Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

панӑ (тĕпĕ: пар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Итле-ха, ирсӗр шляхтич! — пат пӳлчӗ ӑна Половцев, унӑн сасси кӗтмен ҫӗртен халичченхи пекех ҫирӗп янӑрарӗ, команда панӑ чухнехи евӗрлӗ хӗрсе кайрӗ.

— Слушай сюда, с… шляхтич! — грубо оборвал его Половцев, и голос его неожиданно обрел привычную твердость и металлический, командный накал.

I сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Кӑнтӑрла Половцев та, Лятьевский те килтен тухман; хӑйсен ирӗкӗпе хупӑнса ларнӑскерсене хӑйпӑтса кӑларнӑ урай хӑми айне тула тухма цинк витре лартса панӑ.

Днем ни Половцев, ни Лятьевский не выходили из дому; парашу добровольным узникам заменяло стоявшее под оторванной половицей оцинкованное ведро.

I сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вылямалли япалисене, — тӑмран тунӑ кӗлетке, икӗ йывӑҫ чашӑк, икӗ пӗчӗк кӗленче, — минтер хыҫне хурса панӑ.

Его любимые игрушки — глиняную куколку, две деревянные чашечки и две стеклянные бутылочки — положили у изголовья.

Ыран // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 37–45 стр.

И Я хӑйӗн ывӑлне пӗҫернӗ те Цзепе Чжоуна ҫиме панӑ, ку ӗнтӗ авалтан пыракан ӗҫе малалла тӑсни пулать.

И Я сварил своего сына и отдал на съедение Цзе и Чжоу, потому что так повелось с давних времен.

X // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.

Вӑл вырӑссен классикӑлла тата совет литературине юратса тишкернӗ, юратса куҫарнӑ, вӗсене хӑйӗн халӑхне тӑван чӗлхепе вулама май туса панӑ.

Куҫарса пулӑш

Китай халӑхӗн аслӑ писателӗ // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 3–7 стр.

Совет Союзӗнчи ҫитӗнӳсем ӑна Китайра та «классӑр общество туса ҫитерес шанчӑк» панӑ.

Достижения Советского Союза ему давали «надежду построить бесклассовое общество» и в Китае.

Китай халӑхӗн аслӑ писателӗ // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 3–7 стр.

1936 ҫулта вара «Ҫӗнӗлле каласа панӑ кивӗ халапсем» («Старые легенды в новой редакции») кӗнеки пичетленсе тухнӑ.

В 1936 году же в печатном виде вышла книга «Старые легенды в новой редакции» («Старые легенды в новой редакции»).

Китай халӑхӗн аслӑ писателӗ // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 3–7 стр.

Ку калавпа Лу Синь малта пыракан ытти писательсене ӑҫталла каймалли ҫула кӑтартса панӑ.

Куҫарса пулӑш

Китай халӑхӗн аслӑ писателӗ // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 3–7 стр.

Ҫӗҫӗ тӑсса панӑ ӑна аслӑ мӑчавӑр.

Верховный жрец протянул ему нож.

XI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Лашине тӑлласа курӑк ҫиме ячӗ, хӑй вара пиҫиххи хушшинчен пысӑках мар платник пурттине туртса кӑларчӗ те вӑрман хуралҫи Гремячий колхозне уйӑрса панӑ делянкӑри юмансене чутла-чутла паллӑ тума утрӗ.

Конишку стреножил и пустил пастись, а сам вытащил из-за пояса небольшой плотницкий топор, пошел делать натесы на дубах той деляны, которую отвел гремяченскому колхозу лесничий.

40-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Раскулачить тунӑ Гаев пуҫ янӑ ҫӗртен Гремячий Лог хуторне таврӑнчӗ: крайри суйлав комиссийӗ ӑна граждан прависене панӑ.

В Гремячий Лог вернулся из ссылки раскулаченный Гаев: краевая избирательная комиссия восстановила его в правах гражданства.

37-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Давыдов, вӑхӑтлӑха ячейка секретарӗн ӗҫӗсене туса пынӑскер, ӗҫсене Макара каялла панӑ чухне, унран ҫапла ыйтрӗ:

Давыдов, временно исполнявший обязанности секретаря ячейки, передавая дела Макару, спросил:

37-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Райкомӑн ҫӗнӗ секретарӗ округри Контроль комиссинчен Нагульнов панӑ апелляцие илсен, Гремячий Лог хуторне ӗҫе тепӗр хут тӗпчесе тухма бюро членӗсенчен пӗрне ячӗ, ҫакӑн хыҫҫӑн вара бюро Нагульнова партирен кӑлармалла тунӑ хӑйӗн решенине пӑрахӑҫлас, терӗ.

Новый секретарь райкома, получив из окружной контрольной комиссии апелляцию Нагульнова, послал в Гремячий Лог одного члена бюро вторично расследовать дело, и после этого бюро постановило: отменить прежнее свое решение об исключении Нагульнова из партии.

37-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Плугне лайӑх майлаштарса панӑ, касӑран сайра хутра кӑна тухкаласа каять, вӑл хӑй пӗччен те сухалама пултармалла.

Плуг настроенный, выскакивает редко, ей и одной бы можно пахать…

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Генералсем юратса ҫинӗскере, тен, эпӗ те юриех сире, ухмахсене, пӑтти ҫуллӑрах та тутлӑрах пултӑр тесе, хурана ярса пӗҫерсе панӑ пулӗ.

Генералы одобряли, и я, может, нарошно для навару вам, дуракам, положил ее, для скусу…

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫапла каланӑ та, хайхискер, хӑйӗн тирӗкӗнчи пӑтта Щукарь мучи ҫине вӑркӑнтара панӑ!

Да с тем как шарахнет в деда Щукаря кашей из своей миски!

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Анчах Краснокутов мучие тӗлӗнтерсех пӑрахнӑ: вӑл пӗр сӑмах та хирӗҫ каламан, ҫитменнине тата ҫакӑн пек канаш панӑ:

К его удивлению, Краснокутов и слова не сказал суперечь, а только посоветовал:

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Щукарь вара айӑпа йышӑннӑ: хӑйӗн бригадинчи сухаҫӑсене чӑх какайӗ ярса пӑтӑ пӗҫерсе ҫитерме шухӑшлани ҫинчен каласа панӑ.

И Щукарь повинился: сказал, что хотел угостить пахарей своей бригады кашей с курятиной.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Салатасса хӑйсенчен ыйтса пӗлӗ тӑрӑх салатса панӑ.

Раздача производилась на основании опроса.

35-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫак вилтӑпри тӗмески Гремячий Лог хуторӗнчи сакӑр ҫухрӑмра, хир тӳпинче ларать, казаксем ӑна тахҫантанпах Виле тӗмески тесе ят панӑ, авалтан юлнӑ халап ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, ҫав тӗмеске вырӑнӗнче ӗлӗк-авал пӗр аманнӑ казак вилсе выртнӑ пулать, тен, авалхи юрӑра асӑннӑ казаках пулнӑ пулӗ вӑл, юрӑра ун ҫинчен ҫапла каласа юрлаҫҫӗ:

Стоит курган на гребне в восьми верстах от Гремячего Лога, издавна зовут его казаки Смертным, а предание поясняет, что под курганом когда-то в старину умер раненый казак, быть может тот самый, о котором в старинной песне поется:

34-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех