Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫакӑн пек пӗр-пӗрне пӑхнине вӗсем, тен, хӑйсем те туйнӑ пулӗ, ҫавӑнпа вӗсем, кулса, кашни хӑй ӑшӗнче шутланӑ: Наталья Павловна тахҫан ӗлӗк хӑй те Ирина пек хитре те ҫамрӑк пулни ҫинчен; ҫакӑн пекех ӑна та кирек епле кӗпе те килӗшнӗ; унӑн ҫамрӑк кӑвак куҫӗсем те ҫакӑн пекех йӑлтӑртатнӑ…
XXII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
— Акӑ вӑл, казаксен авалхи ялӗ, тахҫан ӗлӗк пирӗн асаттесен крепоҫӗ пулнӑскер, пирӗн умра ларать.— Вот оно, старинное казачье поселение, бывшее когда-то крепостью наших предков, лежит перед нами.
III // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Анчах ҫавсем пурте пӗр уйӑх маларах мар, тахҫан — те хӑй яш чухне, те ача чухне пулса иртнӗн туйӑнчӗҫ ӑна.
XX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Марийкӑна чи малтан курсан шухӑшланӑ пек, халь те Лозневой ҫапла шухӑшларӗ: «Таҫта, тахҫан ӗлӗкех курнӑ пек туйӑнать ку мана…»
XV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Таҫта, тахҫан курнӑ вӑл ӑна, тата пит час-час курнӑ пек.
II // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Ҫавнашкалах хам та эпӗ ачаш ҫуркуннерен тахҫан ӗлӗкех уйрӑлма ӗлкӗрнӗ.
Хут ҫӗлен // Аркадий Малов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 105–109 стр.
Тахҫан пӗрре, хальхи пекех хӗллехи уяр кун вӑл хӑйӗн пулас арӑмне уншӑн пур йывӑрлӑхсене те ҫӗнме хатӗрри ҫинчен, кирек мӗн тума та пултарни ҫинчен каланӑччӗ.
Телейлӗ ҫемье // Николай Петров. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 93–104 стр.
Чжун Ми ӑна тахҫан лотоссем валли алтнӑ, анчах шыв ҫине пӗр лотос та хӑпарса курман.
Кӑвакал мыскари // Степан Апаш. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 71–75 стр.
Вӑл, тахҫан курнӑ сӑнарсене асӗнче тепӗр хут курма тӑрӑшнӑ пек, тарӑн шухӑша путнӑ.— Он глубоко задумался, как бы восстанавливая в памяти прошлое.
Кӑвакал мыскари // Степан Апаш. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 71–75 стр.
Вӑл хӑй тахҫан курса ҫӳренӗ Бирма ҫинчен шухӑшлать, унти ҫуллахи каҫсене аса илет…Он думал о Бирме, по которой когда-то путешествовал, и вспоминал бирманские летние ночи…
Кӑвакал мыскари // Степан Апаш. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 71–75 стр.
Вӑл спектакле эпӗ, юмахсенче каланӑ пек, «тахҫан авалах» курнӑ.А великолепный спектакль, о котором я сейчас упомянул, я увидел, как говорится, в далекие времена.
Ялти спектакль // Николай Сандров. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 53–70 стр.
Ку вӑхӑт тӗлне эпӗ, тахҫан пӗрре илтнӗ барабан шавӗ ҫинчен манса кайнӑ ӗнтӗ, ҫавӑнпа та «Пӗрремӗш театра» кайма шутларӑм.
Ялти спектакль // Николай Сандров. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 53–70 стр.
Тахҫан ҫак аласем яка та ҫирӗп пулнӑ, халӗ вӗсем хытса ларнӑ, хыр хуппи пек ҫурӑла-ҫурӑла кайнӑ.
Тӑван ял // Николай Иванов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 17–30 стр.
Кун И-цзи ҫинчен куҫ хыҫӗнче вӑл тахҫан вӗренни ҫинчен, анчах кашнинчех пӗрремӗш экзаменра путланни ҫинчен тата пурӑнмалӑх ӗҫлесе тупма вӗренсе ҫитейменни ҫинчен калаҫнине итлекелеме тӗл килетчӗ мана.
Кун И-цзи // Хӗветӗр Уяр, Михаил Рубцов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 3–12 стр.
Кашни ҫӗнӗ ҫын ҫине Володя, пукан ҫинчен сиксе тӑрса, тахҫан курман ҫывӑх тус пулнӑ пек, хавхаланса ачашшӑн пӑхать.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
— Анчах эсӗ мӗн пире тахҫан ӗмӗрхи Спартак ҫинчен калатӑн!
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Тахҫан эс Фирсов пулнӑ, халӗ фрицсен йытти пултӑн».
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Партизансем ҫӗр айне аниччен тахҫан малтанах вӗсем Ланкина отрядӑн вӑрттӑнлӑхне пӗлтернӗ.Еще задолго до ухода партизан под землю они доверили Ланкину тайну отряда.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Чӑннипе каласан, Володя тахҫан вуланӑ Аксаков юмахӗн содержанине кӑштах манса та кайнӑ.Володя, признаться, немножко уж забыл содержание давно прочитанной им аксаковской сказки.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Тахҫан ӗлӗк-авал Ахиллес паттӑр пулнӑ, тет, ӑна никам та ҫӗнтереймен, никам та сиен тӑвайман.Вот был такой древний герой Ахиллес, непобедимый и неуязвимый.
Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.