Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Чылайӑшӗ «Тӑван яла таврӑнсан», «Урхамахсем тӑраҫ тӑпӑртатса» тата ытти хӑшпӗр юррӑн сӑмахӗсем те, кӗвви те халӑхӑн тесе шухӑшлать.
Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать» // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
— Ҫартан таврӑнсан юрӑпа ташӑ ансамблӗнче ӗҫленӗ хушӑрах ытти ушкӑна та баян каласа илемлетнӗ эсир.
Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать» // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
«Ҫавал», «Тӑван кӗвӗсем» тата ытти нумай ушкӑн валли чӗринчен вун-вун композици шӑратса кӑларнӑ вӑл.
Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать» // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
Ильинка-Сӗнтӗр тӑрӑхӗнчи паллӑ ытти вырӑн: Каршлӑхри арҫынсен мӑнастирӗ, ун ҫывӑхӗнчи ҫветтуй ҫӑлкуҫсем, Мӑн Сӗнтӗрти Ҫветтуй Троица чиркӗвӗ.
Ҫитсе курӑр Муркаш тӑрӑхне // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
Вӗсенче канакансемпе сипленекенсем пушӑ вӑхӑтра чаплӑ вӑрманҫӑ Б.И.Гузовский лартса ҫитӗнтернӗ туя, юман, ытти йывӑҫ аллейинче уҫӑлса ҫӳреме пултараҫҫӗ.
Ҫитсе курӑр Муркаш тӑрӑхне // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
Актерсемпе режиссерсене Мускава, Питӗре, ытти хулана пултарулӑх лабораторийӗсене ярса ӑсталӑха туптасси йӑлана кӗнӗ.
Савӑнӑҫ, киленӗҫ кӳрекенсем // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
Ватӑсемпе чирлисем кӑна мар, союзӑн ытти шайри членӗсем те ҫурӑм хыҫӗнче ҫирӗп «тыл» пуррине туйма пултараҫҫӗ: сывлӑха ҫирӗплетес тата канӑва йӗркелес текенсене Раҫҫей Театр ӗҫченӗсен союзӗн санаторийӗсене е вырӑнти кану ҫурчӗсене канма кайма ҫӑмӑллӑх пур — путевкӑн 30 процентне союз тӳлет.
Савӑнӑҫ, киленӗҫ кӳрекенсем // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
Кану ҫуртӗнче унсӑр пуҫне ытти мероприяти те ирттернӗ.
Ку ҫуртра чӑнах та ӑшӑ // Надежда ГЕОРГИЕВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
Кашни коллективӑн — «Ҫамрӑклӑх», «Пилешӗм» ташӑ ансамблӗсен, ачасен «Шӑпчӑк» вокал, «Петрушка» пукане кружокӗсен тата ытти клубӑн — ӗҫӗ ҫинчен те каласа кӑтартмалли пурччӗ.
Ку ҫуртра чӑнах та ӑшӑ // Надежда ГЕОРГИЕВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
Ытти ҫӗрти пекех Патӑрьелти ҫул та арканса пӗтнӗ.
Пирӗн ҫулсем мӗншӗн начар? // Софья Савнеш. http://chuvash.org/blogs/comments/2697.html
Канашлура район пурнӑҫӗпе ҫыхӑннӑ ытти ыйтусене те сӳтсе явнӑ.
Пӗр пусӑм ҫӗр те акӑнмасӑр ан юлтӑр // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.03.17
Ӗнесем, ытти выльӑхсем тытакан ҫемьере ачасем ӗҫе хӑнӑхса, ӑна хаклама вӗренсе ӳсеҫҫӗ.
Пӗр пусӑм ҫӗр те акӑнмасӑр ан юлтӑр // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.03.17
Калаҫӑва пӗтӗмлетнӗ май район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Миллин кӑҫал та, ытти ҫулсенчи пекех, пӗр пусӑм ҫӗр те акӑнмасӑр юлмалла маррине палӑртрӗ.
Пӗр пусӑм ҫӗр те акӑнмасӑр ан юлтӑр // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.03.17
23300 гектарӗ ҫине пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши, ытти ҫурхи культурӑсем акса хӑвармалла.На 23300 гектарах нужно посеять зернобобовые, другие весенние культуры.
Пӗр пусӑм ҫӗр те акӑнмасӑр ан юлтӑр // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.03.17
Вырсарникун «Кашкӑр йӑвинче» сунарҫӑсен биатлонӗ тата ытти вӑйӑсем пулнӑ.
Ҫӑварнине анлӑн уявланӑ // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.03.17
Ҫав вӑхӑтрах эпир кӑларакан кӗнекесене Мускаври куравсенче те, ытти ҫӗрте те пахалӑх енчен никам та тиркемест.
Иксӗлми талант, пултаруллӑ ертӳҫӗ // Анатолий ТИМОФЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17
Тӗпрен илсен, кӗнекесене хамӑр республикӑна кӑна мар, ытти регионсене тухса ҫӳресе сутнипе, ӑнлантару ӗҫне йӗркелесе янипе.
Иксӗлми талант, пултаруллӑ ертӳҫӗ // Анатолий ТИМОФЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17
Ҫынсем, ытти издательсем мӗнле ӗҫленине куратӑн та хӑвшӑн мӗнле те пулин ҫӗннине тупатӑнах.
Иксӗлми талант, пултаруллӑ ертӳҫӗ // Анатолий ТИМОФЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17
Иртнӗ ҫулсенче Лейпцигри, Белградри тата ытти ҫӗршывсенчи Пӗтӗм тӗнчери кӗнеке куравӗсене хутшӑнни ҫинчен хавхаланса каласа панӑччӗ.
Иксӗлми талант, пултаруллӑ ертӳҫӗ // Анатолий ТИМОФЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17
Республика тата район хаҫачӗсен редакцийӗсем альтернативлӑ ҫырӑнтару мелӗпе усӑ курни (кӑларӑма вулакан патне редакци хӑех ҫитерни, хаҫат е журналӑн электрон версине сарма хӑнӑхни тата ытти те) пысӑк пӗлтерӗшлӗ.
Иксӗлми талант, пултаруллӑ ертӳҫӗ // Анатолий ТИМОФЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17