Шырав
Шырав ĕçĕ:
31. Трифон вара усал шухӑш тытса ҫамрӑк патшана Антиоха ҫула илсе тухнӑ та вӗлернӗ, 32. хӑй ун вырӑнне патшана ларнӑ, Ази патшийӗн пуҫкӑшӑльне тӑхӑннӑ, ҫав ҫӗре питӗ вӑйлӑ аркатса пӗтернӗ.
1 Мак 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
57. Ҫамрӑк Антиох ӗнтӗ Ионафан патне акӑ ҫапла ҫырса янӑ: «эпӗ сана аслӑ священника лартатӑп, тӑватӑ ҫӗр пуҫлӑхӗ тӑватӑп, эсӗ патша тусӗсен шутӗнче пулӑн» тенӗ.
1 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
54. Ҫавӑн хыҫҫӑн Трифон Арави ҫӗрӗнчен Антиоха илсе таврӑннӑ; Антиох питӗ ҫамрӑк пулнӑ-ха; вӑл ӗнтӗ патшана ларнӑ, пуҫкӑшӑль тӑхӑннӑ.
1 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Вӑл хӑй халӑхӗн мухтавне сарнӑ; вӑл, улӑп пек, тимӗр тумтир тӑхӑнса, пилӗкӗ тавра вӑрҫӑ кӑралӗ ҫакса, ҫарне хӗҫӗпеле хӳтӗлесе, вӑрҫӑ вӑрҫнӑ; 4. хӑйӗн ӗҫӗнче арӑслан пек пулнӑ, тупӑшӗ ҫине ӳхӗрсе ыткӑнакан ҫамрӑк арӑслан пек пулнӑ.
1 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫапла ӗнтӗ, хӑвӑр чунӑра сыхлӑр, никам та хӑйӗн ҫамрӑк чухнех пӗрлешнӗ арӑмне хирӗҫле ултавлӑ ӗҫ ан тутӑр.Итак берегите дух ваш, и никто не поступай вероломно против жены юности своей.
Мал 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Акӑ мӗншӗн: Ҫӳлхуҫа санпа хӑвӑн ҫамрӑк чухнех пӗрлешнӗ арӑму хушшинче мӗн пулнине курса тӑнӑ, кайран эсӗ арӑмна улталанӑ, вӑл вара — санӑн ҫывӑх тусу, санӑн саккунлӑ арӑму.
Мал 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Кӗтӳҫӗсем ӳлесе йӗни илтӗнсе тӑрать: ӗнтӗ вӗсен ирӗклӗ ҫӗрӗсене ҫаратса пӗтернӗ; ҫамрӑк арӑслансем ӳхӗрни илтӗнет, мӗншӗн тесен Иордан илемне тустарса хӑварнӑ.
Зах 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Вӗсем Манӑн халӑхӑм тӗлӗшӗнчен шӑпа сиктернӗ, ҫамрӑк ачана аскӑн арӑма панӑ, хӗрачана эрехле сутса ярса ӗҫкӗ ӗҫнӗ.
Иоиль 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Халӑха пуҫтарӑр, пуху пухӑр, ватӑсене чӗнӗр, ҫамрӑк ачасемпе кӑкӑр ачисене пуҫтарӑр; кӗрӳ каччӑ хӑйӗн керменӗнчен тухтӑр, кӗҫӗн ҫын пуласси хӑйӗн пӳлӗмӗнчен тухтӑр.
Иоиль 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнса, ҫамрӑклах упӑшкисӗр тӑрса юлнӑ ҫамрӑк арӑм пек хӳхле!8. Рыдай, как молодая жена, препоясавшись вретищем, о муже юности своей!
Иоиль 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ӗнтӗ Эпӗ вӗсемшӗн арӑслан пек пулӑп, ҫул хӗрринче ҫамрӑк арӑслан пек сыхласа тӑрӑп.7. И Я буду для них как лев, как скимен буду подстерегать при дороге.
Ос 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Израиль ҫамрӑк чухне Эпӗ ӑна юрататтӑм, Хамӑн ывӑлӑма Египетран чӗнсе тухрӑм.Когда Израиль был юн, Я любил его и из Египта вызвал сына Моего.
Ос 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Эпӗ ӗнтӗ Ефремшӗн арӑслан пек, Иуда килӗшӗн ҫамрӑк арӑслан пек пулӑп; Эпӗ, Эпӗ туртса ҫурӑп та кайӑп; йӑтӑп та кайӑп — никам та ҫӑлаймӗ.
Ос 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ҫавӑнтан ӑна иҫӗм пахчийӗсемпе Ахор айлӑмне парӑп, ҫапла унӑн чӗринче шанчӑк ҫуратӑп; унта вӑл хӑй ҫамрӑк чухнехи пекех, Египет ҫӗрӗнчен тухнӑ чухнехи пекех, юрлӗ.
Ос 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3-4. Патша хайрансен пуҫлӑхне Асфеназа Израиль ывӑлӗсем хушшинчен — патша йӑхӗнчен, аслӑ улпутсен йӑхӗнчен — тухнӑ ҫамрӑк ачасене, ӳт-пӳ тӗлӗшӗнчен пӗр кӑлтӑксӑр, хитре сӑн-питлӗ, кирек мӗне те вӗренме пултаруллӑ, ӑслӑ-тӑнлӑ та тавҫӑруллӑ, патша керменӗнче ӗҫлесе тӑма юрӑхлӑ ачасене тупса килме, вӗсене халдей ҫырулӑхӗпе чӗлхине вӗрентме каланӑ.
Дан 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Сава, Дедан тата Фарсис сутуҫисем хӑйсен пӗтӗм ҫамрӑк арӑсланӗсемпе пӗрле калӗҫ сана: «эсӗ ҫаратма килтӗн-и? хӑвӑн эшкерне пурлӑх чыхса тултарма, кӗмӗлпе ылтӑн тӑпӑлтарма, выльӑх-чӗрлӗхпе мул туртса илме, пысӑк тупӑш ярса илме пуҫтартӑн-и?» тейӗҫ.
Иез 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Вуниккӗмӗш ҫулта, вуниккӗмӗш уйӑхра, ҫак уйӑхӑн пӗрремӗш кунӗнче, мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ: 2. этем ывӑлӗ! фараоншӑн, Египет патшишӗн, хӳхлеме пуҫла, кала ӑна: эсӗ халӑхсем хушшинчи ҫамрӑк арӑслан пек, тинӗссенчи тискер кайӑк пек: ҫырмусенче ывтӑнатӑн, урупа шывсене пӑтрататӑн, вӗсен юхӑмне пӳле-пӳле лартатӑн.
Иез 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ху ҫамрӑк чухне епле аснине ҫапла аса илтӗн иккен, ун чухне Египет ҫыннисем никам тӗкӗнмен чӗччӳне чӑмӑртарӗҫ.
Иез 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Огола Мана улталама, асма пуҫларӗ, хӑйӗн еркӗнӗсене, Ассири ывӑлӗсене, хӑйӗн кӳршисене, иленчӗ, 6. яхонт тӗслӗ тумпа ҫӳрекенсене, ҫӗр пуҫлӑхӗсене, хула пуҫӗсене, мӗнпур илемлӗ йӗкӗте, утпа ҫӳрекен юланутҫӑсене иленчӗ; 7. Ассур ывӑлӗсемпе, вӗсен пур маттур ывӑлӗпе, чарусӑр асӑхрӗ, ҫыхланнӑ ҫыннисен пӗтӗм йӗрӗхӗпе хӑйне ирсӗрлерӗ; 8. Египет ҫыннисемпе те асма чарӑнмарӗ, мӗншӗн тесессӗн лешӗсем унпа вӑл ҫамрӑк чухне ҫывӑратчӗҫ, унӑн — хӗрӗн — чӗччине ирсӗрлетчӗҫ, хӑйсен ясарлӑхне ун ҫине яратчӗҫ.
Иез 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ: 2. этем ывӑлӗ! пӗр амӑшӗнчен ҫуралнӑ икӗ хӗрарӑм пулнӑ, 3. вӗсем Египетра аснӑ, хӑйсем ҫамрӑк чухне аснӑ; вӗсен кӑкӑрне ҫавӑнта чӑмӑртанӑ, хӗр чӗччине ҫавӑнта ирсӗрленӗ.
Иез 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.