Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

макӑрса (тĕпĕ: макӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Макӑрса пӗтнӗ Анфисӑн ҫиллес питне курсан, Сергей Ҫемен енне ҫаврӑнса каларӗ:

— Увидев злое, заплаканное лицо Анфисы, Сергей обратился к Семену:

IX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Куратӑп — макӑрса пӗтнӗ, хурлӑхлӑ.

Вижу — в слезах и в горе.

VIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ирпе амӑшӗ, унӑн макӑрса типнӗ куҫӗсем ҫине шиклӗн пӑхса, ним тума пӗлмесӗр пуҫне сулкаласа илет.

Утром мать со страхом смотрела на ее сухие, выплаканные глаза и только сокрушенно качала головой:

VI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Унтан вӑл ура ҫине тӑчӗ, кӗлеткипе хутланса, Бунчук чавси ҫумне пуҫӗпе лӑпчӑнчӗ те пӗчӗкҫӗ ача пек вӑйсӑррӑн та хурлӑхлӑн макӑрса ячӗ.

И встала, совсем по-детски беспомощно и горько заплакала, сгорбясь, прижимаясь головой к локтю Бунчука.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫеҫен хирти армути шӑршине туйнипех ман макӑрса ярассӑм килет…

От запаха степного полынка мне хочется плакать…

XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Унӑн пит ҫӑмартисем ҫаплах ҫилӗллӗн туртӑнкаласа илчӗҫ, макӑрса тӑртаннӑ куҫӗсем юнӑхнӑ пек хӗрелсе шывланнӑ.

У него еще дрожали щеки и кровянисто слезились припухшие заплаканные глаза.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кӗтмен ҫӗртен унӑн нимӗн сасӑсӑр, шӑппӑн кӑна макӑрса ярасси килчӗ.

Ему неожиданно захотелось тихо заплакать.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Митькӑн хӗрарӑма ачашласа чуна лӑплантарас енӗпе вӗри те пысӑк ӳтне аса илсе, ҫав вӑхӑтрах тата служивӑй парнелесе хӑварнӑ трипперпа асапланса, Аникушка арӑмӗ те хытӑ макӑрса юлчӗ.

Плакала и Аникушкина жалмерка, вспоминая большое, горячее на ласки тело Митьки и мучаясь от триппера, которым наделил ее служивый.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Куҫӗсем ҫеҫ унӑн ҫав-ҫавах юлнӑ — ӗлӗкхи пекех канӑҫсӑррӑн хускалса пӑхаҫҫӗ; ҫавна ытараймасть те иккен ватӑ амӑшӗ, ывӑлне куҫ хывнӑ хушӑрах пӗрре кулса, тепре макӑрса илет, пӗркеленсе сарӑхнӑ аллипе ӑна кӗске кастарнӑ ҫӳҫӗнчен, шурӑ та хӗсӗк ҫамкинчен ҫупӑрласа ачашлать.

Одни глаза были те же — волнующие и беспокойные; в них-то и тонула мать, смеясь и плача, изредка трогая морщеной, блеклой ладонью прямые, коротко остриженные волосы сына и белый его узкий лоб.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Митька ҫине макӑрса шывланнӑ куҫӗпе пӑхса, Лукинична черккене эрех тултарчӗ, анчах куҫӗ курманнипе ытларах ячӗ те пӑртак сӗтел ҫине тӑкрӗ.

Лукинична, заплаканными глазами глядя на Митьку, наливала в рюмку водку и, не видя, лила через край.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пантелей Прокофьевич картишӗнче, темӗн кӑштӑртатса ӗҫленӗ май, кинӗ йӗкӗреш ҫуратса пани ҫинчен илтрӗ те малтанах аллисене сарса пӑрахрӗ, унтан, сухалне савӑнӑҫлӑн тӑрмакласа, макӑрса ячӗ, халь ҫеҫ килсе кӗнӗ эпи карчӑкне вырӑнсӑр ҫӗртенех кӑшкӑрса тӑкрӗ:

Пантелей Прокофьевич, услышав на базу о том, что сноха разрешилась двойней, вначале руками развел, потом обрадованно, потурсучив бороду, заплакал и ни с того ни с сего накричал на подоспевшую бабку-повитуху:

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ильинична кулса та, макӑрса та пӑхрӗ, тӑтӑшах хӑтӑркаласа илчӗ:

А Ильинична, смеясь и плача, выкрикивала:

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ӑҫта пултӑн ӗнтӗ? — ӳлесе макӑрса ячӗ ҫавӑнтах Ильинична.

Где ж ты была? — заголосила Ильинична.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ниловна макӑрса тӑранса, ҫывӑрса кайрӗ, ашшӗпе ывӑлӗ, чӳречерен шуҫӑм ҫути кӗнине сисмесӗр, ҫаплах калаҫса ларчӗҫ…

Ниловна наплакалась вволю и уснула, а отец и сын все еще разговаривали, не замечая, что в окно смотрит заря…

XXX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вӑл ӑйӑр ҫине куҫне илмесӗр пӑхса пынӑран Сергей ӑнланчӗ — ку ача йӗнер ҫине ларас килнипе макӑрса ярас патнех ҫитнӗ пулмалла.

Он любовался жеребцом, и по его взгляду Сергей понял, что юноше до слез хотелось сесть в седло.

XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Алӑкран кӗрсенех, Ниловна Сергее ыталарӗ те Тимофей Ильич куриччен вӑрттӑн макӑрса илчӗ.

Ниловна на пороге прижалась к сыну и тайком, чтобы не заметил Тимофей Ильич, всплакнула.

XX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ун чӗри, нихҫан ыратманскер, шар ҫурса ыратса кайрӗ, Ҫемен макӑрса ярас вӗҫнех ҫитрӗ.

И впервые за всю жизнь ощутил такую острую боль в сердце, что готов был расплакаться.

VII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Уйӑх ҫутипе ҫуталса тӑракан чӳрече сакки ҫине пуҫне хурса, макӑрса ячӗ.

Склонила голову на освещенный луной подоконник и расплакалась.

VII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Пӳртре амӑшӗ кӑшкӑрса макӑрса ячӗ.

В курене в голос заплакала мать.

24 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пуҫне минтер айне туса выртрӗ те ик-виҫ минут хушши хулпуҫҫийӗсене сиклентерсе выртрӗ; макӑрса выртрӗ-и вӑл, е кулса выртрӗ — ӑнланма пулмарӗ, — анчах та тӑрасса типӗ те ҫап-ҫутӑ ҫуталса кайнӑ куҫсемпе тӑчӗ.

Зарывшись головой в подушку, вздрагивая плечами, лежал несколько минут; нельзя было понять — плакал он или смеялся, но встал с сухими, проясневшими глазами.

23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех