Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кашкӑр сăмах пирĕн базăра пур.
кашкӑр (тĕпĕ: кашкӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Походпа кайсан юрамалла, — сӑмахӗсене татса калаҫма пуҫларӗ Кривошлыков; анчах сасартӑк шӑлӗсене кашкӑр пек шакӑртаттарма тытӑнчӗ те, сив чир тытамакӗ ярса илнӗскер, вӗттӗн тӑрӑлтатса чӗтреме пуҫларӗ.

— Походом бы можно, — с расстановочкой заговорил Кривошлыков, но вдруг ляскнул совсем по-волчьи зубами, мелко затрясся, охваченный пароксизмом лихорадки.

XXVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Богаевскипе пӗрле пырса кӗнӗ Каледин, пӑртак курпунтарахскер, кашкӑр утти пек ҫирӗп те сарлака утӑмсемпе сӗтел патне иртрӗ.

Твердым, во всю ступню, волчьим шагом прошел чуть сутулый Каледин, сопутствуемый Богаевским.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хӑватлӑ кӗрлев пӑртак лӑпланма ӗлкӗрчӗ те, Кривошлыков, малтанхи майлах ҫинҫен, янӑравлӑн, йытӑсене кашкӑр ҫине вӗскӗртсе янӑ чухнехи пек вичкӗннӗн кӑшкӑрчӗ:

Едва лишь, немея, простерся оглушительный рев, — так же тонко, заливисто и голосисто, как на травле волка, Кривошлыков крикнул:

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Эпӗ ӑна Рагулин ҫинчен калама пуҫларӑм, вӑл ман ҫине кашкӑр пек пӑхса илчӗ…

Я ему насчет Рагулина намекнул, так он на меня таким зверюкой посмотрел…

XXVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Хӑйсем «кашкӑр йӑвинчен» ҫӑлӑнса тухнӑшӑн савӑннипе, казаксем ҫул тӑршшӗпех юрласа пычӗҫ.

Весь переход шли с песнями, радуясь, что вырвались из «волчьего кладбища».

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Ман кашкӑр ами килсе курӑнас ҫук ӗнтӗ, урӑххипе ҫыпӑҫнӑ.

— Моя волчиха не приедет, отроилась.

IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хӑйӗн те ҫав унӑн ҫак тискер кайӑкӑннипе пӗрешкелли сахал мар: утнӑ чух тукмак пек йӑванса утать, симӗс те кӗҫ-вӗҫ сиксе тухас пек пысӑк куҫӗсем ялан куҫ айӗн пӑхаҫҫӗ; пуҫне те пулин кашкӑр майлах лӳперрӗн пӑркалать: контузи пулнӑ мӑйне хускатмасть, ӑҫта та пулин пӑхмалла пулсан, пӗтӗм кӗлеткипе ҫаврӑнса пӑхать.

Было много в нем от звериной этой породы: в походке увалистой — шаг в шаг, в манере глядеть исподлобья зелеными зрачкастыми глазами; даже в повороте головы: никогда не вертел Митька контуженной шеей — поворачивался всем корпусом, коли надо было оглянуться.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Унӑн йӗрсе пӑрахнӑ тути-ҫӑварӗнчен юрӑ мар, темле выҫӑ кашкӑр усаллӑн ӳлени янӑраса тухать тейӗн.

Не песня, а волчий нарастающий вой рвался из его оскаленного рта.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Местечкӑна пырса кӗнӗ чух вӑл темле ҫеҫ патруль ҫине ҫитсе тӑрӑнмарӗ, ҫавӑнпа та халӗ кашкӑр пек хыпаланса, хӳмесем ҫумне йӑпшӑнкаласа, сылтӑм аллине шинель кӗсйинчен кӑлармасӑр асӑрханса утать.

При входе в местечко он едва не наткнулся на патруль и теперь шел с волчьей торопкостью, прижимаясь к заборам, не вынимая правой руки из кармана шинели.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Таҫта кашкӑр ами уласа ярать.

Где-то взвыла волчица.

Ҫил-тӑман // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

«Тахҫанах юрланӑччӗ эпӗ, каччӑ чухнех, халӗ манӑн сассӑм типсе ларчӗ, юррӑмсене пурнӑҫ касса татрӗ. Каятӑп акӑ ют ҫын арӑмӗ патне, курмашкӑн, килсӗр-ҫуртсӑр, тӑван кӗтессӗр, тип ҫырмари кашкӑр пек…» — шухӑшларӗ Григорий, пӗр виҫеллӗ ыткӑнупа утса, хӑйӗн тӗлӗнмелле майлӑн йӗркеленнӗ пурнӑҫӗнчен кулса.

«Давно играл я, парнем, а теперь высох мой голос и песни жизнь обрезала. Иду вот к чужой жене на побывку, без угла, без жилья, как волк буерачный…» — думал Григорий, шагая с равномерной усталостью, горько смеясь над своей диковинно сложившейся жизнью.

24 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Е унӑн кӑкӑрӗнче кашкӑр чӗри тетӗр-им? —

Аль у него волчиное сердце в груди? —

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Кашкӑр чӗри сан ӑшӑнта е нимӗнле чӗре те ҫук пулӗ.

— Волчиное в тебе сердце, а может, и никакого нету.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Тата тепӗр инкек пулчӗ, ҫӑварнире виҫӗ сурӑха кашкӑр тытрӗ.

А ишо беда: на Масленую зарезал волк трех овец.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий унӑн урисене чӗркесе лартрӗ, унтан кашкӑр тирӗ ҫине бархат турттарса тунӑ ашӑкне — ҫуна виткӗчине тӳмелесе хучӗ.

Григорий укутал ему ноги, пристегнул волчью, обшитую бархатом полсть.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Вилес умӗн юлашки хут шӑлӗсене сайран шартлаттарса, чӗркуҫҫийӗ тӗлӗнчен пӗр пайӑрка кӑвак тӗкне тӑпӑлтарса кӑларнӑ кайри урине ҫӳлелле тӑратса выртакан кашкӑр ҫине тӗллесе кӑтартрӗ пан.

— Пан указал ногой на волка, в агонии редко клацавшего зубами, поднимавшего кверху выпрямленную заднюю ногу с бурым свалявшимся клоком шерсти на лодыжке.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Йытӑсем кашкӑр ҫине пур енчен те сиксе ларчӗҫ.

Собаки насели на волка с разных сторон.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ястреб ятлӑ сӑрӑ тӗслӗ ватӑ йытӑ, пӗтӗм вӑйран пынӑ ҫӗрте кашкӑр урлӑ ыткӑнса кайса, ҫӗре персе анчӗ, малти урисене хуҫлатса, ватӑ ама йытӑ, чарӑнас тесе, купарчипе муклашкаллӑ тӑпрана шӑйӑрттарса илчӗ; чарӑнаймасӑр, кашкӑр ҫине ҫитсе ҫапӑнчӗ.

Седой кобель Ястреб с разлета перемахнул через него и упал, поджимая передние ноги; старая сука, пытаясь остановиться, чертила задом бугристую пахоту, не удержавшись, напоролась на волка.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Шӑп ҫакӑнта, кӗтмен ҫӗртенех, кашкӑр купарчине тарӑн йӑрана усса ларчӗ.

И тут-то неожиданно волк сел, опустив зад в глубокую борозду.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий пуҫне ҫӗклесе пӑхрӗ те икӗ казак, акалама пӑрахса, ҫырманалла кӗрсе кайма тапаҫланакан кашкӑр ҫулне пӳлмелле чупнине курчӗ.

Григорий увидел, как двое казаков, бросив плуг, бежали наперерез волку, норовившему прорваться к логу.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех