Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Малтан сăмах пирĕн базăра пур.
Малтан (тĕпĕ: малтан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӗҫлӗ ушкӑн чи малтан Самаринӑн, Минатуллинӑн, «Кызыл сабанча» фермер хуҫалӑхӗсемпе паллашрӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй кунӗ чунсене савӑнтарчӗ // А.Исаева. «Каҫал Ен», 09.06.17

Малтан хулара пурӑнакансем тивӗҫлӗ канӑва тухсан яла куҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫын тымарӗ. Чӑвашӑн вӑл пур-и? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/3116-%D2%AA% ... B8%3F.html

Ҫавна май пӗр-пӗр пӑтӑрмах сиксе тухсан шиклӗх туйӑмӗ чи малтан унра палӑрать те.

Куҫарса пулӑш

Вӑрӑн пуҫри ҫӗлӗкӗ ҫунать // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/3120-%D0%92% ... D1%8C.html

Вырӑссем чиперука сӑнланӑ чухне куҫ, куҫ харши, куҫ хӑрпӑкӗн илемне чи малтан асӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Словаре те кӑсӑклӑ роман пекех вулама пулать // Роза Власова. «Хыпар», 2017.04.26, 60№

Малтан эпӗ кӳлепе ӳкернӗ.

Куҫарса пулӑш

Телейлӗ ҫӑлтӑр айӗнче ҫуралнӑ художник // Илемпи Туркай. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№

Чи малтан таврари чаплӑ предприниматель, темиҫе лавкка хуҫи патне ҫитрӗ вӑл.

Прежде всего она подошла к крупному предпринимателю, владельцу нескольких магазинов.

Хурлӑхлӑ юрӑ // Николай Сунай. «Тӑван Атӑл», 2016, 9№

Анатолий Алексее малтан юрпа ҫӑвӑнма хӑнӑхтарчӗ.

Анатолий сначала приучил Алексея мыться снегом.

Хурлӑхлӑ юрӑ // Николай Сунай. «Тӑван Атӑл», 2016, 9№

Малтан хире 5 «Нива» кӑларнӑ — 5 комбайнер кирлӗ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Кӗрӳ манпа пӗр шухӑшлӑ пулни савӑнтарчӗ» // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Малтан кивӗ ДТ-75 трактор ҫеҫ пулнӑ.

Сначала был только старый трактор ДТ-75.

«Кӗрӳ манпа пӗр шухӑшлӑ пулни савӑнтарчӗ» // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Чи малтан сесси шӑпах ҫак ыйтӑва татса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Депутат мандатӗнчен пуҫласа Шупашкар шыв управӗ таран // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Малтан вӗсене пӳрт тума пулӑшрӑмӑр, хамӑра валли лартаймарӑмӑр, — аса илчӗ ватӑ ҫын.

Куҫарса пулӑш

Кинӗпе тата ывӑлӗпе хутшӑнасшӑн мар // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №

Кил ӑшшин управҫи малтан официаллӑ майпа ӗҫленӗ.

Куҫарса пулӑш

Ферма витине юхӑнтарман // Ирина КОШКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №

Малтан аслӑ ывӑлӗ Коля та ӗне сума пулӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ферма витине юхӑнтарман // Ирина КОШКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №

Ара, малтан хуласене, ун хыҫҫӑн участоксене, юлашкинчен кӑна яла панӑ.

Куҫарса пулӑш

Уншӑн ӗҫ - сывлӑх // Ирина НИКИТИНА. «Хресчен сасси», 38(2625)№, 2016.09.29

Халӑх шанӑҫне вӑл чылайранпа тӳрре кӑларать, малтан та депутат тивӗҫӗсене чыслӑн пурнӑҫланӑ, хушнине тунӑ, ыйтсан пулӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Уншӑн ӗҫ - сывлӑх // Ирина НИКИТИНА. «Хресчен сасси», 38(2625)№, 2016.09.29

Вӑл преступниксене малтан палламан, вӗсен паллисене лайӑх астуса юлайман пулин те СК следователӗсем шалти ӗҫсен органӗсен сотрудникӗсемпе алла-аллӑн ӗҫлесе каччӑсене иккӗшне те шыраса тупма пултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пусмӑрҫа тарма паман // К.АНТИПОВ . «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Чи малтан хамӑрӑн пӗрлешмелле, тӗрӗссипе, ҫӗнӗ союз тумалла.

Куҫарса пулӑш

Шурӑ акӑш — ҫӗнтерӳ хӑвачӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Малтан пӗтернине ҫӗклеме ҫӑмӑл мар.

Куҫарса пулӑш

Шурӑ акӑш — ҫӗнтерӳ хӑвачӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Манӑн унпа ҫыхӑннӑ роман та пур, малтан ӑна вырӑсла «Последний оптимист» ятпа шӑрҫаланӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Шурӑ акӑш — ҫӗнтерӳ хӑвачӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Чи малтан Сызраньтен, Тольяттирен кӳрсе килнӗ.

Куҫарса пулӑш

«Техникӑна мӑшӑра юратнӑ пек юратмалла» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех