Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

апла сăмах пирĕн базăра пур.
апла (тĕпĕ: апла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вунулттӑра апла?

То есть шестнадцать?

22 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Картинӑна, апла, каллех экрансем ҫине кӑларнӑ-мӗн.

Картину, значит, опять пустили на экраны.

22 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Аха, ҫитрӗн апла?

— Ага, прибыла, значит?

22 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Апла эп Мускавра тӑр пӗччен иккен? —

Значит, я в Москве теперь совсем одна?

21 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫук, апла мар, эпӗ сирӗнпе, тейӗр…

Ну, то есть что я с вами…

20 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Аппа, эсир ан хӑвалӑр ҫеҫ… ҫитем кӑна, вара унта — епле май апла

— Тетенька, вы только не сгоняйте… я доеду, а уж там как-нибудь…

20 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Мӗн тӑвас апла ман?

— Как же мне быть?

20 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Атя апла калаҫар.

Ну давай тогда разговаривать.

19 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Апла тӑр кунта, эпӗ халех! — терӗм те, вагонсен айне чӑмса, часрах хамӑр состав еннелле виркӗнтӗм.

— Тогда стой здесь, я сейчас! — крикнула я уже на бегу, пролезла под вагонами, бросилась к своему составу.

18 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Ма апла калатӑн?

— Зачем ты говоришь!

18 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Апла пулсан, Мускав ҫывӑхӗнче начар.

Значит, под Москвой плохо.

18 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Апла ӗҫӗ те санӑн!

Значит, ты сделал!

17 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Апла пулсан, эсӗ унта Амед ятлӑ ачана курӑн, хӑвӑн ҫакӑ какӑрупа кӑшкӑртса салам пар ӑна.

Тогда, если увидишь Амеда, протруби ему салют от меня.

16 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ну мӗн хуйхӑрмалли пур апла, хӗрӗм?

Ну що ж ты журишься, дочка?

16 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫук, апла мар, тет Сталин юлташ; ачасем вӗренччӗр.

А товарищ Сталин говорит: нет, нехай дети учатся.

16 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Апла эс командир иккен.

Це, значит, ты командир.

16 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Апла пулсан, эпир Мускавран питех те аякра иккен, кунта нимӗҫ ҫӑханӗ хӑйӗн бомбисене йӑтса ҫитереймест.

Значит, мы уже так далеко от Москвы, что сюда и немецкий ворон не занесет своих бомб.

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Мӗншӗн апла, мӗскершӗн? — тӗпче пуҫларӗҫ ачасем, сентресем ҫинчен ҫӗрелле сиксе.

— Почему, почему? — спрашивают ребята со всех полок.

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Мӗнле-ха вӑл апла?

— То есть как же это?

14 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Апла пулсан, Сима — пул!

Так вот, Сима, будь!

13 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех