Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Пс 59

Пай: Библи –> Псалтирь

Автор: Библи

Ҫӑлкуҫ: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хушнӑ: 2016.04.16 21:27

Пуплевӗш: 15; Сӑмах: 169

Текст тӗсӗ: Тӗн

Вырӑсла Тема: Тӗн

1. Юрлакан ушкӑн пуҫлӑхне. Шушан-Эдуф теекен сӑпрайпа. Давид хайлавӗ, вӗренмелли. 2. Ҫакна вӑл Месопотамири Сирипе тата Цованри Сирипе вӑрҫӑ вӑрҫнӑ чухне, Иоав унтан таврӑннӑ чухне Тӑварлӑ айлӑмра идумейсен вуникӗ пин ҫыннине пӗтернӗ чухне ҫырнӑ.

3. Эй Турӑ! Эсӗ пире пӑрахрӑн, Эсӗ пире аркатрӑн,
Эсӗ ҫиллентӗн: пирӗн енне ҫаврӑнсам.

4. Эсӗ ҫӗре силлентертӗн, ӑна тустартӑн:
унӑн суранӗсене сипле, вӑл чӗтренет.

5. Эсӗ Хӑвӑн халӑхна тискерлӗх кӑтартрӑн,
пире ӑнран яракан эрех ӗҫтертӗн.

6. Ӗнтӗ Хӑвӑнтан хӑракансене паллӑ парсамччӗ —
тӑшмансем ухӑран тарса кайччӑр:
7. Хӑв юратнисем хӑтӑлччӑр;
Хӑвӑн сылтӑм аллупа ҫӑлсам пире, илтсем пире.

8. Турӑ Хӑйӗн сӑваплӑ Ҫуртӗнче каларӗ:
«савӑнӑп, Сихеме уйӑрса парӑп,
Сокхоф айлӑмне виҫсе уйӑрӑп:
9. Галаад — Манӑн, Манассия — Манӑн,
Ефрем — Манӑн пуҫӑм тӗрекӗ,
Иуда — Манӑн туя,
10. Моав — Эпӗ ҫӑвӑнакан савӑт;
Эдом ҫине аттӑмпа таптӑп.
Эй Филисти ҫӗрӗ, мана хавассӑн кӑшкӑрса кӗтсе ил!» терӗ.

11. Тӗреклӗлетнӗ хулана мана кам илсе кӗрӗ?

Эдом ҫӗрне мана кам ертсе ҫитерӗ?

12. Эсех мар-и, Турӑҫӑм, пире пӑрахнӑ Турӑ,
пирӗн ҫарсемпе пӗрле тухман Турӑ, Эсех мар-и?

13. Пулӑшсам пире, хӗсӗрлекенсенчен хӳтӗлесем,
ҫын хӳтӗлени нимӗн те мар.

14. Турӑпа пӗрле эпир вӑя кӑтартӑпӑр,
Вӑл пирӗн тӑшмансене урипе таптӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех