Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

аса сăмах пирĕн базăра пур.
аса (тĕпĕ: аса) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чим-ха, юрать, ак тинех аса илтӗм, ак ил-ха Кандов ҫырӑвне, вӑл ӑна апрелӗн вун тӑххӑрмӗшӗнче Рада хыҫҫӑнах Клисурӑна кайнӑ кун ҫырнӑ пулнӑ.

Да, кстати, хорошо, что я вспомнил, возьми вот, почитай письмо, которое он написал девятнадцатого апреля, в тот самый день, когда уехал вслед за нею в Клисуру.

XIV. Чун патӗнчи калаҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Пур асапӗ-тӗсепӗ, тарӑхса хӑшкӑлни, хушӑран намӑсланни те, ҫывӑх тус-йышӗсем пуҫӗсене кӑлӑхах хуни, ҫавсемпе пӗрлех тата шанчӑксӑр юратӑвӗ те хупӑнса ларни, ӑша кантарми ҫилӗ, нимӗнле йӑпатайми тунсӑхӗ, пӗр-пӗччене тӑрса юлни те кун-ҫулӗнче ӗмӗчӗ сӳнни, вӗҫӗ-хӗррисӗр аса илӗвӗ — ырри те пулнӑ пуль унта, усалли те, анчах пур пӗрех ҫавсем халь нимӗне тӑманни — пӗхӗмпех куҫҫульпе хутшӑнса тӑкӑнчӗ.

Страдания, горькие разочарования, угрызения совести, скорбь о напрасных жертвах и вместе с этим безнадежно погибшая любовь, озлобление, безутешная тоска, сознание своего одиночества и бесцельности жизни, рой воспоминаний — и светлых и мрачных, но в одинаковой мере мучительных — все было в этих слезах.

III. Ҫурҫӗрелле! // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Йӗрлекенсем ӑна халь бук катинче шыраҫҫӗ, унта вӗсем тупаймаҫҫӗ ӗнтӗ, вара ҫак айлӑма та аса илеҫҫӗ.

Огнянов догадался, что каратели сейчас ищут его в буковой роще; но там они его не найдут и, естественно, вспомнят о лощине.

II. Шур кӗрӗклӗ ҫыннӑн ҫӑкӑр чӗлли // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Аса илнипех чун хӑраса ӳкмелле!

Страшное пробуждение!

I. Вӑрансан // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Тупписене пурне те авӑрласа хунӑ пулнӑ, иккӗмӗшӗнчен кӑна пенӗ, ыттисемпе персе яма аса илеймен курӑнать ҫав.

Все пушки, кроме двух, были заряжены, по никому и в голову не пришло запалить фитили, да и духу на это не хватило.

XXXV. Ҫапӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Аврамица Бойчӑн шалтан каланӑ сӑмахӗсене аса илчӗ те ывӑлне Бяла Черквана мӗнле ӗҫпе ярасшӑн пулнине ӑнланчӗ, вара канӑҫсӑр турткаланса илчӗ.

Тут Аврамица вспомнила первые слова Бойчо и поняла, с каким поручением он хочет послать ее сына в Бяла-Черкву, она озабоченно нахмурилась.

XXXI. Тата тепӗр ӗмӗт // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫавӑн пек чухне уйрӑлмаллине, тармаллине халь акӑ хам та аса илетӗп.

Да я и сам теперь вспоминаю, что в таких случаях рекомендуется разлука, бегство.

XXIII. Эмел // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Урӑх пӗлӗт айӗнче пурӑнса курмалла, ҫӗршывӑн урӑх кӗтессинче, тепӗр полюсра, Рада пирки нимӗн те аса илтермен ҫӗрте пурӑнса пӑхмалла…

Мне надо пожить под иным небом, в другом уголке земли, на других широтах, где ничто, ничто не напоминало бы мне о ней…

XXIII. Эмел // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Кӑштах тӑрсан эп ӑна хамах аса илетӗп-ха.

— Но погоди, я и так вспомню…

XIV. Кӗпҫе патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Эх, пирӗштийӗм… — тесе пуҫларӗ те вӑл, анчах тем аса илсен чарӑнчӗ, хӗрӗн аллине чӑмӑртаса тытса вара ҫакӑн пек каласа хучӗ: — Ӗнтӗ хама кирек мӗн пулсан та, шухӑшӑм саншӑн канӑҫтӑрччӗ.

— Эх, ангел мой… — начал он, по, спохватившись, умолк и, стиснув руки девушки, продолжал: — Рада, что бы со мной ни случилось, я хочу, чтобы совесть моя была спокойна…

XIII. Хаваслӑ курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Халь аса илсе те ҫитейместӗп ӗнтӗ, темле майпа чӳрече рамине сирпӗтсе кӑлартӑм та аялалла ҫул ҫине сиксе тухрӑм…

Я теперь и сам не помню, как вышиб оконную раму и бросился вниз, на дорогу…

XIII. Хаваслӑ курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Пур енче те ҫут тӗнче савӑшса хӗпӗртенӗ пек, темле аса илейми тӳпери хаваслӑхпа тулнӑ пек туйӑнать.

Каким-то любовным очарованием, какой-то неуловимой небесной радостью веяло отовсюду.

XIII. Хаваслӑ курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Юрать-ха, аса илтертӗн, — пӳлчӗ ӑна Франгов, — Стефчов паян Замановпа пӗрле бей патӗнче конакра пулнӑ…

— Хорошо, что напомнил, — прервал его Франтов, — сегодня Стефчов был у бея в конаке вдвоем с Замановым…

X. 1876-Мӗш ҫулхи шпион // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Тепӗр ҫӗрте ҫак хресчен шӑпах Огнянов иккенне аса та илес ҫук.

При обычных обстоятельствах никому бы и в голову не пришло, что этот крестьянин может быть Огняновым.

VIII. Колчо хӗпӗртени // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Огнянова аса илсе пурте салхуланчӗҫ.

Все загрустили, вспомнив об Огнянове.

VII. Комитет // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Пурте вут хыптарма хатӗрленеҫҫӗ, эпир пур — аса та илместпӗр, ярмӑрккӑна кайма тавар хатӗрлетпӗр!..

Все к поджогу готовятся, а мы и в ус не дуем, готовим товар к ярмарке!..

IV. Хӑтипе кӗрӳшӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫакнашкал вӑл фламанд художникӗсен хӗрарӑм кӗлетки ӳкерчӗкне аса илтерет.

В таком виде она была очень недурна собой и вызывала в памяти женские фигуры на жанровых картинах фламандской школы.

III. Икӗ тӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Анчах кӑшт шухӑш тӗлне килсенех ҫав аса илӳсем ӑна хаяр ҫӗлен сӑхнӑ пек татах тарӑхтарма тытӑнаҫҫӗ.

Но как только наступали минуты отрезвления и раздумья, горькие мысли снова пробуждались в его душе и, как ядовитые змеи, жалили, жалили немилосердно.

II. Соколов тухтӑрӑн чирлӗ ҫыннисем // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Тӗттӗмре ҫапла Бойчопа юнашар тӑрса, Цанко арӑмӗ «Турӑ комединчи» Беатричене аса илтерчӗ, Беатриче те Дантене тамӑкра кам-кам пурӑннине черечӗпе кӑтартса ҫӳренӗ чух кашнин историне кала-кала парать.

Так, стоя в темноте рядом с Бойчо, Цанковица напоминала Беатриче из «Божественной комедии», когда она показывает Данте всех обитателей ада поочередно и рассказывает их историю.

ХХХI. Алтӑнӑври улах // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Тӗрлӗ-тӗрлӗ аса илӳсем пӗрин хыҫҫӑн тепри туха-туха тӑчӗҫ.

В его возбужденном мозгу одно за другим всплывали воспоминания…

XXVII. Ҫӳрен ҫын // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех