Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илнӗ (тĕпĕ: ил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗр шухӑш канӑҫ памасть мана: эпӗ ӑна маларах ӑнланса илнӗ пулсан, ӗҫе пӗлсе тытӑннӑ пулӑттӑм…

Меня терзает мысль, что если б я раньше понял ее, если б я умеючи взялся за дело…

XII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Увар Иванович алӑка уҫса пӑхрӗ, анчах пӳрнисене хускаткаласа илнӗ хыҫҫӑн пӑрӑнса кайрӗ.

Увар Иванович показался было из-за двери, но пошевелил перстами и отретировался.

XII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Старик (вӑл аллӑ ҫулсенче пулнӑ ӗнтӗ, авланасса та пит кая юлса авланнӑ) ӗҫ майсӑр пулнине кайран туйса илнӗ те Андрюшӑна пансиона вырнаҫтарнӑ.

Старик (ему было под пятьдесят лет, он женился очень поздно) догадался наконец, что дело не идет на лад, и поместил своего Андрюшу в пансион.

X // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

— Николай Артемьевич, эпӗ сире мӗнпе те пулин кӳрентертӗм пулсан, — калаҫма пуҫларӗ вӑл хисеплӗн пуҫ тайса илнӗ хыҫҫӑн, — эпӗ сиртен каҫару ыйтма хатӗр.

— Я готов извиниться перед вами, Николай Артемьевич, — проговорил он с учтивым полупоклоном, — если я вас точно чем-нибудь обидел.

VIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Вӑл шӑпах леш ҫӗвӗҫ патӗнче, картишне кӗрсе кайнӑ ҫын тем тупаймасӑр ҫӳренине ним интересленмесӗр форточкӑран пӑхса илнӗ ҫӗвӗҫ ҫуртӗнче, пушӑпа пӗрех пысӑк пӳлӗмре хваттерте тӑрать.

Он нанимал комнату у самого того портного, который столь равнодушно взирал из форточки на затруднение забредшего человека, — большую, почти совсем пустую комнату.

VII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Кайран вӑл лӑпланнӑ, хӑйӗнчен хӑй кулса та илнӗ, кун хыҫҫӑн кун ӗҫсӗр ирттернӗ, анчах кӗтмен ҫӗртен темле вӑйлӑскер, ятсӑрскер, хӑй парӑнтарайман япала унӑн ӑшчиккинче, тула тапса тухасшӑн пулса, вӗреме пуҫланӑ.

Потом она утихала, даже смеялась над собой, беспечно проводила день за днем, но внезапно что-то сильное, безымянное, с чем она совладеть не умела, так и закипало в ней, так и просилось вырваться наружу.

VI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Унӑн чунӗ вут пек хыпса илнӗ чухне те, пусӑрӑнса лӑпланнӑ вӑхӑтра та тӑр-пӗччен пулнӑ; вӑл читлӗхри кайӑк евӗр пӑлтӑртатнӑ, анчах читлӗхӗ пулман: никам та чӑрмантарман ӑна, никам та тытса чарман, апла пулсан та, вӑл ирӗкелле туртӑнса асапланнӑ.

Ее душа и разгоралась и погасала одиноко, она билась, как птица в клетке, а клетки не было: никто не стеснял ее, никто ее не удерживал, а она рвалась и томилась.

VI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Елена амӑшӗ ҫине кӑн! пӑхса илнӗ те пӗр сӑмах та шарламан: вӑл хӑйӗн вӑрттӑнлӑхне каласа кӑтартиччен хӑйне татӑк-татӑк туса ваклама ирӗк парасса туйса тӑнӑ — каллех вара ӑна хӑрушӑ та лайӑх пулса кайнӑ.

Елена только посмотрела на мать и ни слова не сказала: она почувствовала, что скорее позволит растерзать себя на части, чем выдаст свою тайну, и опять стало ей и страшно и сладко на сердце.

VI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Елена хӗп-хӗрлӗ хӗремесленсе кайнӑ — унӑн чӗрине хӑрушӑ та тӗлӗнмелле ырӑ туйӑм пусса илнӗ.

Она вспыхнула вся — и страшно и чудно стало ей на сердце.

VI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Катьӑн инкӗшӗ усал карчӑк пулнӑ, ӑна час-часах ҫаптаркаласа илнӗ; Катя ӑна курайман, хӑй ун патӗнчен тухса тарсан, турӑ ирӗкӗнче пурӑнасси ҫинчен кала-кала кӑтартнӑ; Елена хӑй пӗлмен ҫӗнӗ сӑмахсене хӑраса та хисеплесе итленӗ, Катя ҫине тинкерсе пӑхнӑ, вара унӑн тискер кайӑкӑнни евӗр ҫиҫсе тӑракан хура куҫӗсем, хӗвелпе пиҫнӗ аллисем, хулӑн сасси, ҫурӑлса пӗтнӗ кӗпи те Еленӑшӑн ыттисенчен уйрӑлса тӑнӑн, кӑштах таса сывлӑш пек пулнӑн туйӑннӑ.

У Кати была тетка, злая старуха, которая ее часто била; Катя ее ненавидела и всё говорила о том, как она убежит от тетки, как будет жить на всей божьей воле ; с тайным уважением и страхом внимала Елена этим неведомым, новым словам, пристально смотрела на Катю, и всё в ней тогда — ее черные, быстрые, почти звериные глаза, ее загорелые руки, глухой голосок, даже ее изорванное платье — казалось Елене чем-то особенным, чуть не священным.

VI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

«Леночка, — тесе кӑшкӑркаласа илнӗ вӑл ӑна хӑш чухне, — унта эрешмен шӑнана ӗмет, халех кайса хӑтар мӗскӗне!»

«Леночка, — кричал он ей бывало, — иди скорей, паук муху сосет, освобождай несчастную!»

VI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

— Паллах, — пӳлчӗ ӑна Шубин: — вӑл чипер, калама ҫук чипер; кирек кам та иртсе пынӑ чух ун ҫине пӑхса: акӑ кампа… полька ташлама лайӑх пулмалла, тесе шухӑшласа илнӗ пулӗччӗ; эпӗ те вӑл ҫакна пӗлнине тата ҫакӑ ӑна хӑйне килӗшнине шанатӑн…

— Конечно, — перебил Шубин, — она хорошенькая, очень хорошенькая; я уверен, что всякий прохожий, взглянув на нее, непременно должен подумать: вот бы с кем отлично… польку протанцевать; я также уверен, что она это знает и что это ей приятно…

IV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Анна Васильевна ӑна хӗрӗпе юлташлӑ пулма илнӗ те халь яланах хӑй ҫумӗнче тытса усрать.

Анна Васильевна взяла ее в компаньонки к своей дочери и почти постоянно держала ее при себе.

IV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Анна Васильевнӑна «ҫаклатса илнӗ» чухне Николай Артемьевич ҫирӗм пиллӗкре пулнӑ; вӑл отставкӑна тухнӑ та яла, хуҫалӑхра ӗҫлеме кайнӑ.

Николаю Артемьевичу минуло двадцать пять лет, когда он «подцепил» Анну Васильевну; он вышел в отставку и поехал в деревню хозяйничать.

III // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Ардалион Чикурасов князь, Анна Васильевнӑн опекунӗ пулнӑскер, ӑна Мускаври лайӑх пансиона вырнаҫтарнӑ, пансионран тухсан, хӑй килне пурӑнма илнӗ.

Князь Ардалион Чикурасов, назначенный к ней опекуном, поместил ее в лучший московский пансион, а по выходе ее из пансиона взял ее к себе в дом.

III // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Берсенев нумай калаҫма юратмасть, калаҫнӑ чухне те мелсӗр сӑмахсем каласа хуркалать, тытӑнчӑклӑн пуплет, кирлӗ мар ҫӗртенех аллисене сулкаласа илет; халь вара уйрӑмах ун чунне ывӑннӑ тата хурланнӑ чухнехи пек шӑплӑх пусса илнӗ.

Берсенев вообще не грешил многоглаголанием и, когда говорил, выражался неловко, с запинками, без нужды разводя руками; а в этот раз какая-то особенная тишина нашла на его душу, — тишина, похожая на усталость и на грусть.

I // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи вӑхӑтӗнче пирӗн патӑрта тыткӑнра пурӑннӑ иккен, вырӑс хӗрне качча илнӗ, ачисем те унӑн вырӑсла аван пӗлеҫҫӗ имӗш, мадьярларан пӗртте кая мар.

Во время первой мировой войны был у нас в плену, женился на русской, и даже дети, мол, у него по-русски говорят не хуже, чем по-мадьярски.

1946-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Йытпырши пек курӑк сырса илнӗ калиткерен тӳрех ҫурта чупса кӗтӗм.

Через обвитую плющом калитку я побежал в дом.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Йывӑр теодолитсемпе салтакӑн ытти ҫӑкӗсене тӗклесе топограф ӗҫне вӗренме те йӗлтерпех ҫӳреттӗмӗр, хамӑр шефа илнӗ колхоза та йӗлтӗрсӗр кайман.

Мы ходили на лыжах заниматься практической подготовкой топографа, таща на спине тяжеленный теодолит да еще солдатскую амуницию, и даже в подшефный колхоз шли лыжной цепочкой.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Пирӗн пата та чиперех ҫитетчӗ сасси: нимӗҫсемшӗн трофейччӗ вӑл, пирӗншӗн — тӑванччӗ, ҫывӑхчӗ, мӗншӗн тесен унта Бернес юрланине ҫырса илнӗ «Полюшко-поле», «В далекий край товарищ улетает» юрӑсемпе Лемешев юрланине ҫырса илнӗ «Сердце красавицы склонно к измене и к перемене…» юрӑсене ҫавӑрттаратчӗҫ.

Звуки доносятся и до нас, трофейные для немцев, знакомые, родные — нам: «Полюшко-поле», «В далекий край товарищ улетает…» — голос Бернеса, а затем Лемешев — «Сердце красавицы склонно к измене и к перемене…»

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех