Шырав
Шырав ĕçĕ:
10. Эсӗ ҫӗр ҫине килсе пӑхатӑн та шывшӑн антӑхнӑскерне ӗҫтеретӗн, ӑна иксӗлми тулӑхлӑ тӑватӑн: Турӑ ҫырминче туп-тулли шыв; Эсӗ тырӑ-пулӑ хатӗрлетӗн — Эсӗ ҫӗре ҫапла пахалатрӑн; 11. унӑн суха кассисене шӑваратӑн, муклашкисене вататӑн, ӑна ҫумӑр пӗрчисемпе ислететӗн, унти ӳсентӑрана пиллетӗн; 12. Эсӗ ҫу кунӗсене ырӑлӑх кӳретӗн, Санӑн сукмакусенчен ҫу тумлать, 13. пушӑ кӗтӳлӗхсем ҫине юхса анать, вара сӑртсем савӑклӑх тумне тӑхӑнаҫҫӗ; 14. ӗнтӗ улӑхсен тумӗ те — кӗтӳсем, айлӑмсене тырӑ хупласа илет, хавассӑн кӑшкӑра-кӑшкӑра илеҫҫӗ, юрлаҫҫӗ.
Пс 64 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эсӗ ҫӗре силлентертӗн, ӑна тустартӑн: унӑн суранӗсене сипле, вӑл чӗтренет.4. Ты потряс землю, разбил ее: исцели повреждения ее, ибо она колеблется.
Пс 59 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Хӑйӗн халӑхне сут тумашкӑн Вӑл ҫӳлтен тӳпене, ҫӗре чӗнет: 5. «Ман патӑма Хамӑн сӑваплӑ ҫыннӑмсене — парне кӳрсе Манпа халал хывнӑ ҫыннӑмсене — пуҫтарӑр».
Пс 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Турӑсенӗн Турри, Ҫӳлхуҫа калаҫма пуҫларӗ, пӗтӗм ҫӗре — хӗвелтухӑҫӗнчен пуҫласа анӑҫа ҫитиччен — йыхӑрать.Бог Богов, Господь возглаголал и призывает землю, от восхода солнца до запада.
Пс 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Эй Турӑ, эпир хамӑр хӑлхапа хамӑр илтрӗмӗр, Эсӗ авалхи кунсенче, аттемӗрсен вӑхӑтӗнче, тунӑ ӗҫ ҫинчен аттемӗрсем пире кала-кала паратчӗҫ: 3. Хӑвӑн аллупа Эсӗ халӑхсене пӗтернӗ, аттемӗрсене вара вырӑнаҫтарнӑ; ют ӑрусене ҫӗмӗрсе тӑкнӑ, вӗсене вара вырӑнаҫтарса тухнӑ: 4. ҫав ҫӗре аттемӗрсем хӗҫпе ҫӗнтерсе илмен, вӗсене хӑйсен вӑйӗ ҫӑлман — Санӑн сылтӑм аллу, Санӑн вӑю, Сан сӑнун ҫутийӗ ҫӑлнӑ вӗсене, мӗншӗн тесессӗн Эсӗ вӗсене кӑмӑлланӑ.
Пс 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Ҫӳлхуҫана шан, Унӑн ҫулӗпе ҫӳре: ҫӗре еткерлӗхе памашкӑн Вӑл сана ҫӗклӗ; эсӗ усал ҫынсене пӗтернине курса тӑрӑн.
Пс 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Эсӗ ырӑлӑх тунӑшӑн савӑнам, хӗпӗртем: Эсӗ манӑн мӗскӗнлӗхӗме куртӑн, чунӑм хурлӑхӗ ҫинчен пӗлтӗн, 9. мана тӑшман аллине памарӑн; урана ирӗк ҫӗре тӑратрӑн.
Пс 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эй Ҫӳлхуҫа, Сана тархаслатӑп: эй тӗрекӗм! мана чӗнмесӗр ан тӑрсамччӗ, Эсӗ чӗнмесӗр тӑнипе манӑн ҫӗре кӗрекенсем евӗрлӗ пулас марччӗ.
Пс 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӗр те, ӑна тулли тӑваканӗсем те, тӗнче те, тӗнчере пурӑнаканӗсем те — пурте Ҫӳлхуҫанӑн: 2. ҫӗре Вӑл тинӗссем ҫине вырӑнаҫтарнӑ, юханшывсем ҫине тӗреклӗ лартнӑ.
Пс 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Ҫӗр ҫинчи мӑнтӑррисем пурте ҫийӗҫ, пуҫҫапа пуҫлӗҫ; ҫӗре кӗрекенсем те, пурӑнӑҫне тӑсма пултарайманскерсем, пурте Ун умне ӳксе пуҫҫапӗҫ.
