Шырав
Шырав ĕçĕ:
1. Ҫавӑнпа ӗнтӗ Христос ҫинчен чи малтан мӗн пӗлнипе ҫеҫ ҫырлахар мар, тӗплӗ пӗлсе ҫитме васкар; каллех никӗс хывар мар — вилӗм патне илсе ҫитерекен ӗҫсенчен хӑтӑласси ҫинчен, Турра ӗненесси ҫинчен, 2. шыва кӗресси ҫинчен, алӑ хурасси ҫинчен, вилнисем чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен, ӗмӗрлӗх сут ҫинчен ҫӗнӗрен пуҫласа калаҫар мар.
Евр 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ун ҫинчен малтан Ҫӳлхуҫа Хӑй каласа пӗлтернӗ, кайран пире ҫакна Ӑна илтнисем ҫирӗплетсе панӑ; 4. тата Турӑ паллӑсем, кӗтретсем, тӗрлӗ хӑватсем кӑтартса, Хӑй ирӗкӗпе пире Таса Сывлӑш ырӑлӑхне парса ҫак ҫӑлӑнӑҫ чӑн иккенне ӗнентернӗ.
Евр 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Тата каланӑ: «эй Ҫӳлхуҫа, Эсӗ малтан ҫӗре пултарнӑ, тӳпе те — Санӑн аллу ӗҫӗ; 11. вӗсем пӗтсе ларӗҫ, Эсӗ вара ӗмӗрех пулӑн; вӗсем пурте тумтир пек кивелӗҫ, 12. вӗсене Эсӗ тумтир чӗркенӗ пек чӗркӗн те, тум улӑштарнӑ пек улӑштарӑн та — вӗсем улӑшӑнӗҫ; Эсӗ вара — ҫав-ҫавах, Санӑн кунусем пӗтес ҫук» тенӗ.
Евр 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Тӑрӑшса ҫӗр ӗҫлекен ҫын ӗнтӗ ҫитӗнтернӗ ҫимӗҫне чи малтан хӑй астивме тивӗҫлӗ.6. Трудящемуся земледельцу первому должно вкусить от плодов.
2 Тим 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Тӑлӑх арӑмӑн ачисем е мӑнукӗсем пулсан, вӗсем чи малтан Турӑ умӗнчи тивӗҫне — хӑйсен кил-йышӗшӗн тӑрӑшма, ашшӗ-амӑшне пӑхма — вӗренччӗр: Турра ҫавӑ кӑмӑллӑ.
1 Тим 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫавӑн пеккисене малтан сӑнас пулать, кайран вара, айӑпсӑр пулсассӑн, ӗҫ патне ямалла.10. И таких надобно прежде испытывать, потом, если беспорочны, допускать до служения.
1 Тим 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Малтан Адама пултарнӑ-ҫке, кайран вара Евӑна пултарнӑ; 14. Адам улталанман, арӑмӗ улталанса ҫылӑха кӗнӗ.
1 Тим 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫавӑнпа ӗнтӗ чи малтан ҫакна тума ыйтатӑп: пур ҫыншӑн та кӗлтӑвӑр, мӗн те пулин ыйтасси, йӑлӑнасси, тав тӑвасси пуриншӗн те пултӑр, 2. хамӑр лӑпкӑ та тӑнӑҫлӑ, пур тӗлӗшпе те Турра юраса, таса пурӑнмашкӑн патшасемпе пуҫлӑхсемшӗн кӗлтӑвӑр, 3. ҫапла туни лайӑх, вӑл хамӑра Ҫӑлакан Туррӑмӑра та кӑмӑллӑ; 4. Вӑл пур ҫынна та ҫӑласшӑн, чӑнлӑха пӗлтерсе ҫитересшӗн.
1 Тим 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫав кун ҫитиччен малтан Турӑран хӑпӗҫ, унтан ҫылӑх ҫынни, пӗтес ывӑл, килӗ; 4. ҫавӑ вара Турра хирӗҫ тӑрӗ, «турӑ» тенисенчен те, мӗн таса-сӑваплӑ тесе хисепленинчен те хӑйне хӑй асла хурӗ; хӑйне Турӑ тесе, Турӑ Ҫуртӗнче Турӑ пек ларӗ.
2 Фес 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Вӑл — пур ӗненекенсенӗн (Чиркӗвӗн) Пуҫӗ; Вӑл — пуҫламӑшӗ; Вӑл пур тӗлӗшпе те малта пулмашкӑн вилнисенчен пуринчен те малтан чӗрӗлсе тӑнӑ: 19. Ашшӗ Унра пур ырӑлӑха та тулли тӑвасшӑн пулнӑ, 20. Унӑн хӗресӗ ҫинчи Юнӗпе, Ун урлӑ ҫырлахтарса, ҫӗр ҫинчисене те, ҫӳлтисене те — пурне те — Хӑйпе килӗштересшӗн пулнӑ.
Кол 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Вӑл — курӑнми Туррӑн сӑнӗ, Вӑл мӗн пултарнинчен пуринчен те малтан ҫуралнӑ; 16. пурне те Вӑл пултарнӑ: тӳпере мӗн пуррине, ҫӗр ҫинче мӗн пуррине, курӑнаканнине те, курӑнманнине те — аслӑ вырӑнтисене те, аслисене те, пуҫлӑхсене те, хӑватлисене те — пурне те Вӑл пултарнӑ, пурне те Ун валли, Ун урлӑ пултарнӑ.
Кол 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. «Ҫӳле ҫӗклентӗн» тени малтан Вӑл ҫӗр тӗпӗнчи вырӑнсене аннине пӗлтермесен мӗне пӗлтерет тата?9. А «восшел» что означает, как не то, что Он и нисходил прежде в преисподние места земли?
Эф 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11-12. Христос урлӑ эпир те еткерҫӗ пултӑмӑр: пурне те Хӑйӗн ирӗкӗпе Тӑваканӗ Хӑйӗн мухтавне аслӑлаччӑр тесе пире, Христоса чи малтан шанакансем пулнӑ май, малтанах палӑртса хунӑ.
Эф 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вӗсем пире сӑваплӑ ҫынсене пулӑшас ӗҫе хӑйсене хутшӑнтарма тархасласах ыйтрӗҫ; 5. вӗсем ӗнтӗ эпир шанса тӑнинчен те ытларах турӗҫ, вӗсем чи малтан хӑйсене хӑйсем Турӑ аллине пачӗҫ, унтан Турӑ ирӗкӗпе пире те пӑхӑнчӗҫ, 6. ҫавӑнпа эпир Тита ҫак ырӑ ӗҫе вӑл сирӗн патӑрта епле пуҫланӑ, ҫаплах туса пӗтерме хушрӑмӑр.
2 Кор 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫавӑнпа эпӗ сире хамӑн ҫырӑвӑмпа хурлантартӑм пулин те, ӳкӗнместӗп ӗнтӗ, малтан ӳкӗнсеттӗм: ҫав ҫыру сире пӗр вӑхӑта пулин те хуйхӑртнине пӗлетӗп.
2 Кор 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ҫапла шанса тӑрса, эпӗ малтан сирӗн пата пырасшӑнччӗ, сире тепӗр хут савӑнтарасшӑнччӗ.15. И в этой уверенности я намеревался придти к вам ранее, чтобы вы вторично получили благодать,
2 Кор 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Эсир Стефан кил-йышне пӗлетӗр, Ахаире чи малтан вӗсем тӗне кӗнӗ, вӗсем яланах сӑваплӑ ҫынсемшӗн ӗҫлесе тӑраҫҫӗ.
1 Кор 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Адам урлӑ пурте вилнӗ пек, Христос урлӑ пурте чӗрӗлсе тӑрӗҫ; 23. пӗтӗмпе хӑй йӗркипе пырать: малтан Христос чӗрӗлсе тӑнӑ, унтан, Вӑл килнӗ чухне, Ӑна ӗненнисем чӗрӗлсе тӑрӗҫ.
1 Кор 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Христос вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ, Вӑл — вилнисенчен чи малтан чӗрӗлсе тӑраканӗ.
1 Кор 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Эпӗ сире чӑн малтан акӑ ҫакна, хама пӗлтернине, каласа патӑм: Ҫырура каланӑ пек, Христос пирӗн ҫылӑхӑмӑрсемшӗн вилнӗ, 4. Ӑна ӗнтӗ пытарнӑ, Ҫырура каланӑ пек, Вӑл виҫҫӗмӗш кунне чӗрӗлсе тӑнӑ, 5. Кифана, унтан вуниккӗшне курӑннӑ; 6. унтан пӗр харӑсах пилӗкҫӗр ытла тӑвана курӑннӑ, вӗсем нумайӑшӗ халӗ те пурӑнаҫҫӗ, хӑшӗ-пӗрисем вилнӗ ӗнтӗ; 7. унтан Иакова, ҫавӑн пекех тата пур апостола та курӑннӑ; 8. пуринчен кайран мана та, тивӗҫсӗрскере, курӑнчӗ.
1 Кор 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.