Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ачасем (тĕпĕ: ача) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шыраканӗсем нумайӑшӗ шырама пӑрахнӑ та хӑйсен яланхи ӗҫӗсем патне таврӑннӑ, паллах, ачасем тупӑнас ҫук ӗнтӗ, тесе шутланӑ вӗсем.

Многие из горожан бросили поиски и вернулись к своим обычным делам, говоря, что детей, видно, уж не найти.

32-мӗш сыпӑк. «Тухӑр! Тупӑнчӗҫ!» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Пӗчӗк хула Санкт-Петербург халӗ те траурлӑ-ха: ҫухалнӑ ачасем тупӑнман-ха.

Городок Сент-Питерсберг все еще оплакивал пропавших детей, они так и не нашлись.

32-мӗш сыпӑк. «Тухӑр! Тупӑнчӗҫ!» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ачасем хыпашласа хӑйсен шывӗ патне утса ҫитнӗ.

Дети ощупью нашли дорогу к источнику.

31-мӗш сыпӑк. Тупӑннӑ та каллех ҫухалнӑ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ачасем юлашки ҫурта татакӗ ҫинчен куҫне илмесӗр пӑхса ларнӑ, вӑл хуллен, нимӗн хӗрхенӳсер ирӗлсе пӗтсе пынине асӑрхаса пӑхнӑ.

Дети не сводили глаз с крохотного огарка, следя, как он медленно и безжалостно таял.

31-мӗш сыпӑк. Тупӑннӑ та каллех ҫухалнӑ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ачасем калаҫма пӑрахнӑ та шухӑша кайнӑ.

Дети примолкли и задумались.

31-мӗш сыпӑк. Тупӑннӑ та каллех ҫухалнӑ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ачасем ӑна астуса пӑхасшӑн пулман, мӗншӗн тесен, кашни минутах питӗ хаклӑ чухне хӑйсем ҫакӑнта ларасси ҫинчен шухӑшласанах, вӗсене хӑрушшӑн туйӑнса кайнӑ: нимӗн пӗлмесӗр кирек те хӑш еннелле кайсан та, вӗсем ҫапах ӗнтӗ малалла кайнӑ.

Дети не хотели ей поддаваться: им было страшно даже подумать, как это они будут сидеть, когда надо дорожить каждой минутой.

31-мӗш сыпӑк. Тупӑннӑ та каллех ҫухалнӑ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ачасем тӑп тӑрса итленӗ, анчах никам та хирӗҫ чӗнекен пулман.

Дети долго стояли, прислушиваясь, но никто им не ответил.

31-мӗш сыпӑк. Тупӑннӑ та каллех ҫухалнӑ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫакӑнта тин ачасем ҫӗр айӗнчи шӑтӑкра нимӗнле сас-чӗвӗ те пулманнине асӑрхаса илнӗ, ҫак шӑплӑх ачасен чунне темӗнле пусаркӑҫпа пусса лартнӑ пекех пулнӑ.

Тут в первый раз гнетущее безмолвие пещеры наложило на них свою холодную руку.

31-мӗш сыпӑк. Тупӑннӑ та каллех ҫухалнӑ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫара ҫерҫисем ачасем хыҫҫӑн нумайччен хӑваласа пынӑ.

Летучие мыши гнались за детьми довольно долго.

31-мӗш сыпӑк. Тупӑннӑ та каллех ҫухалнӑ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Хайхи коридорпа кайсан, ачасем часах ытармалла мар хитре ҫӑлкуҫӗ патне пырса тухнӑ.

По этому коридору они скоро пришли к прелестному роднику.

31-мӗш сыпӑк. Тупӑннӑ та каллех ҫухалнӑ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ачасем, ҫав шӑтӑк хитрелӗхне пӑхса савӑнса, унӑн йӗри-тавра утса ҫаврӑннӑ та унтан пӗр коридорӗпе тухнӑ, — ҫакӑнта темӗн чухлӗ коридор пырса ҫыпҫӑннӑ-мӗн.

Дети обошли ее кругом, восторгаясь и ахая, и вышли по одному из множества боковых коридоров.

31-мӗш сыпӑк. Тупӑннӑ та каллех ҫухалнӑ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ачасем!

Ребята!

30-мӗш сыпӑк. Томпа Бекки ҫӗр ӑшӗнчи шӑтӑкра // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Манӑн ачасем те каяҫҫӗ.

Мои ребята тоже пойдут с ними.

30-мӗш сыпӑк. Томпа Бекки ҫӗр ӑшӗнчи шӑтӑкра // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ачасем те персе ячӗҫ.

Ребята мои тоже.

30-мӗш сыпӑк. Томпа Бекки ҫӗр ӑшӗнчи шӑтӑкра // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Эпӗ ачху! туса ятӑм ҫеҫ, ҫав мошенниксем сукмак ҫинчен тӗмсем хушшинелле вӗлт ҫеҫ кӗрсе кайрӗҫ, тӗмсем ӑшӗнче туратсем ҫӑтӑртатма пуҫларӗҫ, эпӗ: «Перӗр, ачасем!» — тесе кӑшкӑратӑп.

Только чихнул, эти мошенники зашуршали — и в кусты, а я кричу: «Пали, ребята!»

30-мӗш сыпӑк. Томпа Бекки ҫӗр ӑшӗнчи шӑтӑкра // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Эпӗ те, ачасем те эсӗ пирӗн патӑрта ҫывӑратӑп пулӗ тесе шухӑшланӑччӗ.

А мы с ребятами ждали тебя вчера, думали, что ты у нас заночуешь.

30-мӗш сыпӑк. Томпа Бекки ҫӗр ӑшӗнчи шӑтӑкра // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Анчах ҫапах та, ачасем, кӗртӗр-ха ӑна.

Пустите его все-таки, ребята.

29-мӗш сыпӑк. Гек тӑлӑх арӑма ҫӑлать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ку сасӑ, ҫав хайхи палламан ҫыннӑн, тухатса хунӑ ҫуртра ачасем илтнӗ сасӑ пулчӗ.

Теперь говорил тот оборванец, бродяга из старого дома.

29-мӗш сыпӑк. Гек тӑлӑх арӑма ҫӑлать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ачасем савӑннӑ, хытӑ хашканӑ, хӑйсем ҫине ҫурта ҫӑвӗ тумлатса пӗтернӗ, тӑмпа вараланса пӗтнӗ, куна аван ирттернӗшӗн хавасланнӑ.

Все веселые, закапанные с ног до головы свечным салом, перепачканные в глине и очень довольные проведенным в пещере днем.

29-мӗш сыпӑк. Гек тӑлӑх арӑма ҫӑлать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ачасем ушкӑнӗпех ҫыраналла тухрӗҫ, часах вара вӑрманта инҫетре тата чул сӑрт тӑррисем ҫинче кӑшкӑрашни, кулни янрама пуҫларӗ.

Толпа высыпала на берег, и скоро повсюду в лесу и на крутых склонах раздались крики и смех.

29-мӗш сыпӑк. Гек тӑлӑх арӑма ҫӑлать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех