Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шухӑшпа (тĕпĕ: шухӑш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Манӑн шухӑшпа, ҫынна юратсан унӑн ачине те, вӑл сусӑр пулсан та, йышӑнатех.

По-моему, если человека любишь, то примешь и его ребенка, даже если он калека.

Ашшӗ сусӑр ачине интерната паман // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

«Тӑлӑха юлнисем пирки каламасӑрах паллӑ ӗнтӗ, ман шухӑшпа, хӑйсен пурнӑҫне шеллемесӗр патшалӑх интересӗсене хӳтӗленисен те аслӑ пӗлӳ илнӗ чухне ҫӑмӑллӑхсемпе усӑ курма май пулмалла», – палӑртать депутат.

Куҫарса пулӑш

Алена Аршинова: «Ҫынсемшӗн усӑллӑ пулмалла!» // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Ҫавӑнпа ӗнтӗ ялти культура ҫурчӗн ертӳҫи, Чӑваш Республикин Культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Н.Гаврилов музей йӗркелес шухӑшпа канӑҫне ҫухатнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ музей йӗркеленет // Э.Михайлова. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Николай Малов вара ку шухӑшпа пачах килӗшмест.

Куҫарса пулӑш

Николай Малов: «Вӑй-хӑват ҫӑлкуҫӗ — шалти килӗшӳлӗх» // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Манӑн шухӑшпа — больница администрацийӗ ҫур ҫул каялла палӑртнӑ тӗллевсене пурнӑҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

«Чир те сирӗлнӗн туйӑнать…» // Хыпар. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Йывӑрлӑхсенчен тухма пӗлӳ ҫуртне кам пулӑшать? Ҫитӗнӗвӗсем мӗнпе ҫыхӑннӑ? Ҫакӑн ҫинчен пӗлес шухӑшпа шкул директорӗпе Елена ЯКОВЛЕВӐПА калаҫу пуҫартӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Техника - нумай, ача-пӑча вара... // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Ман шухӑшпа, темӗн туса ҫитерейместӗп пек.

А мне кажется: недобор.

Станислав Садальский: «Взятка илекен тухтӑрсене питлеместӗп» // Ольга САБУРОВА. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

Ман шухӑшпа, пире халӗ ҫакӑ ҫитмест: хут ҫинче саккун пур, анчах ӑна никам та пурнӑҫламасть.

Куҫарса пулӑш

Атнер ХУСАНКАЙ: Чӑваш пурнӑҫӗн хӑшпӗр моделӗ кивелнӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, ака, 22; 61-62№

3. Эпир аташса е усал шухӑшпа, е улталаса вӗрентместпӗр; 4. Турӑ пире сӑнаса пӑхрӗ те Хӑйӗн Ырӑ Хыпарне шанса пачӗ, эпир ӑна этеме юрасшӑн каламастпӑр, хамӑр чӗремӗре пӗлсе тӑракан Турра юрасшӑн калатпӑр.

3. Ибо в учении нашем нет ни заблуждения, ни нечистых побуждений, ни лукавства; 4. но, как Бог удостоил нас того, чтобы вверить нам благовестие, так мы и говорим, угождая не человекам, но Богу, испытующему сердца наши.

1 Фес 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

27. Анчах Христос ҫинчен пӗлтерекен Ырӑ Хыпара тивӗҫлӗ пурӑнӑр; сире хам пырса курас пулсассӑн та, пыраймасассӑн та, манӑн сирӗн ҫинчен: «вӗсем ҫирӗп тытӑнса тӑраҫҫӗ, пӗр шухӑшпа, пурте пӗрле Евангели тӗнӗшӗн кӗрешеҫҫӗ, 28. хирӗҫ тӑракансенчен пачах та хӑрамаҫҫӗ» тенине илтмелле пултӑр; эпир ҫапла хӑюллӑ пулни вӗсем пӗтессине, эсир ҫӑлӑнассине пӗлтерет: ҫакӑ вӑл Турӑран килет.

27. Только живите достойно благовествования Христова, чтобы мне, приду ли я и увижу вас, или не приду, слышать о вас, что вы стоите в одном духе, подвизаясь единодушно за веру Евангельскую, 28. и не страшитесь ни в чем противников: это для них есть предзнаменование погибели, а для вас - спасения. И сие от Бога,

Флп 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Тепӗрисем вара манӑн тӗрмери пурӑнӑҫа йывӑрлатас шухӑшпа, хӑйшӗн кӑна тӑрӑшса, Христос ҫинчен таса мар кӑмӑлпа вӗрентеҫҫӗ.

17. а другие - из любви, зная, что я поставлен защищать благовествование.

Флп 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Эй тӑванӑмсем, ӗнтӗ савӑнса пурӑнӑр, ырӑланса пырӑр, чунӑра пусарӑр, пӗр шухӑшпа тӑрӑр, килӗштерсе пурӑнӑр — вара юратупа канӑҫлӑх Турри сирӗнпе пӗрле пулӗ.

11. Впрочем, братия, радуйтесь, усовершайтесь, утешайтесь, будьте единомысленны, мирны, - и Бог любви и мира будет с вами.

2 Кор 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Эпир унпа иксӗмӗр те пӗр шухӑшпа ӗҫлесе тӑмарӑмӑр-и?

Не в одном ли духе мы действовали?

2 Кор 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Хӑйсене хӑйсем чарма пултараймасассӑн мӑшӑрланччӑр: аскӑн шухӑшпа пурӑннинчен мӑшӑрланни аванрах.

9. Но если не могут воздержаться, пусть вступают в брак; ибо лучше вступить в брак, нежели разжигаться.

1 Кор 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

16. Пӗр-пӗринпе пӗр шухӑшпа тӑрӑр; ан мӑнаҫланӑр, йӑвашшисен йӗрӗпе ҫӳрӗр; хӑвӑра асла ан хурӑр; 17. никама та усалшӑн усалпа ан тавӑрӑр; пур ҫын умӗнче те ырӑшӑн тӑрӑшӑр.

16. Будьте единомысленны между собою; не высокомудрствуйте, но последуйте смиренным; не мечтайте о себе; 17. никому не воздавайте злом за зло, но пекитесь о добром перед всеми человеками.

Рим 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Ку таранччен суя тӗнлисем пек пурӑнса ҫитӗ сире, эсир ирсӗрленсе, арҫынпа, выльӑхпа, шухӑшпа аскӑн ӗҫ туса, ӗҫке ярӑнса, ытлашши ӗҫсе-ҫисе, ухмахланса, йӗрӗхсене пуҫҫапса пурӑнтӑр; 4. ҫавӑнпа ӗнтӗ вӗсем халӗ эсир хӑйсемпе пӗрле асма хутшӑнманнинчен тӗлӗнеҫҫӗ, сире хӑртаҫҫӗ; 5. чӗррисене те, вилнисене те кӗҫех сут тума хатӗр тӑракан Тӳре умӗнче вӗсем явап тытӗҫ.

3. Ибо довольно, что вы в прошедшее время жизни поступали по воле языческой, предаваясь нечистотам, похотям (мужеложству, скотоложству, помыслам), пьянству, излишеству в пище и питии и нелепому идолослужению; 4. почему они и дивятся, что вы не участвуете с ними в том же распутстве, и злословят вас. 5. Они дадут ответ Имеющему вскоре судить живых и мертвых.

1 Пет 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

22. Хӑйӗн кӗллинче вӑл ҫапла каланӑ: «эй Ҫӳлхуҫамӑр, иудейсен патши Езекия вӑхӑтӗнче Эсӗ Ангел ярса патӑн, вӑл вара Сеннахирим ҫарӗнчи ҫӗр сакӑрвун пилӗк пин ҫынна пӗтерсе тӑкрӗ. 23. Эй тӳпе Ҫӳлхуҫи, халӗ те тӑшмансене хӑратма, сехӗрлентерме пирӗн умран пымашкӑн ырӑ Ангел ярсамччӗ. 24. Хӑвӑн сӑваплӑ халӑху ҫине усал шухӑшпа килекенсене Санӑн хӑватлӑ аллу тӗп тутӑр» тенӗ.

22. В молитве своей он так говорил: Ты, Господи, при Езекии, царе Иудейском, послал Ангела, - и он поразил из полка Сеннахиримова сто восемьдесят пять тысяч. 23. И ныне, Господи небес, пошли доброго Ангела пред нами на страх и трепет врагам. 24. Силою мышцы Твоей да будут поражены пришедшие с хулением на святый народ Твой.

2 Мак 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Патшалӑха ҫӑлса хӑварас шухӑшпа мар, пуҫлӑх вырӑнне илес шанчӑкпа, Антиоха питӗ чеен хӗтӗртсе, Менелай та вӗсемпе пӗрлешнӗ.

3. Присоединился к ним и Менелай, с большим притворством побуждая Антиоха, не ради спасения отечества, но в надежде получить начальство.

2 Мак 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

25. Ҫав ҫын, Иерусалима татуллӑ шухӑшпа пынӑ пек туса, хӑй иудейсен сӑваплӑ шӑматкунӗ ҫитессе кӗтнӗ, иудейсен канӑҫлӑ вӑхӑчӗ ҫитсессӗнех вӑл хӑйӗн ҫыннисене кӑралпа авӑрланма хушнӑ.

25. Он же, придя в Иерусалим и притворно храня мир, медлил до святаго дня субботы и, застигнув Иудеев во время покоя, велел своим людям вооружиться.

2 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

37. Патша Илиодортан: тепӗр хут Иерусалима яма юрӑхли кам пулма пултарӗ тесе ыйтсассӑн, вӑл ҫапла хуравланӑ: 38. санӑн мӗнле те пулин тӑшман е санӑн патшалӑхна хирӗҫ тӑраканӗ пур пулсассӑн, ӑна ҫавӑнта яр; эхер те чӗрӗ юлайсассӑн, вӑл унтан асап курса таврӑнӗ, мӗншӗн тесессӗн ҫав вырӑнта чӑнах та Турӑ хӑвачӗ тӑрать: 39. Хӑй тӳпере пулин те, Вӑл — ҫав вырӑнӑн хуралҫи, ӑна хӳтӗлекенӗ, Вӑл усал шухӑшпа пыракансене вӗлере-вӗлере пӑрахать, тенӗ.

37. Когда же царь спросил Илиодора, кто был бы способен, чтобы еще раз послать в Иерусалим, он отвечал: 38. если ты имеешь какого-нибудь врага и противника твоему правлению, то пошли его туда, и встретишь его наказанным, если только останется он в живых, ибо на месте сем истинно пребывает сила Божия: 39. Он Сам, обитающий на небе, есть страж и заступник того места, и приходящих с злым намерением поражает и умерщвляет.

2 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех