Шырав
Шырав ĕçĕ:
2. Каҫхи апат вӑхӑтӗнче, — шуйттан ӗнтӗ Симон ывӑлӗн Иуда Искариотӑн чӗрине Иисуса сутас шухӑш кӗртнӗ, — 3. Иисус, Ашшӗ пӗтӗмпех Хӑй аллине панине пӗлсе тата Хӑй Турӑ патӗнчен аннине, Турӑ патне каяссине пӗлсе, 4. апат тунӑ ҫӗртен тӑнӑ та, ҫиелти тумтирне хывса, алшӑлли илсе, ӑна пилӗкне ҫыхнӑ; 5. унтан ҫӑвӑнмалли савӑта шыв янӑ та, вӗренекенӗсенӗн урисене ҫуса, пилӗкне ҫыхнӑ алшӑллипе шӑла пуҫланӑ.
Ин 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл вара мана каларӗ: вӗсем пысӑк асап витӗр тухнӑ, вӗсем тумтирне Путек Юнӗпе ҫуса шуратнӑ.
Ӳлӗм 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4-5. Иоанн — Асийӑри ҫичӗ Чиркӗве: Пурринчен, яланах Пулнинчен, Килекеннинчен, Унӑн аслӑ пуканӗ умӗнче тӑракан ҫичӗ сывлӑшран тата Иисус Христосран — чӑн Кӳнтеленрен, вилнисенчен чи малтан Чӗрӗлсе Тӑнинчен, ҫӗр ҫинчи патшасенӗн Патшинчен — сире тивлетпе канӑҫлӑх пултӑр; Вӑл пире юратса ҫылӑхӑмӑрсенчен Хӑйӗн Юнӗпе ҫуса тасатнӑ, 6. пире Туррӑн, Хӑй Ашшӗнӗн, патшисем, священникӗсем туса хунӑ, — Ӑна ӗмӗр-ӗмӗрех мухтав та, хӑват та пултӑр, аминь.
Ӳлӗм 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Пирӗн мухтавлӑ Аслӑ Священникӑмӑр Турӑ ҫуртне пӑхса тӑрать, 22. таса кӑмӑлпа, ҫирӗп ӗненсе, чун-чӗремӗре пур тасамарлӑхран та тасатса, ӳтӗмӗре таса шывпа ҫуса ҫавӑнта ҫывӑхарар, 23. хамӑр мӗне шанса тӑни ҫинчен эпир пӗр иккӗленмесӗр, уҫҫӑн калатпӑр, мӗншӗн тесессӗн Сӑмах Параканӗ шанчӑклӑ.
Евр 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. «Йытӑ хӑй хӑсӑкӗ патне ҫаврӑнса пырать, ҫуса тасатнӑ сысна пылчӑк ӑшӗнче йӑваланма каять» тесе тӗрӗс каланӑ — вӗсем ҫавӑн пек хӑтланаҫҫӗ.
2 Пет 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ҫав шыв — шыва кӗрсе тӗне кӗнин сӑнарӗ; халӗ те эпир тӗне кӗрсе ҫӑлӑнатпӑр; шыва-тӗне кӗни вӑл — вараланнӑ ӳте ҫуса тасатни мар, Турӑ умӗнче таса чун-чӗрепе пурӑнма сӑмах пани; ҫак ҫӑлӑнӑҫ Иисус Христос чӗрӗлсе тӑни урлӑ килет.
1 Пет 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Тӑр та Иисус Ҫӳлхуҫамӑр ятне асӑнса ҫылӑхусене ҫуса тасат, тӗне кӗр» терӗ.Встань, крестись и омой грехи твои, призвав имя Господа Иисуса,
Ап ӗҫс 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Вӑл вӗсене ҫӗрле ҫав сехетрех тӗрмерен илсе тухнӑ та суранӗсене ҫуса тасатнӑ; унтан хӑй те, унӑн пӗтӗм кил-йышӗ те ҫийӗнчех тӗне кӗнӗ.33. И, взяв их в тот час ночи, он омыл раны их и немедленно крестился сам и все домашние его.
Ап ӗҫс 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ӑна ӗнтӗ ҫуса ҫӳлти пӳлӗме вырттарнӑ.
Ап ӗҫс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпӗ сан ҫуртна килтӗм, эсӗ Мана ура ҫума шыв та памарӑн; вӑл Манӑн урана куҫҫулӗпе ҫуса хӑйӗн ҫӳҫӗпе шӑлчӗ.
Лк 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Пӗррехинче, Геннисарет кӳлли хӗрринче тӑнӑ чухне, Турӑ сӑмахне итлес тесе Хӑй тавра халӑх кӗпӗрленсе тӑнӑ чухне, 2. Иисус кӳлӗ хӗрринче икӗ кимӗ ларнине курнӑ; пулӑҫисем кимми ҫинчен анса тетелӗсене ҫуса тӑнӑ.
Лк 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Пилат вара, нимӗн тума ҫуккине кура, халӑх ытларах та ытларах пӑлханнине кура, шыв илнӗ те халӑх умӗнче аллине ҫуса каланӑ: Ҫак Айӑпсӑрскерӗн юнӗ тӑкӑннишӗн эпӗ айӑплӑ мар; хӑвӑрӑнне хӑвӑр пӗлӗр, тенӗ.
Мф 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Эпӗ вӗсен халлӗхе ҫуса тасатман юнне ҫуса тасатӑп, Ҫӳлхуҫа вара Сион ҫинче пурӑнӗ.21. Я смою кровь их, которую не смыл еще, и Господь будет обитать на Сионе.
Иоиль 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Эпӗ сана шывпа ҫурӑм, санӑн юнна ҫуса тасатрӑм та сана йывӑҫ ҫӑвӗпе сӗртӗм.9. Омыл Я тебя водою и смыл с тебя кровь твою и помазал тебя елеем.
Иез 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Эй Иерусалим, ҫӑлӑнас тесессӗн чӗрӳри усаллӑха ҫуса тасат: усал шухӑшусем санра хӑҫанччен хуҫаланӗҫ?
Иер 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫӳлхуҫа сут сывлӑшӗ-хӑвачӗпе, вут-ҫулӑм сывлӑшӗ-хӑвачӗпе Сион хӗрӗсен ирсӗрлӗхне ҫуса тасатсассӑн, Иерусалим хутлӑхӗнчи юна тасатсассӑн, 5. Ҫӳлхуҫа пӗтӗм Сион тӑвӗ тӗлӗнче, халӑх пухӑвӗсем тӗлӗнче кӑнтӑрлахи вӑхӑтра пӗлӗт, ҫӗрле вара тӗтӗм те ялкӑшакан вут-ҫулӑм ҫути тытса тӑрӗ: ӗнтӗ пурин те хӳтлӗх пулӗ.
Ис 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ура тупанӗнчен пуҫ тӳпи таранах унӑн пӗр сывӑ вырӑн та ҫук: юхан-суран, юнӑхнӑ-кӑвакарнӑ вырӑнсем, пӳрленсе тӑракан сурансем, вӗсене ҫуса та тасатман, ҫу сӗрсе, ҫемҫетсе те ҫыхман.
Ис 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Галаад тӑвӗ ҫинчен анакан качака кӗтӗвне асилтерчӗ ҫӳҫӳ; шӑлусене — шывран ҫуса кӑларнӑ сурӑх кӗтӗвӗ тейӗн, хӗсӗрри унта ҫук, кашнийӗ — йӗкӗреш путекпе; 7. питӳ — икӗ нар улмиех, ун тавра явӑнаҫҫӗ ҫӳҫ кӑтрисем.
Юрӑ 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ай, илемлӗ-ҫке эсӗ, савнийӗм-пикеҫӗм, ай, илемлӗ! кӑтру айӗн пӑхать кӑвакарчӑн куҫу; Галаад тӑвӗ ҫинчен анакан качака кӗтӗвне асилтерчӗ ҫӳҫӳ; 2. шӑлусене — шывран ҫуса кӑларнӑ, ҫӑмне каснӑ сурӑх кӗтӗвӗ тейӗн, хӗсӗрри унта ҫук, кашнийӗ — йӗкӗреш путекпе; 3. йӗпкӗн хӗрлӗ хӑю пек санӑн туту, ҫепӗҫ чӗлхӳ-ҫӑвару; питӳ — икӗ нар улмиех, ун тавра явӑнаҫҫӗ ҫӳҫ кӑтрисем; 4. мӑю — Давид юпи евӗрлӗ, ҫав юпана вӑл кӑрал ҫакма лартнӑ, ун ҫине пиншер хулкан ҫакнӑ, пур хулканӗ те — паттӑрсенӗн.
Юрӑ 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Акӑ хӗл те иртсе кайрӗ; ҫумӑр та ҫуса иртрӗ; 12. ҫӗр питне капӑрлатрӗҫ хитре чечексем; юрӑ вӑхӑчӗ ҫитрӗ, ҫӗршывӑмӑрта улатӑпа сасси илтӗнет; 13. смоква йывӑҫӗ те папкине ӗнтӗ ҫурчӗ, иҫӗм турачӗсем, ҫеҫкене ларса, ырӑ шӑршӑ сараҫҫӗ.
Юрӑ 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.