Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хӗре арҫынсен кӑмӑлне каяс шутпа куҫӗсене вылятнисӗр пуҫне урӑх нимӗн те тума юрамасть, терӗ Катя пӗр калаҫура, ҫакӑн хыҫҫӑн тин куҫсене ҫавнашкал ӑнланмалла мар юриех вылятнисем, ыттисене пачах тӗлӗнтермен пек туйӑнаканскерсем, мӗне пӗлтернине ӑнкарса илме пултартӑм.
IV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫуллахи кун ҫумӑрлӑ кичем ҫанталӑкра ҫывӑрма выртма, хӗвел анаспа вӑранса куҫ уҫма, чӳречен анлӑ тӑваткӗтеслӗхӗнче, хӑмпӑлчӑланса чӳрече янахне хулӑ пек пыра-пыра ҫапӑнакан пир каркӑҫ айӗнчен, ҫӑка аллейин ҫумӑрпа йӗпеннӗ сулхӑн хӑмӑр кӑвак енне тата чалӑшшӑн ӳкекен ҫап-ҫутӑ пайӑркасемпе ҫуталнӑ садри нӳрӗ сукмака курма, кӗтмен ҫӗртен садри вӗҫен кайӑксен хаваслӑ пурнӑҫне илтме, кантӑк лаптӑкӗнче хӗвел ҫутипе витӗр курӑнса явӑнакан хурт-кӑпшанка асӑрхама, ҫумӑр хыҫҫӑнхи сывлӑш шӑршине туйма, «каҫ пулас умӗнхи ҫакнашкал вӑхӑта ҫывӑрса ирттерме намӑс мар-и мана» тесе шухӑшлама тата пурнӑҫпа хӗпӗртесшӗн сада чупса тухас шутпа хӑпӑл-хапӑл сиксе тӑма тӗл килнӗ-и сире?
II сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӗреннисӗр пуҫне эпӗ тата акӑ мӗн турӑм: улах вырӑнта ҫыхӑнусӑр ӗмӗтсемпе тата шухӑшсемпе йӑпанса лартӑм, тӗнчере вӑйлӑ ҫын пулас шутпа гимнастика турӑм, пӗр тӗллевсӗр-мӗнсӗр мӗнпур пӳлӗмсем тӑрӑх тата уйрӑмах хӗр-тарҫӑсен пӳлӗмӗн коридорӗ тӑрах сулланса ҫӳрерӗм, час-часах хам ҫине тӗкӗр витӗр пӑхрӑм, анчах ун патӗнчен эпӗ кашнинчех хуйха ӳксе тата хамран хам йӗрӗнсе пӑрӑна-пӑрӑна кайрӑм.
I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Апла сирӗн шутпа хӑйне хӑй юратни мӗн вӑл? — терӗ Нехлюдов, мана вӑл кӑштах йӗрӗнчӗклӗн кулнӑ пек туйӑнчӗ.
XXVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Ман шутпа, кашни ҫынах хӑйне хӑй юратать, тата этем кирек мӗн тутӑр, — пурне те хӑйне хӑй юратнине пула тӑвать.— Я думаю, что всякий человек самолюбив, и все то, что ни делает человек, — все из самолюбия.
XXVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Володьӑн театра питӗ каяс килнине эпӗ пӗлетӗп; унта кайма вӑл укҫи ҫуккипе кӑна килӗшмест, тепре шалу иличчен пилӗк тенкӗ кивҫен укҫа дворецкинчен ыйтса илес шутпа тухрӗ халь.
XXVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ ҫӑкӑн ҫинчен хам мӗнешкел уссӑр шухӑшланисене вулакана ӑнлантарас шутпа кӑна каласа патӑм.
XIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пӗррехинче ман пуҫа: телей тулашри сӑлтавсенчен мар, ҫав сӑлтавсем ҫине хамӑр епле пӑхнинчен килет, тертсене тӳссе ирттерме хӑнӑхнӑ ҫын телейсӗр пулма пултараймасть, текен шухӑш пырса кӗчӗ те, эпӗ, хама ӗҫе хӑнӑхтарас шутпа, Татищев лексиконӗсене пилӗкшер минут хушши алӑсене тӑсса тытса тӑтӑм, алӑсем тем тери ыратсан та тӳсрӗм, е чӑлана кӗрсе, хама ҫара ҫурӑм тӑрӑх кантӑрапа куҫҫуль тухичченех ҫатлаттартӑм.
XIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ кукамай аллине чуптӑвас шутпа унӑн кресли патне ҫывхарсан, вӑл тепӗр еннелле пӑрӑнчӗ те аллине мантилья айне пытарчӗ.
XVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫак ыйтӑва татса парас шутпа пуҫа ҫӗмӗрсе ларнӑ вӑхӑтра ман тӗрмен ҫӑри шӑтӑкӗнче уҫӑ ҫаврӑнса илчӗ те, пӳлӗме хаяр та сивӗ сӑнлӑ Сен-Жером кӗрсе тӑчӗ.
XVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Шӑпама пӗлес шутпа эпӗ вӑрахчен асапланса лартӑм; анчах ман куҫӑмсене халлӗхе хӑрушла кичем инҫет кӑна курӑнать.
XV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӗсен вӑрттӑнлӑхне пӗлес шутпа фортепьяно хыҫӗпе йӑпшӑнса пытӑм та ҫакна куртӑм: Катя, батист тутӑра ик вӗҫӗнчен чаршав пек тытса Сережӑпа Соня пуҫӗсене хупӑрласа тӑрать.
ХIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Аттепе Johann шӑллӑм хулана пычӗҫ те, эпир кам Soldat пулассине, кам Soldat пулмассине пӗлес шутпа Loоs яма кайрӑмӑр.
VIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Лешӗ ӑна ман шутпа малтанхи тутӑрах парсан, кукамай ҫапла каларӗ:Когда она подала ей, как мне показалось, тот же самый платок, бабушка сказала:
VII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ирхи тутлӑ ыйха тепӗр чӗрӗк сехете те пулин тӑсас шутпа мӗн тери хутланкаласан та, чееленсен те, ҫиленсен те, Василин иккӗленӳсӗр сӑнӗ ҫине пӑхсан, вӑл сана итлес ҫуккине, тӑмасан утияла татах ҫирӗм хут та сирме хатӗррине куратӑн та, ирӗксӗрех сиксе тӑрса, картишне ҫӑвӑнма чупса тухатӑн.
I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ман шутпа ҫакнашкал инкек хыҫҫӑн мӗн пурри йӑлтах улшӑнмаллаччӗ; пирӗн пурнӑҫ йӗрки яланхилле пулни унӑн ятне хисепе хуманнине пӗлтернӗн туйӑнчӗ, вӑл ҫуккине ытла та уҫҫӑн аса илтерсе тӑчӗ.
XXVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫавнашкал япӑх пулса ан кайтӑр тесе, эпӗ леш пӗрремӗш мӑшӑрти ҫамрӑк ҫын питӗ илемлӗ тунӑ ҫаврӑма тӑвас шутпа кӑштах чарӑнтӑм.
XXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пӗрле ташланӑ пысӑк хӗр ҫаврӑм тунӑ чух мана асӑрхарӗ те, каварлӑн йӑл кулса, — кукамай кӑмӑлне тупас шутпа пулас, — ман патӑма Соньӑна тата княҫӑн йышлӑ хӗрӗсенчен пӗрне ертсе пычӗ.
XXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пирӗнпе паллашни хӑйӗн ывӑлне мӗнле те пулин чыс кӳме е савӑнтарма пултарать тесе шухӑшлать пулсан, вӑл ку тӗлӗшпе хытӑ йӑнӑшать, мӗншӗн тесен эпир Иленькӑпа туслӑ пулман ҫеҫ мар, унран кулас шутпа кӑна сӑмах хушнӑ.
XIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Эпӗ сире чӑн-чӑн тус пулнӑран калам, — пӳлчӗ ӑна кукамай хурлӑхлӑ сасӑпа, — ман шутпа, ҫавсене вӑл хӑй кунта пӗччен пурӑнассишӗн, клубсем тӑрӑх, хӑнаран хӑнана сулланса ҫӳрессишӗн (турӑ пӗлет, мӗншӗнне) сӑлтава персе кӑна калать; Наташа вара ҫакӑн ҫинчен пачах пӗлмест.
XVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.