.

7 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Таҫтан, ҫӗр айӗнчен тенӗ пекех, тата ҫынсем пухӑнчӗҫ, вӗсем лава сырса илчӗҫ те, виҫӗ-тӑватӑ минут та иртмерӗ, ӑна кӗпер варрине туртса кӑларчӗҫ.

Откуда-то, словно из-под земли, появились еще люди, дружно облепили воз, и не прошло и нескольких минут, как его вытащили ни середину моста.

7 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех