Шырав
Шырав ĕçĕ:
22. Ӑна, шӑпа ярса, хӑвӑр валли тата хӑвӑр хушшӑрта пурӑнакан, сирӗн патӑрта ачасем ҫуратнӑ ют ҫӗр ҫыннисем валли уйӑрӑр; Израиль ывӑлӗсем хушшинче вӗсем те ӗлӗкрен пурӑнакансемпе тан пулмалла, вӗсен сирӗнпе пӗрле Израиль йӑхӗсем хушшинче пай ҫӗрӗ илмелле.
Иез 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Кӑнтӑр чикки кӑнтӑр енчи Тамара патӗнчен Кадис патӗнчи ӳпкевлӗ шыва ҫити тӑсӑлать, юхӑм шывӗ май Аслӑ тинӗсе ҫитет; ҫакӑ кӑнтӑр енчи кӑнтӑр ҫӗрӗ.
Иез 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Тухӑҫ чиккине Авранпа Дамаск хушшипе, Галаадпа Израиль ҫӗрӗ хушшипе, Иордан хӗррипе, ҫурҫӗр чиккинчен тухӑҫ тинӗсне ҫити тӑсӑр; ҫакӑ тухӑҫ енӗ пулать.
Иез 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Акӑ ҫӗр чикки: ҫурҫӗр вӗҫӗ, Аслӑ тинӗсрен пуҫланса, Хетлон урлӑ, Цедада каякан ҫулпа, 16. Емаф, Берот тата Дамаск ҫӗрӗпе Емаф ҫӗрӗ хушшинчи Сивраим патне, унтан Авран чиккинчи Гацар-Тихон патне ҫитет.
Иез 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: аслӑ пуҫлӑх хӑй ывӑлӗнчен хӑшне те пулин ҫӗр уйӑрса парас пулсан, ҫакӑ ҫав ывӑлӗн ывӑлӗсен еткерлӗхӗ те пулмалла; ҫак ҫӗр ӗмӗрлӗхе вӗсен еткер ҫӗрӗ пулмалла, тет.
Иез 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ку вӑл — унӑн ҫӗрӗ, унӑн Израильри пайӗ, ӗнтӗ малашне Израиль пуҫлӑхӗсем Манӑн халӑхӑма ан хӗсӗрлеччӗр, вӗсем Израиль килне йӑхӑн-йӑхӑн ҫӗр уйӑрса паччӑр.
Иез 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Аслӑ пуҫлӑха ку енне те, тепӗр енне те пай парӑр, вӑл Ҫӳлхуҫана уйӑрса панӑ сӑваплӑ ҫӗр ҫумӗнче тата хула ҫӗрӗ ҫумӗнче — анӑҫ енче анӑҫ еннелле, тухӑҫ енче тухӑҫ еннелле — пултӑр, унӑн тӑршшӗ анӑҫ чиккинчен тухӑҫ чиккине ҫитиччен ытти пай ҫӗрсен тӑршшӗпе танлашмалла.
Иез 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫирӗм пилӗк пин шалча тӑршшӗ, вунӑ пин шалча сарлакӑш ҫӗр Турӑ Ҫуртӗнче ӗҫлесе тӑракан левитсен ҫӗрӗ пулӗ, вӗсем ҫавӑнта пурӑнӗҫ.
Иез 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ку вӑл — ҫӗршывӑн сӑваплӑ ҫӗрӗ.
Иез 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Шӑпа ярса пай ҫӗрӗ валеҫнӗ чухне Ҫӳлхуҫа валли парне ҫӗр — сӑваплӑ лаптӑк — уйӑрӑр, унӑн тӑршшӗ ҫирӗм пилӗк пин шалча, сарлакӑшӗ вунӑ пин пултӑр; ҫак вырӑн пӗтӗмпе, йӗри-тавра сӑваплӑ пултӑр.
Иез 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӗсене Израильре ҫӗр ан парӑр: вӗсенӗн ҫӗрӗ — Эпӗ.
Иез 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Еткерлӗх ҫӗр тӗлӗшӗнчен вӗсен еткерлӗх ҫӗрӗ — Эпӗ.
Иез 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26-27. Вӗсем хӑйсен ҫӗрӗ ҫинче пӗр шикленмесӗр пурӑнма пуҫласассӑн, вӗсене никам та хӑратайми пулсассӑн, Эпӗ вӗсене халӑхсем хушшинчен тавӑрсассӑн, тӑшманӗсен ҫӗрӗсенчен пӗрле пуҫтарсассӑн, Хамӑн сӑваплӑхӑма вӗсенче нумай халӑх куҫӗ умӗнче кӑтартсассӑн, вӗсем Манӑн умӑмра тунӑ чыссӑр ӗҫӗсене, хӑйсен пӗтӗм йӗркесӗрлӗхне туйса илӗҫ.
Иез 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Магог ҫӗрӗ ҫинче тата утравсем ҫинче пӗр шухӑшсӑр пурӑнакансем ҫине вут-ҫулӑм ярӑп, вара Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗҫ.6. И пошлю огонь на землю Магог и на жителей островов, живущих беспечно, и узнают, что Я Господь.
Иез 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Кӗвӗҫсе, тарӑху вучӗпе ҫунса каларӑм Эпӗ: чӑн та, ҫав кун Израиль ҫӗрӗ хӑрушла кисренӗ.
Иез 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Хир йывӑҫӗ хӑйӗн улми-ҫырлине парӗ, ҫӗр те хӑйӗн ҫимӗҫне парӗ; хӑйсен ҫӗрӗ ҫинче вӗсене хӑрушӑ пулмӗ, сӳсмен ҫыххисене аркатса тӑксассӑн, вӗсене пусмӑрҫӑсен аллинчен ирӗке кӑларсассӑн, Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗҫ.
Иез 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Вавилон патшийӗн аллине тӗреклетӗп те, фараон алли усӑнӗ; Вавилон патшийӗн аллине Хамӑн хӗҫӗме парсассӑн, вӑл ӑна Египет ҫӗрӗ ҫине тӑссассӑн, Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗҫ.
Иез 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫапла Египет ҫӗрӗ пушхир, ҫеҫенхир пулӗ; вара Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗҫ.9. И сделается земля Египетская пустынею и степью; и узнают, что Я Господь.
Иез 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: халӑхсем хушшине саланнӑ Израиль халӑхне пӗрле пуҫтарӑп та Хамӑн тасалӑхӑма унӑн йӑхӗсен куҫӗ умӗнче кӑтартӑп, вӗсем вара хӑйсен ҫӗрӗ ҫинче, Эпӗ Хамӑн Иаков чурама панӑ ҫӗр ҫинче, пурӑнма пуҫлӗҫ: 26. унта вӗсем пӗр хӑрамасӑр пурӑнӗҫ, унта ҫурт-йӗр ҫавӑрӗҫ, иҫӗм пахчисем ӗрчетӗҫ, пӗр хӑрамасӑр пурӑнӗҫ, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ вӗсене усал сунакансене, вӗсен таврашӗнче пурӑнакансене, пурне те сут тӑвӑп, вара Эпӗ вӗсен Ҫӳлхуҫа Турри иккенне пӗлӗҫ, тесе калать те.
Иез 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Иудейӑпа Израиль ҫӗрӗ санпа суту-илӳ тӑватчӗ; санӑн таварушӑн Минниф тулли, пылак ҫимӗҫ тата пыл та, йывӑҫ ҫӑвӗ те, бальзам та парса тӳлетчӗ.
Иез 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.