Пс 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӗсен хушшине Вӑл хӗвел валли чатӑр карнӑ, 6. хӗвелӗ туй керменӗнчен тухакан кӗрӳ пек тухать, хӑй ҫулӗпе чупакан паттӑр пек савӑнса пырать: 7. унӑн тухӑҫӗ тӳпенӗн пӗр хӗрринче, ҫаврӑнса ҫитесси тепӗр хӗрринче, унӑн ӑшши пурне те, пур ҫӗре те ҫитет.
Пс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Мана халӗ кашни утӑмра хупӑрлаҫҫӗ; ҫӗре ӳкересшӗн мана куҫран ямаҫҫӗ; 12. вӗсем выҫӑхса ҫитнӗ арӑслан евӗрлӗ, вӑрттӑн ҫӗрте пытанса ларакан ҫамрӑк арӑслан евӗрлӗ.
Пс 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫӳлхуҫа калать: кӗлмӗҫсем асапланнине кура, мӗскӗнсем хуйхӑрнине кура халех тӑрам та — тытма шутласа хунӑ ҫынна шанчӑклӑ ҫӗре тӑратам, тет.
Пс 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ун чухне вӗсене ҫиллипе каласа, вӗсене хаярлӑхӗпе шуйхатса ӳкерӗ: 6. «Хамӑн Патшама Хамӑн сӑваплӑ Сион тӑвӗн патшине Эпӗ лартрӑм#; 7. Турӑ ирӗкне пӗлтеретӗп: Ҫӳлхуҫа Мана каларӗ: Эсӗ — Манӑн Ывӑлӑм; Эпӗ Сана паян ҫуратрӑм; 8. ыйт Манран — Сана халӑхсене еткерлӗхе парӑп, ҫӗре вӗҫӗ-хӗррипех Сан аллуна парӑп. 9. Эсӗ вӗсене тимӗр туюпа парӑнтарӑн; вӗсене тӑм савӑт-сапа пек ҫапса салатӑн» терӗ.
Пс 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Урипе кукалет, хӑйӗн вӑйӗпе хӑй савӑнать; кӑрала хирӗҫ пырать; 22. хӑрушлӑх уншӑн — кулӑш ҫеҫ, шикленмест, хӗҫрен каялла чакмасть; 23. ун ҫийӗн ҫӗмренсем шӑхӑрса вӗҫеҫҫӗ, ун тавра сӑнӑ-хӗҫ ялтӑрать; 24. хӗрсе кайнӑскер ҫӗре хаяррӑн кӑшлать, трупа кӑшкӑртнӑ чухне тӗк тӑраймасть: 25. трупа сассине илтсессӗн шар-шар кӗҫенсе ярать, ҫапӑҫӑва аякранах сисет, ҫар пуҫӗсен сассине, шӑв-шава таҫтанах илтет.
Иов 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Хӑвӑн ӗмӗрӳнте эсӗ хӑҫан та пулин ҫутӑлса килекен ире хушса курнӑ-и, шурӑмпуҫне хӑйӗн вырӑнне кӑтартса панӑ-и, 13. ӑна, ҫӗре хӗрринчен тытса, ун ҫинчен йӗркесӗр ҫынсене силлесе тӑкма хушнӑ-и? 14. пичет пуснӑ тӑм улшӑннӑ евӗр, ҫӗре ҫапла улшӑнтарнӑ-и, ӑна тӗрлӗ тӗслӗ тумтир пек курӑнмалла тунӑ-и, 15. йӗркесӗр ҫынсен ҫутине туртса илнӗ-и, вӗсен чӑрсӑр аллине аркатнӑ-и?
Иов 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Вӑл ҫӗре кӑнтӑр ҫилӗпе канӑҫтарсассӑн санӑн тумтирӳ епле вӗриленет?17. Как нагревается твоя одежда, когда Он успокаивает землю от юга?
Иов 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Турӑсӑр пуҫне ҫӗре кам пӑхса усрать?
Иов 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Вӗсен тӗлне ӑмӑрткайӑк та пӗлмест, ӑна хӑлат куҫӗ те курман; 8. ҫав ҫӗре арӑслан ури те пырса пусман, унта шакал та ҫӳремен.
Иов 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Тырӑ-пулӑ ӳстерсе паракан ҫӗре, шалтан вут-ҫулӑмпа ҫунтарнӑ евӗр, алтӑкласа пӗтереҫҫӗ.5. Земля, на которой вырастает хлеб, внутри изрыта как бы огнем.
Иов 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.