Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

районӗнчи (тĕпĕ: район) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пирӗн яла, Куславкка районӗнчи Энтри Пасарне, шӑл тухтӑрӗсем сайра хутра кӑна килетчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Юрий Зорин: Шӑл ыратни мӗн таран тертлине лайӑх пӗлетӗп // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Муркаш районӗнчи Купӑрля ялӗ хӑйӗн ентешне Николай Никольские манӑҫа кӑларман.

Куҫарса пулӑш

Купӑрля ӑс-хакӑл управҫине пуҫ тайрӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Шӑп та лӑп 20 ҫул каялла Ҫӗмӗрле районӗнчи Мисчӗ станцинче техногенлӑ катастрофа пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Мисчӗре катастрофа пулнӑранпа — 20 ҫул // Софья Савнеш. http://chuvash.org/news/12354.html

Александра Яковлевна Шарфунова 1942-1944 ҫулсенче Новосибирск облаҫӗнче Болотнинск районӗнчи Александровка ялӗнчи колхоза ертсе пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Алена Аршинова: «Ҫӗнтерӳ кунӗ - чи пысӑк уяв» // Алена Аршинова. «Елчӗк Ен», 2016.05.11

Шӑп та лӑп 20 ҫул каялла Ҫӗмӗрле районӗнчи Мисчӗ станцинче техногенлӑ катастрофа пулнӑ.

Ровно 20 лет назад на станции Мыслец Шумерлинского района произошла техногенная катастрофа.

Мисчӗре катастрофа пулнӑранпа — 20 ҫул // Софья Савнеш. http://chuvash.org/news/12354.html

Карели АССРӗн Лоухи районӗнчи Сосновка поселокӗнче тӑванла масарта виҫӗ пин ытла салтак канӑҫ тупнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кӗҫтук Кольцов сӑмахӗсем — Карелири гранит ҫинче // Елена ЛУКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.02.04, 4 (6097) №

Константин Кольцов 1916 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Анат Сурӑм ялӗнче йышлӑ хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кӗҫтук Кольцов сӑмахӗсем — Карелири гранит ҫинче // Елена ЛУКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.02.04, 4 (6097) №

Канаш районӗнчи Анат Сурӑм ялӗнче пулнӑ май поэтӑн чылай ҫырӑвне, пичетленсе ӗлкӗреймен сӑввисене алла тытса куртӑм.

Куҫарса пулӑш

Кӗҫтук Кольцов сӑмахӗсем — Карелири гранит ҫинче // Елена ЛУКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.02.04, 4 (6097) №

Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, ирхи 8 сехетре, Чӗмпӗр облаҫӗнчи Чӑнлӑ районӗнчи Каша ялӗнче Владимир Сатай (Цирюльников) поэта асӑнса бюст уҫнӑ.

Вчера в 8 часов утра состоялось открытие памятного бюста поэту Владимиру Сатаю (Цирюльникову) в селе Кайсарово Цильнинского района Ульяновской области.

В. Сатай поэт палӑкне уҫнӑ // Вика Сорокина. http://chuvash.org/news/12331.html

Вӑрҫӑ паттӑрӗсен йышӗнче Элӗк районӗнчи хӗр-хӗрарӑмсем пуррине те палӑртма кӑмӑллӑ.

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫӗнтерӳҫӗ салтак асра // Надежда СЯДАРОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.06

Январӗн 26-мӗшӗнче Калитӑн ҫурҫӗр районӗнчи пунктне тапӑннӑ чухне Казаков майорпа салтаксен пӗр ушкӑнӗ нимӗҫсен блиндажне гранатӑсем пӑрахнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫӗнтерӳҫӗ салтак асра // Надежда СЯДАРОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.06

Ӑна Курск облаҫӗнчи Прохоровски районӗнчи Правороть салинче пытарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫӗнтерӳҫӗ салтак асра // Надежда СЯДАРОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.06

Шупашкар районӗнчи Турикассинче ҫуралса ӳснӗ Аполинария Семеновнӑпа 30 ҫул пӗрле пурӑнаҫҫӗ.

С Аполинарией Семеновной, родившейся в Турикассах Чебоксарского района, живут 30 лет.

Шупашкар калаҫать // Ирина ПАРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Владимир Сурков Патӑрьел районӗнчи Пӑлакасси ялӗнче нумай ачаллӑ хресчен ҫемйинче ҫуралса ӳснӗ.

Владимир Сурков родился в многодетной крестьянской семье в деревне Булаково Батыревского района.

Шупашкар калаҫать // Ирина ПАРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

ӑрмар районӗнчи Аслӑ Чак ял тӑрӑхне кӗрекен Атнаш питӗ илемлӗ тӑрӑхра вырнаҫнӑ.

Атнаши, входящая в состав сельского поселения деревни Большие Чаки Урмарского района, расположена в очень красивой местности.

Йӗри-тавра пӗве, пусӑра шыв ҫук... // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Элӗк районӗнчи Вырӑс Сурӑм ялӗнче пысӑк инкек сиксе тухнӑ.

Страшная трагедия случилась в селе Русская Сорма Аликовского района.

Элӗк районӗнче 7 ҫын ҫунса вилнӗ // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/12303.html

1950-1984 ҫулсенче пушар хуралӗн тытӑмӗнче вӑй хунӑ: Патӑрьел районӗнчи патшалӑх пушар надзорӗн /ППН\ инспекторӗнчен пуҫласа Комсомольски районӗнчи ППН инспекцийӗн пуҫлӑхне ҫитнӗ, унтан ӑна Шупашкар районне куҫарнӑ.

1950-1984 годах работал в структуре пожарной охраны: с инспектора государственного пожарного надзора (ГПН) Батыревского района дошел до начальника инспекции ГПН Комсомольского района, затем его перевели в Чебоксарский район.

Аркадий Петров: Ҫара юрӑхсӑррине ҫирӗплетсен те вӑрҫа кайрӑм // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.06, 69№

Патӑрьел районӗнчи Тӑрӑнта ҫуралса ӳснӗ, хальхи вӑхӑтра Лапсарта пурӑнакан Аркадий Никифорович Петров вӑрҫӑ мӗн иккенне кам та пулин каласа кӑтартнӑ е тӗрлӗ фильмпа литература тӑрӑх мар, хӑй фронтра малти линире пулнӑран питӗ лайӑх пӗлет.

Уроженец Батыревского района деревни Турун, ныне живущий в Лапсарах, Аркадий Никифорович Петров знает хорошо что такое война не понаслышке или по разным фильмам и литературе - он сам был на передовой линии фронта.

Аркадий Петров: Ҫара юрӑхсӑррине ҫирӗплетсен те вӑрҫа кайрӑм // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.06, 69№

Патӑрьел районӗнчи Пӑлапуҫ Пашьелӗнчи вӑтам шкулта «Илемпипе Сентти» пултарулӑх конкурсӗ иртнӗ.

В Балабаш-Баишевской сердней школе Батыревского района прошел конкурс творчества «Илемби и Сентти».

Илемписемпе Сенттисем ӑмӑртнӑ // Галина Никитина. http://chuvash.org/news/12294.html

Канаш районӗнчи уй-хирте 200 ытла трактор кӗрлевӗ тавралӑха куллен сарӑлать.

Каждый день на полях Канашского района раздаётся вокруг гул более 200 тракторов.

Уй-хирте техника кӗрлет // Семен ВАСИЛЬЕВ. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех