Шырав
Шырав ĕçĕ:
25. Тата ҫакӑ ҫӗре аркатмашкӑн эпӗ кунта Ҫӳлхуҫа ирӗкӗсӗр килнӗ-им? Ҫӳлхуҫа мана: «ҫавӑ ҫӗр ҫине кай та аркатса тух ӑна» терӗ, тенӗ.
4 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вара Израиль патшине каланӑ: ҫӗре ҫап, тенӗ.
4 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Азаил вӗсене пӗтӗм Израиль ҫӗрӗнче аркатнӑ, вӑл ӗнтӗ Иорданран тухӑҫалла выртакан ҫӗре — пӗтӗм Галаад ҫӗрне, Гад, Рувим, Манассия йӑхӗсен ҫӗрӗсене — туртса илнӗ, Арнон шывӗ хӗрринчи Ароертан пуҫласа Галаадпа Васан таранах туртса илнӗ.
4 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Халь пӗлӗр ӗнтӗ: Ахав йӑхӗ пирки Ҫӳлхуҫа каланӑ сӑмахран пӗр сӑмахӗ те ҫӗре ӳкмест; Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн Илия чури урлӑ каланине турӗ, тенӗ.
4 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ииуй каланӑ: вӑл пуҫсене хапхаран кӗмелли ҫӗре ыран ирччен икӗ купа туса хурӑр, тенӗ.И сказал он: разложите их на две груды у входа в ворота, до утра.
4 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Вара вӗсем хыпкаланса ӳкнӗ, кашниех, хӑй тумне хывса, ӑна ура пусмалли ҫӗре сарса панӑ, Ииуй патшана ларнӑ! тесе трупа кӑшкӑртнӑ.
4 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вара ҫав ача, пророк тарҫи, Галаадри Рамоф хулине тухса кайнӑ, 5. ҫитмелли ҫӗре ҫитнӗ.4. И пошел отрок, слуга пророка, в Рамоф Галаадский, 5. и пришел,
4 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Ача амӑшӗ, чупса пырса, ун ури умнех ӳкнӗ, ҫӗре ҫити пуҫҫапнӑ; унтан ывӑлне илсе тухнӑ.37. И подошла, и упала ему в ноги, и поклонилась до земли; и взяла сына своего и пошла.
4 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ирхине, тырӑ-пулӑ парни кӳме вӑхӑт ҫитсессӗн, Эдом енчен сасартӑках шыв капланса килме пуҫланӑ, ҫӗре шыв тулнӑ.
4 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӗсем ӗнтӗ ун патне пынӑ та ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ, 16. вара каланӑ ӑна: акӑ пирӗн, санӑн чурусенӗн, аллӑ ҫын пур; пурте вӑйлӑ вӗсем; кайччӑр та сан хуҫуна шыраччӑр вӗсем; Турӑ Сывлӑшӗ ӑна илсе кайрӗ пулӗ те пӗр-пӗр ту ҫине е пӗр-пӗр айлӑма ӳкерсе хӑварчӗ пулӗ, тенӗ.
4 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
48. Иосафат [патша] Офир ҫӗрӗнчен ылтӑн турттарса тӑмашкӑн карапсем тутарнӑ; анчах вӗсем ҫитес ҫӗре ҫитеймен: Ецион-Гавер патӗнче ҫапӑнса арканнӑ.
3 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Сири ҫыннисем вара пӗтӗм ҫӗре сӑрса илнӗ.
3 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Ҫакна курсассӑн пӗтӗм халӑх ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ та каланӑ: Турӑ — Ҫӳлхуҫа вӑл, Турӑ — Ҫӳлхуҫа вӑл! тенӗ.39. Увидев это, весь народ пал на лице свое и сказал: Господь есть Бог, Господь есть Бог!
3 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Авдий ӑна палласа илсе ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ та каланӑ: эсӗ-и ку, Илия хуҫамӑм? тенӗ.Он узнал его и пал на лице свое и сказал: ты ли это, господин мой Илия?
3 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вара вӗсем пӑхса ҫаврӑнма ҫӗре хӑйсем хушшинче палӑртса уйӑрнӑ та, Ахав уйрӑммӑн пӗр ҫулпа, Авдий уйрӑммӑн тепӗр ҫулпа тухса кайнӑ.
3 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Турӑ ҫынни урлӑ Ҫӳлхуҫа пӗлтернӗ хӑват палли чӑна килнӗ: парне вырӑнӗ ишӗлсе аннӑ, ун ҫинчи кӗл ҫӗре сапаланнӑ.
3 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Турӑ ҫынни тата каланӑ: ҫакна Ҫӳлхуҫа каланине эсир ҫакӑ хӑват паллинчен пӗлетӗр: ку парне вырӑнӗ ишӗлсе анӗ, ун ҫинчи кӗл ҫӗре сапаланӗ, тенӗ.
3 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Вара ҫак чаплӑ Ҫурт тӗлӗпе иртӳҫӗн кирек кам та шалт тӗлӗнсе-хӑраса шӑхӑрсах ярӗ: «мӗншӗн вара Ҫӳлхуҫа ҫак ҫӗре, ҫак Ҫурта ҫаплах туса хӑварнӑ?» тейӗ.
3 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Соломон килне кунсерен ҫакӑн чухлӗ апат-ҫимӗҫ парса тӑнӑ: тулӑ ҫӑнӑхӗ — вӑтӑр кор, ытти йышши ҫӑнӑх — утмӑл кор, 23. пӑлансемпе ту качакисемсӗр, сайгаксемсӗр, самӑртнӑ кайӑк-кӗшӗксӗр пуҫне тата вунӑ самӑртнӑ вӑкӑр, кӗтӳлӗхрен илсе килнӗ ҫирӗм вӑкӑр, ҫӗр сурӑх; 24. Соломон вӑл Евфрат шывӗн ку енчи пӗтӗм ҫӗре, Типсах хулипе Газа хули хутлӑхне, шыв ку енчи мӗнпур патшана тытса тӑнӑ, тата унӑн таврари пур ҫӗршывпа та килӗшӳ пулнӑ.
3 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Патша ура ҫине тӑрса ун умӗнче ҫӗре ҫити тайӑлнӑ та каллех хӑйӗн пуканӗ ҫине ларнӑ.Царь встал перед нею, и поклонился ей, и сел на престоле своем.
3 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.