Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӗркелесе (тĕпĕ: йӗркеле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл халӑх шкулӗсем йӗркелесе уҫнипе, чӑваш алфавитне туса хатӗрленипе, тӑван халӑхӗ валли чӑвашла тата вырӑсла вӗрентӳ кӗнекисем пичетлесе кӑларнипе историе кӗрсе юлнӑ.

Он вошел в историю благодаря организации народных школ, созданию чувашского алфавита и учебников чувашского и русского языков для чувашей.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Министрсен Кабинетне министерствӑсемпе ведомствӑсен, вы-рӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен ӗҫ-хӗлне йӗркелесе пыма, программа мероприятийӗсене республикӑра пурӑнакансен ырлӑхӗшӗн пысӑк пахалӑхпа пурнӑҫлассине тивӗҫтерме хушатӑп.

Поручаю Кабинету Министров скоординировать деятельность министерств и ведомств, органов местного самоуправления, обеспечить высокое качество выполнения этих задач во благо жителей республики.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Паян республикӑра Чӑваш Республикин патшалӑх программисемпе пӗрлештернӗ 15 приоритетлӑ проектӑн тата стратеги ҫул-йӗрӗллӗ 8 программӑн портфельне йӗркелесе ҫитернӗ.

Сегодня в республике сформирован портфель из пятнадцати приоритетных проектов и восьми программ стратегических направлений, которые интегрированы в государственные программы.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен умне ҫав ӗҫе малалла тӑсма тӗллев лартатӑп тата асӑннӑ акци вӑхӑтӗнче тупса палӑртнӑ куҫман пурлӑхӑн мӗн пур объектне хуҫалӑх тата налук ҫаврӑнӑшне кӗртмелле, кирлӗ пулсан вара – йӗркелесе ҫитермелле е пӑсмалла.

Перед органами местного самоуправления ставлю задачу продолжить работу и вовлечь все выявленные в ходе акции объекты недвижимости в хозяйственный и налоговый оборот, а при необходимости — привести в порядок или снести.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Цифра технологийӗсем аталанса пынӑ май вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен умне тӗллев лартатӑп: пӗрремӗшӗ, муниципалитет паракан пулӑшу ӗҫӗсен вӑхӑтне кӗскетессине, ҫавӑн пекех вӗсене электрон мелӗпе парассине тивӗҫтерме; иккӗмӗшӗ, хула строительствине проектламалли вырӑнти нормативсене, тӗп плансене, ҫӗрпе усӑ курмалли тата территорисенче ҫурт-йӗр лартмалли йӗркесене, территорисен чиккисене палӑртмалли проектсене саккунпа килӗшӳллӗн йӗркелесе ҫитерме; виҫҫӗмӗшӗ, территорие планламалли сферӑпа хула строительстви енӗпе паракан пулӑшу ӗҫӗсене цифрӑлама, вӗсене хӑйсен информаци порталӗсене вырнаҫтарма.

В условиях развития цифровых технологий перед органами местного самоуправления ставлю задачу: первое, обеспечить сокращение сроков предоставления муниципальных услуг, а также их предоставление в электронном виде; второе, привести в соответствие с законодательством местные нормативы градостроительного проектирования, генеральные планы, правила землепользования и застройки территории, проекты межевания территорий; третье, оцифровать услуги всфере территориального планирования и градостроительной деятельности иразместить их насвоих информационных порталах.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Поклоннӑй сӑртӗнче Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ историйӗн музейне тунӑ ҫӗрте, Мускав ҫывӑхӗнчи ытти объектсенчи ӗҫсене манӑн йӗркелесе пымалла пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Сулахай флангра. Самана сатурӗсем // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 9.04.2011

Эмелсем хакланассине чарас тесе медицина тата ветеринари аптекисен сетьне йӗркелесе янӑ.

Куҫарса пулӑш

Ял тата потребкоопераци // Н.АНТОНОВА. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... 545&page=3

«АгроРесурсы» тулли мар яваплӑ общество йӗркелесе Чӑваш Республикинче чи нумай лаптӑк хӑмла плантацийӗ лартнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Симӗс ылтӑнран» - чӑн-чӑн ылтӑн медаль // А.НИКОЛАЕВА. Хӗрлӗ ялав, 10.06.17

Чӑваш наци конгресӗ те ку ҫивӗч ыйтӑва пӗр-пӗр ҫавра сӗтел йӗркелесе пӑхса тухса усӑллӑччӗ пуль.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн «ылтӑн ҫӳпҫемӗр» — тӑван республика // Лидия Афанасьева. https://chuvash.org/content/3117-%D0%9F% ... 0%BB%D0%B8

Ӗҫе тивӗҫлипе йӗркелесе тирпейлесе тӑрсан пахча улма-ҫырлапа хуҫине савӑнӑҫ кӳрӗ.

Куҫарса пулӑш

Улма пахчи тимлӗх кӗтет // Эльвира Иванова. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№

Алексей Никифорович тырпул туса илессине наука вӗрентӗвӗн никӗсӗ ҫинче туса пырассине йӗркелесе янӑ, анлӑ лаптӑксем ҫинче сӑнавсем ирттернӗ, ҫӗнӗ меслетпе пур ҫӗрте те пысӑк тухӑҫ илме май пуррине кӑтартса панӑ.

Куҫарса пулӑш

Агроном - пултарулӑх ҫынниех // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Унтанпах ҫак ӗҫе йӗркелесе ертсе пыратӑп, — каласа кӑтартрӗ Петр Вячеславович.

Куҫарса пулӑш

«Техникӑна мӑшӑра юратнӑ пек юратмалла» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Сывлӑш температурине ятарлӑ автомат кирлӗ пек йӗркелесе тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрулмине хирте хӑварас марччӗ! // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Ҫав ҫулсенче ҫӗрулмин пусӑ ҫаврӑнӑшне йӗркелесе ҫитернӗ, кашни хуҫалӑхрах унпа килӗштерсе лартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрулмине хирте хӑварас марччӗ! // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Юлашки 5-7 ҫулта командӑсен хушшинче конкуренци ӳсни, ӑмӑртусене ҫӳллӗ шайра йӗркелесе ирттерни лайӑх курӑнать.

Куҫарса пулӑш

Спорт кулленхи ӗҫре вӑй парать // Геннадий КУЗНЕЦОВ. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Николай Михайлович асӑннӑ мероприятие йӗркелесе ирттерме пулӑшнӑшӑн райпо председательне А. Дмитриевана, тулли мар яваплӑ «Траки» управляющи компани директорне В. Петрова ӑшшӑн тав тӑвать.

Куҫарса пулӑш

«Ҫуркуннехи тумлам» конкурсра // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.03.30

Ӑна Трак енре 1995 ҫултанпа йӗркелесе ирттереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ҫуркуннехи тумлам» конкурсра // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.03.30

Ҫӗртме уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, эрне кун районти комисси членӗсем ял хуҫалӑх пайӗн пуҫлӑхӗ Ю. Д. Петров йӗркелесе пынипе тата хуҫалӑхсен ертӳҫисемпе агрономӗсем хутшӑннипе акнӑ-лартнӑ культурӑсем уйсенче епле шӑтса тухнине пахаларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Комисси хуҫалӑхсен уйӑхсене пахаларӗ // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.05.11

Вӗсем вырӑнсенче физкультурӑпа спорта аталантармашкӑн иксӗлми тӳпе хӑваҫҫӗ, спорт мероприятийӗсем йӗркелесе ирттерме хастар хутшӑнаҫҫӗ.

Они большое усердие вкладывают в развитие физкультуры спорта в местности, принимают активное участие в проведении спортивных мероприятий.

Мӗн пур ҫынсен уявӗ // Ял пурнӑҫӗ. «Ял пурнӑҫӗ», 2009.08.07

Тӗрӗссипе, эпир асӑннӑ тапхӑрта япӑх ӗҫлемен, районта спорт мероприятийӗсем сахал мар йӗркелесе ирттернӗ, сывӑ пурнӑҫ йӗркине пропагандӑлама тӑрӑшнӑ.

По правде говоря, на упомянутом периоде работали неплохо, в районе проводилось немало спортивных мероприятий, старались пропагандировать здоровый образ жизни.

Мӗн пур ҫынсен уявӗ // Ял пурнӑҫӗ. «Ял пурнӑҫӗ», 2009.08.07

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех