Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫамрӑк сăмах пирĕн базăра пур.
Ҫамрӑк (тĕпĕ: ҫамрӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мӑшӑрӗ ачашшӑн ыталаса чуптуни ҫеҫ лӑплантарчӗ ҫамрӑк арӑма.

Куҫарса пулӑш

Хӗр чысӗ // Анна НИКОЛАЕВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Ара, ҫамрӑк чухне мӗнле хӗр ырӑ кӑмӑллӑ та чипер каччӑ пирки ӗмӗтленмест?

Куҫарса пулӑш

Хӗр чысӗ // Анна НИКОЛАЕВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Ҫамрӑк тӗрлӗ ҫӗре ӗҫ шыраса ҫитет, анчах ниҫта та пушӑ вырӑн ҫук.

Куҫарса пулӑш

Ачасемпе ҫыхӑннӑ пурнӑҫ // Юрий КОРНИЛОВ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

«Тӑван ялшӑн кашнийӗ кар тӑтӑр» статьяра (автор В. Селиванов) ӗлӗкхи, эпир ҫамрӑк чухнехи урамсем пирки, ик айккипе те курӑк ешерни ҫинчен ҫырать.

Куҫарса пулӑш

Тирпей хамӑртан килет // А. ЛЕОНТЬЕВ. «Авангард», 2016, пуш, 11

Вӑл «Раҫҫейри ҫамрӑк директор» номинацире лауреат пулса тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм ертӳҫӗсене чысланӑ // Эльвира КУЗЬМИНА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.11

Ҫамрӑк авторсен (30 ҫулччен) проекчӗсем параллельлӗ программа конкурсене йӗркелӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Фестивале хутшӑнма васкӑр // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Вӗренекенсем конкурссенче малти вырӑнсене йышӑнни ҫамрӑк вӗрентекене ӗҫлеме хавхалантарать.

Куҫарса пулӑш

Ӗмӗтне пурнӑҫа кӗртнӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Таврари ҫутҫанталӑк темрен ҫывӑх пулсассӑн та, ҫамрӑк ӳнерҫӗ ҫынсене, вӗсен ӗҫне хут ҫинче ҫутатса пама ытларах кӑмӑллать.

Куҫарса пулӑш

Ӗмӗтне пурнӑҫа кӗртнӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Ҫамрӑк хӗрӗн тепӗр таланчӗ - тӗрлӗ сӑнарсене шурӑ хут ҫине куҫарасси.

Куҫарса пулӑш

Ӗмӗтне пурнӑҫа кӗртнӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Ҫамрӑк хӗр университетра пушӑ ларман, активлӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӗмӗтне пурнӑҫа кӗртнӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Хальхи вӑхӑтра чылай ҫамрӑк аслӑ пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн хулара тӗпленсе пурӑнма кӑмӑллать.

Куҫарса пулӑш

Ӗмӗтне пурнӑҫа кӗртнӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Ҫамрӑк юрӑҫ Резил Шарафутдинов илемлӗ юрӑ шӑрантарнӑ чухне куракансем пӗрле юрларӗҫ, тӑвӑллӑн алӑ ҫупса хавхалантарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ална пар, хаваслӑ Ҫуркунне! // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Вӑл ҫамрӑк биологсене пушшех кӑсӑклантарать, чӗрчунсемпе хутшӑнма илӗртет.

Куҫарса пулӑш

Ҫывӑхрах - пӑши! // Людмила МАЙОРОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

26-ри ҫамрӑк тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 328-мӗш статйипе ӗҫ пуҫарни каччӑ хӗсметрен 2009 ҫултан тытӑнса 2015 ҫулхи раштавччен пӑрӑнса ҫӳренипе ҫыхӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫартан тарса суд тенкелӗ ҫине лекнӗ // Таисия Ташней. http://chuvash.org/news/11771.html

Акӑ Ҫӑварни мастерскойӗ ҫамрӑк ӑстасене хапӑл тӑвать.

Куҫарса пулӑш

Эй, Çăварни, Çăварни, килсе çитрĕ уяв эрни! // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Михаил Игнатьев палӑртнӑ тӑрӑх - юлашки ҫулсенче республикӑра ҫамрӑк ӑрӑва тӗрекленсе вӑй илтермешкӗн инвестици хывассине тивӗҫлипе хаклама тытӑнни харама кайман.

Куҫарса пулӑш

Уяв парни - патшалăх награди // Валентина ИЛЬИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Арбенин сӑнарӗнче актер обществӑпа тата хӑйӗнпе хирӗҫӗве кӗнӗ ҫамрӑк ҫын инкекне питӗ ӑста кӑтартса панӑ.

Куҫарса пулӑш

Кашни сăнара чун витĕр шăратса кăларнă // Интернетри форумран. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Лермонтов геройӗ те, унӑн шухӑшӗпе, ҫамрӑк ҫын пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кашни сăнара чун витĕр шăратса кăларнă // Интернетри форумран. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Ҫав ҫулсенче режиссер ҫамрӑк актерсене ытларах хисепленӗ.

В те года режиссер молодых актеров уважал больше.

Кашни сăнара чун витĕр шăратса кăларнă // Интернетри форумран. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Ҫамрӑк чухне пӗчӗк пепкесен больницинче ӗҫленӗрен, хӑйсен ачине пӑрахса хӑваракансенчен тӗлӗнеттӗм.

Куҫарса пулӑш

Çемье ăшшин тĕпелĕнче — Узалуковсем // Альбина ЕГОРОВА. «Авангард», 2016, пуш, 4

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех