Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ахальтен сăмах пирĕн базăра пур.
ахальтен (тĕпĕ: ахальтен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӑна ахальтен палӑртман.

Его не с проста отметили.

Вӑхӑтра сипленмелле // Л.ХАБИБРАХМАНОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

1. Эй тӑванӑмсем, эпӗ сире хам пӗлтернӗ Ырӑ Хыпара астутаратӑп; эсир ӑна йышӑнтӑр, ӑна тытса та тӑратӑр; 2. пурне те эпӗ хӑвӑра каласа панӑ пек тытса тӑратӑр пулсассӑн, эсир ахальтен анчах ӗненмен пулсассӑн ҫав Ырӑ Хыпар урлӑ ҫӑлӑнатӑр та.

1. Напоминаю вам, братия, Евангелие, которое я благовествовал вам, которое вы и приняли, в котором и утвердились, 2. которым и спасаетесь, если преподанное удерживаете так, как я благовествовал вам, если только не тщетно уверовали.

1 Кор 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

23. Вӗсем сире лӑплантарӗҫ, вӗсем хӑйсене мӗнле тыткаланине, вӗсен ӗҫӗсене курсан, эсир лӑпланатӑр; ҫав хулара тунӑ мӗнпур ӗҫе Эпӗ ахальтен туманнине пӗлетӗр вара, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.

23. Они утешат вас, когда вы увидите поведение их и дела их; и узнаете, что Я не напрасно сделал все то, что сделал в нем, говорит Господь Бог.

Иез 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Шуйттан Ҫӳлхуҫана хуравласа каланӑ: Иов вӑл Турӑран ахальтен хӑраса пурӑнать-им? тенӗ.

9. И отвечал сатана Господу и сказал: разве даром богобоязнен Иов?

Иов 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Кам пӗлет, ҫак вӑхӑтра, тен, эсӗ ахальтен мар патша майри пулма тивӗҫрӗн? тенӗ Мардохей.

И кто знает, не для такого ли времени ты и достигла достоинства царского?

Эсф 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ахальтен мар вӗт чӑваш хӗрарӑмӗсем – культурӑн чӑн управҫисем – мӗн ӗлӗкрен хӑйсен ачисене ӗҫе юратма, аслисене хисеплеме, чараклӑ, йӗркеллӗ тата сӑпайлӑ пулма вӗрентсе ӳстернӗ.

Не случайно веками чувашские женщины – хранительницы истинной культуры – воспитывали в детях трудолюбие, уважение к старшим, сдержанность, порядочность, скромность.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Культура ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2012) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&l ... id=1371586

Ахальтен мар-тӑр 2015 ҫулта Чӑваш Енри 9 шкула Раҫҫейри ТОП-500 йышне кӗртнӗ, 12-шӗ — ҫӗршыври ялти чи лайӑх 200 шкул шутӗнче.

Куҫарса пулӑш

Инвестицисем — ҫамрӑксене аталантарма… // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

«Пӗчӗк хуранӑн пӑтти тутлӑ», — тесе ахальтен каламан-тӑр несӗлӗмӗрсем: ӗҫчен те пултаруллӑ ентешсен ҫитӗнӗвӗсем ыттисене кӑтартмалӑх, тивӗҫлипе хаклаттармалӑх пур.

Куҫарса пулӑш

Инвестицисем — ҫамрӑксене аталантарма… // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

«Раҫҫейре икӗ ҫивӗч ыйту: ухмахсем тата ҫулсем», — тени ахальтен мар пуль.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн ҫулсем мӗншӗн начар? // Софья Савнеш. http://chuvash.org/blogs/comments/2697.html

Ахальтен мар ӗнтӗ пархатарлӑ ӗҫпе ҫӗнсе илнӗ медальсем, Тав хучӗсем чылай унӑн.

Куҫарса пулӑш

Техника штурвалне алӑран яман // Владимир ЕГОРОВ. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.18

Ахальтен мар ӗнтӗ 100 ҫул пурӑнма ӗмӗтленет вӑл.

Не зря, наверное он мечтает прожить 100 лет.

Сывлӑхне ҫапла ҫирӗплетнӗ // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Ахальтен мар вӑл районти лидерсен конкурсне хутшӑнса виҫҫӗмӗш вырӑна тухнӑ.

Недаром она заняла третье место, участвуя в районном конкурсе лидеров.

Хаҫат-журнал вулакан — хастар пулакан // Лариса ПЕТРОВА. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№

13. Халӑхра кӑшман пӗтӗм чиртен хӑтарать тесе ахальтен каламаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Атеросклероза парӑнтарасчӗ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№

Ача чухнехи ырӑ шухӑш-туйӑм хӑварнӑ самантсене ӑнсӑртран аса илсе ӑшри кӑмӑла вулаканӑмпа ахальтен пайламарӑм.

Куҫарса пулӑш

Пин хут илтиччен... // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

— Ҫӗршыври паллӑ вуза — Мускав патшалӑх университетне — вӗренме каймашкӑн сире ахальтен суйламанах — ахӑртнех, хӑвӑр та чи тӑрӑшуллӑ студент пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Валерий КОМИССАРОВ: «Пичетленме черет кӗтекен статьясене тӗлӗкре те кураттӑм» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Ахальтен мар мӑшӑрӗ ҫине ытараймасӑр пӑхать Марина.

Куҫарса пулӑш

Ку ҫуртра ӗмӗт пурнӑҫланать // Марина ТУМАЛАНОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Ахальтен мар арҫын ачасен темиҫе ӑрӑвӗ Котовский тӗслӗхӗпе хавхаланса ӳснӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашни сăнара чун витĕр шăратса кăларнă // Интернетри форумран. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Ахальтен мар ҫар комиссариачӗсен республикӑри ӑмӑртӑвӗнче Патӑрьелсем пиллӗкмӗш ҫул — пӗрремӗшсем.

Не спроста в республиканском соревновании военных комиссариатов Батыревцы уже пятый год — первые.

Тивĕçлипе мухтанатăп // А. АНИСИМОВ. «Авангард», 2016, пуш, 4

«Эх, мӗнле хӗрарӑм», - ахальтен мар чарӑнса тӑрсах куҫ илми сӑнаҫҫӗ ӑна арҫынсем.

"Ах, какая женщина", - не зря останавливаясь, не сводя глаз смотрят на нее мужчины.

Эх, мĕнлескер... // Марина ТУМАЛАНОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.05

Ахальтен мар таврара ун пирки : «Вӑл пӑрчӑкан пек, вӑр-вар, маттур», - теҫҫӗ.

Не зря в округе про нее: "Она как трясогузка, быстрая, смелая", - говорят.

Унра вăй-хал тапса тăрать // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 4

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех